Ухсай Яккӑвӗ: «Халӑхпа ӗмӗрлӗхе юлатӑп»

Ухсай Яккӑвӗ – поэт, драматург, публицист, куҫаруҫӑ, Чӑваш халӑх поэчӗ (1950), Чӑваш АССР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ (1945), РСФСР А.М. Горький ячӗллӗ тата Чӑваш АССР К.В. Иванов ячӗллӗ Патшалӑх премийӗсен лауреачӗ (1971), Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑнӑ.

Чӑваш поэзийӗнче эпикӑн пысӑк формине аталантарас ӗҫре нумай ӗҫ тунӑ. Ҫыравҫӑ чӑваш поэзийӗн классикӗн К.В. Иванов пурнӑҫӗпе пултарулӑхне тӗпченӗ. «Лермонтов тата Иванов», «К.В. Иванов Некрасова мӗнле куҫарни», «Нарспи ҫӗршывӗнче» тата ытти статьясемпе очерксен авторӗ. Публицистика анинче те ӑнӑҫлӑ ӗҫленӗ, хӑйӗн статйисенче ҫунҫанталӑка сыхлас енӗпе ҫивӗч ыйтусем хускатнӑ.

Чӑваш литературинче вӑл пысӑк вырӑн хӑварнӑ. Вӑл 60 ытла кӗнеке авторӗ. Унӑн «Ту урлӑ ҫул» (1952), «Акӑшкӳл» (1955) сӑвӑлла романӗсем, «Кӗлпук мучи» (1950) поэмӑ, «Шуйттан чури» (1969) драма тӗнче литературин ылтӑн ҫӳпҫине кӗнӗ. Автор хайлавсенче чӑваш халӑхӗн паттӑрлӑхӗпе ӗҫри хастарлӑхне, иртнӗ саманари кун-ҫулне сӑнласа кӑтартнӑ.

Яков Ухсай – ӑста куҫаруҫӑ. Вӑл пушкӑрт, вырӑс, тутар, украинец ҫыравҫисен хайлавӗсене чӑвашла куҫарнӑ. Унсӑр пуҫне тата халӑхсен хушшинчи туслӑх темипе статьясемпе очерксем ҫырнӑ.

Яков Ухсай общество пурнӑҫӗнче те хастар ӗҫленӗ. Вӑл Чӑваш АССР Верховнӑй Совечӗн депутачӗ пулнӑ. Ǎна СССР, РСФСР тата Чӑваш АССР писательсен союзӗсенчи ертсе пыракан органсенсене суйланӑ.

Я.Г. Ухсай кĕнекисем 30 ытла чӗлхепе тӗрлӗ ҫӗршывсенче пичетленсе тухнӑ. Литературӑри пархатарлӑ ӗҫсемшӗн унӑн ятне Чӑваш Республикин Ӗҫ Мухтавӗпе Паттӑрлӑх Кӗнекине кӗртнӗ.