Тăван çĕршывăн аслă вăрçи теми чылай поэт-прозаика тата драматурга алла ручка тытма хистенĕ. Ку произведенисенче хаяр çапăçусемпе салтаксен паттăрлăхĕ, тылри ĕçченсен хастарлăхĕ, совет халăхĕн парăнманлăхĕ туллин сăнланнă. Кашни ăрăвах асăннă тема патне таврăнса тĕрлĕ енчен çутатма тăрăшать. Çĕнни мĕнех калăн-ха тетĕн. Тупăнать иккен.…

Чӑваш Республикин Наци библиотекинче кунсерен вун-вун мероприяти иртет, кашниех хӑйне килӗшекеннине суйлама пултарать. Ҫав хушӑрах пурне те пӗрлештерекен, кӑсӑклантаракан, илӗртекен уявсем те пулаҫҫӗ. Олег Прокопьевӑн «Чӑвашӑм, пурӑн!» кӗнекин хӑтлавӗ шӑпах ҫавӑн пеккисен шутне кӗрет. Пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче поэтсемпе прозаиксем, литературоведсемпе журналистсем, таврапӗлӳҫӗсемпе ӑсчахсем,…

Пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче чӑваш поэчӗн, журналисчӗн Олег Прокопьевӑн «Чӑвашӑм, пурӑн!» кӗнеке хӑтлавӗ иртет. Унта литераторсем, ӑслӑлӑх, культура ӗҫченӗсем, вӗренӳ тытӑмӗнче вӑй хуракансем, общество хастарӗсем хутшӑнаҫҫӗ. Кӗнеке уявӗнче (Ольга Лукова, Алена Алексеева, Елена Смородинова, Любовь Гордеева, Ирина Лампасова, Михаил Федоров,…

Чӑваш Республикин Наци библиотеки ҫумӗнчи «Варкӑш» литература клубӗн раштав уйӑхӗнчи тӗлпулӑвӗ яланах хаваслӑ иртет. Хальхи уяв та ҫавӑн пекех пулчӗ – поэтсемпе прозаиксем, литературоведсемпе журналистсем, вӗрентекенсемпе библиотекарьсем Нина Артемьевӑн «Ӗмӗрхи кӗвӗ» сӑвӑ пуххин презентацине йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ. Кӑларӑм кӑҫалхи кӗркунне Чӑваш кӗнеке издательствинче тухнӑ.…
Ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Варкӑш» литература клубӗн тӗпелӗнче «Аслӑ Ҫӗнтерӳ мӑнаҫлӑхӗ» коллективлӑ сборникӑн презентацийӗ иртрӗ. Ку кӑларӑм нумаях пулмасть Чӑваш кӗнеке издательствинче тухнӑччӗ. Ӑна Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе кӑҫал 80 ҫул ҫитнине халалланӑ. Вăл вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ӑрӑвӑн калавӗсемпе поэмисене,…

Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Кулӑш кунӗнче, Чӑваш Республикин Наци библиотекинче Владислав Николаевӑн «Пуян Куян» кӗнекин презентацийӗ иртрӗ. Асӑннӑ юптару пуххи тинтерех тухрӗ, ҫавӑнпа вуласа ӗлкӗрейменнисене каҫарма пулать. Ҫыравҫа саламлама поэтсемпе прозаиксем, драматургсемпе журналистсем, университетра пӗрле вӗреннӗ тантӑшӗсемпе ҫывӑх юлташӗсем йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ. Уяв каҫне наци…

Шӳт-кулӑш ӑстисемшӗн, сатирӑпа юмора юратакансемшӗн пысӑк пулӑм – юптару кӗнеки пичетленсе тухнӑ! Чӑваш литературинче кун пекки ҫур ӗмӗр хушшинче те пулман. Чӑваш Республикин наци библиотекинче сатирӑпа юмор кунӗнче «Пуян Куян» юптару кӗнекин хӑтлавне ирттерме палартнӑ. Авторӗ – Владислав Николаев писатель, журналист, Чӑваш Республикин…

Пуш уйăхĕн вĕçĕнче «Варкăш» литература клубĕн хастарĕсем хăнăхнă йăлапа Чăваш Наци библиотекин хăтлă залне çĕнĕ кĕнеке уявне пуçтарăнчĕç. Поэтсемпе прозаиксем, драматургсемпе журналистсем, библиотекарьсемпе вĕрентекенсем «Асамлă ачалăх» коллективлă сборника пахаларĕç. Вăл Чăваш кĕнеке издательствинче 2024 çул вĕçĕнче пичетленсе тухрĕ. Ăна пухса хатĕрлекенĕ – тĕп…

Пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Варкӑш» литература клубӗн хастарӗсем «Асамлӑ ачалӑх» кӗнеке хӑтлавне пуҫтарӑнӗҫ. Кӑларӑм Чӑваш кӗнеке издательствинче 2024 ҫул вӗҫӗнче кун ҫути курнӑ. Пухса хатӗрлекенӗ – Ольга Фёдорова, ӳнерҫи – Наталия Андреева. Ачалӑх – этем пурнӑҫӗнчи чи илемлӗ вӑхӑт. Ҫитӗнсе…

Нарăс уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Наци библиотекинче «Варкăш» литература клубĕн черетлĕ тĕлпулăвĕ иртрĕ. Хальхинче варкăшçăсем Олеся Михайловăн «Пĕрремĕш çĕнтерӳ» кăларăмне пахаларĕç. Вăл 2024 çул вĕçĕнче Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленсе тухнăччĕ. Вăтам классенче вĕренекенсем валли хатĕрленĕскерне тăхăр калав кĕнĕ. Хăтлава поэтсемпе прозаиксем, библиотекарьсемпе журналистсем, çамрăк…