|
|
|
БИОГРАФИЯ >>>
ӖҪӖ-ХӖЛӖН ТАПХӐРӖСЕМ >>>
БИОГРАФИ
УХСАЙ ЯККӐВӖ
1911 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Пушкӑрт Республикин Пелепей районӗнчи Слакпуҫ ялӗнче ҫуралнӑ.
1920-1924 ҫулсенче ялти пуҫламӑш шкулта вӗреннӗ. 1925 ҫулта вӑл Пишпӳлекри колхоз ҫамрӑкӗсен шкулӗнче вӗренме тытӑннӑ. 1928-1930 ҫулсенче Ӗпхӳ хулинчи педагогика институчӗн малалла вӗренме хатӗрлекен уйрӑмӗнче вӗреннӗ, ҫав вӑхӑтрах Пушкӑрт АССР Халӑх Комиссарӗсен Совечӗ ҫумӗнчи наукӑпа тӗпчев институтӗнче ӗҫленӗ. 1930-1932 ҫулсенче Мускавра М.В. Ломоносов ячӗпе хисепленекен университетра вӗреннӗ.
Пӗр вӑхӑт «Коммунар» хаҫат редакцийӗнче ӗҫленӗ, каярахпа Пушкӑрт республикине таврӑннӑ. 1934 ҫулхи кӗркуннеччен Пишпӳлек тата Приютово МТСӗсен политпайӗсем кӑларса тӑнӑ тиражлӑ хаҫатсен редакцийӗнче литература сотрудникӗ пулса ӗҫленӗ. 1934 ҫулта Чӑваш ҫыравҫисен Союзӗн правлени секретарӗ пулнӑ, 1935-1937 ҫулсенче Ульяновскри тата Патӑръелӗнчи педагогика училищисенче чӑваш чӗлхи вӗрентнӗ. Вӑрҫӑ умӗнхи ҫулсенче Шупашкарта пурӑннӑ.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин малтанхи кунӗсенчех салтак шинелӗ тӑхӑннӑ, Совет Ҫарӗн паттӑр салтакӗсемпе пӗрле Атӑл хӗрринчен пуҫласа Германири Шпрее юханшывӗ патне ҫити утса тухнӑ. Польша, Германи, Чехословаки ҫӗрӗсене ирӗке кӑларнӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Воронеж тата Украина фрончӗсенче ҫапӑҫнӑ. Малтан ахаль салтак, каярахпа «Родина зовет» хаҫат сотрудникӗ пулнӑ. Йывӑр аманнӑ. Ҫапӑҫусенче хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн ӑна Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин I тата II степеньлӗ орденӗсемпе тата медальсемпе наградӑланӑ.
Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче ҫырнӑ хайлавсенчен «Н-ски дивизири чӑваш боецӗсемпе командирӗсем чӑваш халӑхне янӑ ҫыру» поэма сӑвӑҫ пултарулӑхӗнче уйрӑмах паллӑ вырӑн йышӑнать.
Литература ӗҫне XX ӗмӗрӗн 30-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнчех хастаррӑн хутшӑннӑ. Кӗске вӑхӑтрах «Ту урлӑ ҫул», «Акӑшкӳл» сӑвӑлла роман, «Кӗлпук мучи» поэмӑн хӑш-пӗр сыпӑкӗсене ҫырнӑ.
60 ытла кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ. Вӗсенче чӑваш халӑхӗн паттӑрлӑхӗпе ӗҫри хастарлӑхне, иртнӗ саманари кун-ҫулне сӑнласа кӑтартнӑ. Ҫыравҫӑ чӑваш поэзийӗн классикӗн К.В. Иванов пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен «К.В. Иванов» монографи ҫырса кӑларнӑ. Вӑл публицистикӑллӑ статьясем те чылай ҫырнӑ, эпикӑн пысӑк формине аталантарас ӗҫре нумай ӗҫ тунӑ.
Яков Ухсай – чӑваш халӑх поэчӗ, Чӑваш Республикин ӳнерӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, РСФСРӑн А.М. Горький ячӗпе хисепленекен тата Чӑваш АССРӗн К.В. Иванов ячӗпе хисепленекен Патшалӑх премийӗсен лауреачӗ.
Чӑваш АССР Верховнӑй Совечӗн депутачӗ пулнӑ, Раҫҫей Федерацийӗн, СССР тата Чӑваш ҫыравҫисен Союзӗн ертсе пыракан органӗнче ӗҫленӗ. Литературӑри пархатарлӑ ӗҫсемшӗн унӑн ятне Чӑваш Республикин Ӗҫ Мухтавӗпе Паттӑрлӑх Кӗнекине кӗртнӗ.
Тӗп кӑларӑмсем: «Акӑшкӳл», «Ача чухнехи ҫӑлтӑрӑм», «Вут чӗлхе», «Ӗмӗт», «Кӗлпук мучи», «Самана», «Сӑвӑсем», «Сӑвӑсемпе поэмӑсем», «Суйласа илнисем», «Ҫӗр», «Ҫул», «Ту урлӑ ҫул», «Хура тӑпра», «Избранные произведения» т. ыт. те.
1986 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ, Пушкӑртстанри Слакпуҫӗнче Кӗслету ҫине пытарнӑ.
ӖҪӖ-ХӖЛӖН ТАПХӐРӖСЕМ
Ухсай Яккӑвӗ – поэт, драматург, публицист, куҫаруҫӑ, эпика енӗпе ҫырнӑ пысӑк произведенисен авторӗ. Чӑваш литературинче сӑвӑлла трагеди тата сӑвӑлла роман жанрӗсен аталанӑвӗ ун ячӗпе ҫыхӑннӑ. Унӑн поэмисем – ҫын пурнӑҫӗн, хутшӑнӑвӗсен ӳкерчӗкӗсем, вӗсенче – чӑваш халӑхӗн кун-ҫулӗ. 60 ытла кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ. Ухсай Яккӑвӗн эпика произведенийӗсем: «Ҫӗр», «Ту урлӑ ҫул», «Акӑшкӳл», «Кӗлпук мучи». Вӗсенче чӑваш халӑхӗн паттӑрлӑхӗпе ӗҫри хастарлӑхне, иртнӗ саманари кун-ҫулне сӑнласа кӑтартнӑ. Ҫыравҫӑ чӑваш поэзийӗн классикӗн К.В. Иванов пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен «К.В. Иванов» монографи ҫырса кӑларнӑ. Вӑл публицистикӑллӑ статьясем те чылай ҫырнӑ.
|
1911 ҫҫ., чӳкӗн 26-мӗшӗ | Пушкӑрт Республикинче, Пелепей
районӗнчи Слакпуҫ ялӗнче, Пӑртта раттинчи Кевриш чухӑн хресчен
килйышӗнче иккӗмӗш ача — Якку ҫуралнӑ. |
|
| 1920—1924 ҫҫ. | Слакпуҫӗнчи пуҫламӑш шкулта вӗреннӗ. |
|
| 1924—1928 ҫҫ. | Пишпӳлекри хресчен ҫамрӑкӗсен шкулӗнче пӗлӳ пухнӑ. Шкул хаҫачӗпе литература журналӗн тӗременӗ пулнӑ.
≪14 ҫулта эпӗ тӑван килтен тухса
кайнӑ. Пишпӳлекри хресчен ҫамрӑкӗсен
шкулӗ эпӗ вӗреннӗ вӑхӑтра интернат
пулнӑ. Кунта ачасем Пушкӑртӑн тӗрлӗ
кӗтесӗсенчен килетчӗҫ. Пӳлӗмре 30
ытла ача пурӑнаттӑмӑр. Хӑш чухне,
паллах, ҫапӑҫкалани те пулнӑ, анчах
яланах пӗр-пӗрне мӑйӑрпа, кукӑль
татӑкӗпе хӑналанӑ≫ (Автобиографирен
// Советские писатели. Автобиографии,
т. 4. М., 1972, 621 с ) .
|
|
| 1928 ҫ. | Ӗпхӳри халӑх ҫутӗҫ институчӗн
хатӗрленӳ уйрӑмӗнче вӗреннӗ. Шупашкарти,
Хусанти, Самарти тата ытти ҫӗрти хаҫат-журнал тӗременлӗхӗсемпе (редакцийӗсемпе) ҫыхӑну йӗркеленӗ. Мускаври
«Чӑваш хресченӗ» хаҫатӑн хыпарҫи
пулса тӑнӑ, сӑвӑсем ҫырма пуҫланӑ.
|
|
| 1929 ҫ. | Чӑваш ен пичетӗнче — «Сунтал»
журналта пӗрремӗш хут сӑвӑ
(«Юратрӑм эп тӑван хире...») пичетленнӗ. «Вӑл маншӑн аслӑ уяв пулчӗ.
Романсемпе сӑвӑлла трагедисем
пичетленсен те эпӗ кун пек савӑнман» (Автобиографирен // Советские
писатели. Автобиографии, т. 4. М.,
1972, 623 с ) . |
|
| 1930 ҫ. | Аслӑ шкула кӗме хатӗрлекен курсран вӗренсе тухнӑ. |
|
| 1930 ҫ. | Мускаври М.В.Ломоносов ячӗллӗ университетӑн литература факультетне вӗренме кӗнӗ. |
|
| 1931 ҫ. | МПУ литфакӗнчен хӑйне тӗллӗн уйрӑм шкул — тӗременлӗхпе пичетлев (редакционно-издательский) институчӗ туса хунӑ. |
|
| 1933 ҫ. | Института хупнӑ. |
|
| 1933—1934 ҫҫ. | Я.Г.Ухсай Мускаври «Коммунар»
хаҫат корреспонденчӗ, унтан —
Пушкӑрт Республикинчи Приютовӑпа
Пишпӳлек МТССсем (машина-трактор
станцийӗсем) кӑларса тӑнӑ нумай
тиражлӑ хаҫатсен тӗременлӗхӗн ӗҫлевҫи.
«Вӗреннӗ вӑхӑтрах эпӗ Мускаври
«Коммунар» хаҫат корреспонденчӗ
пулнӑ. Тӑтӑшах чӑваш рабочисем
ӗҫлекен вырӑнсене тухса ҫӳренӗ,
очерксем, фельетонсем ҫырнӑ. Эпӗ тӗл
пулнӑ ҫынсем каярах сӑвӑсемпе
поэмӑсенче сӑнланнӑ» (Автобиографирен
// Советские писатели. Автобиографии,
т. 4. М., 1972, 626 с ) . |
|
| 1934 ҫ. | Ӗпхӳре «Сӑвӑсем» ятлӑ пӗрремӗш кӗнеке тухнӑ. |
|
1934 ҫ. вӗҫӗнче | Шупашкара куҫса килнӗ. Кӗске вӑхӑт Чӑваш писателӗсен союзӗн правлени секретарӗнче ӗҫленӗ. |
|
1935 ҫ. ҫулла | Ӗпхӗве таврӑннӑ, Пушкӑртри ӑслӑлӑхпа тӗпчев институтӗнче ӗҫленӗ. Халӑх
сӑмахлӑхне пухнӑ, «К.В.Иванов»
кӗнеке ҫырнӑ. |
|
1936 ҫ. раштав | Шупашкара куҫса килнӗ. |
|
| 1937 ҫ. | Чӑваш радиокомитечӗн тӗременӗ(редакторӗ). |
|
1937 ҫ. авӑн | Патӑрьелӗнчи педагогика училищинче тӑван чӗлхепе литература вӗрентме
тытӑннӑ. |
|
| 1937 ҫ. | Патӑрьелӗнче поэта «халӑх
тӑшманӗ» тесе айӑплама пуҫланӑ.
«Ҫав-ҫавах эпӗ «Туй» поэмӑна
ҫыртӑм. Хусанкайпа чӑваш халӑхӑн
ячӗпе Сталина ҫыру ятӑмӑр. Сӑвӑласа
ҫырнӑ ҫыру 1937 ҫулта пичетленчӗ, ҫав
ҫулах мана «халӑх тӑшманӗ» тесе
айӑпларӗҫ, пичетре ӗҫлеме чарчӗҫ»
(Я.Г.Ухсай В.П.Туркин патне 1980
ҫулта янӑ ҫыруран). |
|
1937 ҫ.
юпан 15-мӗшӗ | Патӑрьелӗнчен васкавлӑ тухса кайнӑ.
Ҫӗрпӳ патӗнче автоаварие лексе йывӑр
аманнӑ, сыватӑшра (больницӑра) выртнӑ.
«1937 ҫулхи юпан 16-мӗшӗнче
ирхине шӑн ҫӗр ҫинче сулахай ура тата
кӑкӑр ыратнипе вӑранса кайрӑм»
(Я.Г.Ухсай В.П.Туркин патне 1980
ҫулта янӑ ҫыруран). |
|
| 1937 ҫ. | Улатӑр хулинче Я.Г.Ухсай кӗнекисене
илемлетекен И.Т.Григорьев художник
хваттерӗнче виҫӗ уйӑх сывалса пурӑннӑ. |
|
| 1938 ҫ. | СССР Писателӗсен союзӗн членне
илнӗ. «Чӑваш коммуни» (халӗ «Хыпар»)
хаҫатӑн вырӑнти хыпарҫинче ӗҫленӗ. |
|
| 1938 ҫ. | Чӗмпӗрти педагогика училищинче
тӑван чӗлхепе литература вӗрентме
пуҫланӑ. |
|
| 1939 ҫ. | Мухина Мария Дмитриевнӑпа
пӗрлешнӗ. Малтан Ӗпхӗве, унтан
Мускава кайса пурӑнать. Кӗҫех Карач
ялне таврӑнать. Шупашкарта чарӑннӑ. |
|
| 1939 ҫ. | ЧАССР Халӑх ҫутӗҫ комиссариачӗ
Я.Г.Ухсая Етӗрнери педучилищӗне
ӗҫлеме яма хушу кӑларнӑ. |
|
| 1939—1940 ҫҫ. | Тӗрлемесри вӑтам шкулта ӗҫленӗ,
«Тутимӗр» трагедие ҫырса пӗтернӗ. |
|
| 1940 ҫ. | Яланлӑхах Шупашкара куҫса килнӗ.
Кӗнеке кӑларӑшӗнче (издательствӑра)
ӗҫленӗ. |
|
| 1940 ҫ. | Ухсайӑн аслӑ ывӑлӗ Якку чирлесе
вилнӗ. |
|
| 1941 ҫ. | Шупашкарта «Тутимӗр» трагеди
уйрӑм кӗнекен тухнӑ. |
|
| 1941 ҫ. | Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи
пуҫлансанах халӑх ополченийӗн
отрядне ҫырӑннӑ, вӗренӳ батальонӗн
курсанчӗ пулса тӑнӑ. |
|
1941 ҫ.
кӗркунне | 141-мӗш дивизин «Родина зовет»
хаҫачӗн тата фронтри ытти хаҫатсен
тӗременлӗхӗсен ҫар корреспонденчӗ. |
|
1942 ҫ.
раштав | 141-мӗш дивизири командирсемпе
салтаксен ячӗпе чӑваш халӑхне
Воронеж фронтӗнчен ҫыру янӑ. |
|
| 1944 ҫ. | Поэтӑн «Вӑрҫӑ хирӗнче» ятлӑ
сӑвӑсен пуххи пичетленсе тухнӑ.
С.В.Элкер йӗркелесе кӑларнӑ. |
|
| 1945 ҫ. | Чӑваш АССР ӳнер тава тивӗҫлӗ
ӗҫченӗ ятне панӑ. |
|
1946 ҫ.
Ҫу | Ҫар хӗсметӗнчен Шупашкара
таврӑнать. Чӑваш АССР кӗнеке
кӑларӑшӗнче илемлӗ литература
кӗнекисем тата «Тӑван Атӑл» альманах
редакцилеме пуҫлать. |
|
| 1948 ҫ. | Пултарулӑх ӗҫӗпе кӑна пурӑнма
тытӑнать. Аслӑ хӗрӗ Ольга ҫуралать.
«Вӑйсӑр та имшертерех пулнӑ пулас
эпӗ: хытӑ макӑраттӑмччӗ тет. Вара
нихӑшӗ те ним туса лӑплантарайми
пулсан атте мана хӑй аллине илетчӗ
те, пахчана тухса, сехечӗ-сехечӗпе ҫӗклесе ҫӳретчӗ, юрӑ ӗнӗретчӗ тет. Ҫав
мелпе кӑна ҫывӑрса кайма пултарнӑ
эпӗ». О.Я.Ухсай — поэт архивӗн
управҫи (Шупашкарта пурӑнать). |
|
| 1950 ҫ. | Чӑваш литературипе ӳнерҫӗсен
Мускаври кунӗсене хутшӑннӑ.
Чӑваш АССР халӑх поэчӗ ятне панӑ. |
|
| 1951 ҫ. | «Кӗлпук мучи» поэма уйрӑм
кӗнекен кун ҫути курнӑ. |
|
| 1951 ҫ. | Иккӗмӗш хӗрӗ Елена ҫуралнӑ.
Е.Я.Ухсай — историк. Мускавра
пурӑнать. |
|
| 1955 ҫ. | «Акӑшкӳл» поэма уйрӑм кӗнекен
пичетленнӗ. |
|
| 1959 ҫ. | «Лирика» сӑвӑ пуххи тухнӑ.
Чӑваш АССР Верховнӑй Совечӗн
депутатне суйланнӑ. |
|
| 1961 ҫ. | «Ҫӗр» поэма уйрӑм кӗнекен тухнӑ.
50 ҫул тултарнӑ май Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав
орденне тивӗҫнӗ. |
|
| 1965 ҫ. | «Ту урлӑ ҫул» роман пичетленнӗ. |
|
1969 ҫ.
авӑнӑн 25-мӗшӗ | Поэт мӑшӑрӗ, паллӑ ҫыравҫӑ Мария
Дмитриевна Ухсай Карачра сарӑмсӑр
вилсе кайнӑ.
«Масар ҫинчен аннене пытарса
таврӑннӑ чухне те унран пӗр сӑмах та
илтмерӗм эпӗ. Начарланса кайнӑ
питӗнчи икӗ куҫӗ кӑна вут-хӗм сапса
тӑратчӗ. Ҫав куҫсенче, ман шутпа,
куҫҫуль валли вырӑн та ҫукчӗ» (Ольга
Яковлевна аса илӗвӗнчен). |
|
| 1969 ҫ. | «Шуйттан чури» трагеди тухнӑ. |
|
| 1971 ҫ. | Ҫуралнӑранпа 60 ҫул ҫитнӗ май
Октябрь Революцийӗн орденне панӑ.
«Ача чухнехи ҫӑлтӑрам» тата «Силпи
ҫӑлкуҫӗ» поэмӑсен ярӑмӗшӗн Чӑваш
АССРӗн К.В.Иванов ячӗллӗ патшалӑх
премине тивӗҫнӗ. |
|
| 1972 ҫ. | «Ача чухнехи ҫӑлтӑрӑм» трилогишӗн
РСФСРӗн М.Горький ячӗллӗ
патшалӑх премине панӑ. |
|
1977 ҫ.
пушӑн 19-мӗшӗ
| Я. Г. Ухсая чӑваш студенчӗсен литература пӗрлешӗвӗ йӗркеленӗ «Хисеплӗ ҫилҫунатҫӑ» ятне панӑ. |
|
| 1981 ҫ.
| Поэта 70 ҫул тултарнӑ май Ленин орденӗпе чысланӑ. |
|
| 1984 ҫ.
| Ухсай Яккӑвӗн ятне Чӑваш Республикин Ӗҫ Мухтавӗпе Паттӑрлӑх Кӗнекине кӗртнӗ. |
|
1986 ҫ.
утӑн 7-мӗшӗ | Йывӑр чирлесе выртнӑ хыҫҫӑн Шупашкарта вилнӗ.
Пушкӑртстанри Слакпуҫӗнче Кӗслету ҫинче пытарнӑ
|
|
Источник: Пурнӑҫӗн паллӑрах тапхӑрӗсем // Станьял, В. П. Чӑваш халӑх сӑвӑҫи Ухсай Яккӑвӗ / О. Н. Терентьева хатӗрленӗ. – Шупашкар, 2001. – С. 4-10.
| | |