Ухсай Яккӑвӗ: «Халӑхпа ӗмӗрлӗхе юлатӑп» электронлӑ кӑларӑма чӑваш халӑх поэчӗ Яков Гаврилович Ухсай ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ май хатӗрленӗ.

Вӑл мухтавлӑ поэтӑн нумай енлӗ пурнӑҫӗпе пултарулӑхне уҫса парать. Кӑларӑмри материалсем ҫакӑн пек пайсенче вырнаҫнӑ: «Биографи», «Хайлавсем», «Пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ», «Литературӑри сӑнарӗ», «Сӑн ӳкерчӗксен галерейи», «Библиографи».

«Биографи» пай Якӑв Ухсайӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗн тӗп тапхӑрӗсене уҫса парать. «Хайлавсем» пайра поэтӑн чӑвашла тата вырӑсла ҫырнӑ 39 сӑвӑн тулли тесчӗсене вырнаҫтарнӑ. Вӗсен хушшинче ҫыравҫӑ 1924 ҫулта ҫырнӑ «Ҫамка ҫинчен тар йукнӗ /ӳкнӗ/ чух» тата паллӑ «Тӑван чӗлхе», «Чӑваш ҫӗрӗ», «Иванов вӑрманӗ» ятлӑ сӑвӑсем.

«Пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ» пайра сӑвӑҫа халалланӑ кӗнекесем, статьясем вырӑн тупнӑ, «Галерейӑра» фото-, аудио- тата видеоматериалсем вырнаҫтарнӑ. Кунтах спектакльсенчи сценӑсемпе, тӗрлӗ ҫулсенче сӑвӑҫа сӑнарланӑ ӳнер ӗҫӗсемпе паллашма тата автор хӑй сӑввисене вуланине итлеме май пур.

«Библиографи» пайа Якӑв Ухсайӑн ӗҫӗсен, унӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхне тата илемлӗ литературӑри сӑнарне ҫутатса панӑ кӗнекесемпе статьясен тулли списокне кӗртнӗ.

Кӑларӑма чӑваш тата вырӑс чӗлхисемпе хатӗрленӗ (вӗсене Чӑваш Республикин тата Раҫҫей Федерацийӗн ялавӗсемпе паллӑ тунӑ).

Хатӗрлекенсем электронлӑ кӑларӑм сӑвӑҫ пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗпе кӑсӑкланакансемшӗн, учительсемпе литературӑна тӗпчекенсемшӗн, библиотекарьсемпе студентсемшӗн усӑлӑ пуласса шанаҫҫӗ. Вӑл чӑваш литературине вӗрентекенсене уроксем ирттернӗ чух усӑ курма пулӑшӗ.

Сӗнӳсемпе асӑрхаттарусене ҫак адреспа кӗтетпӗр: 428003, Шупашкар хули, Ленин проспекчӗ, 15, Чӑваш Республикин наци библиотеки, наци литературипе библиографи пайӗ. Тел.: (8352) 23-02-17 (хушма 144), e-mail: kray@publib.cbx.ru.

Пухса хатӗрлекенсем: Л. Л. Матюкова, О. П. Аверьянова, О. В. Величко.

Компьютерпа илем кӳрес енӗпе ӗҫлекен: Фунтикова И. В.