Литературный портрет

А. Алга


И. Я. Яковлев

Ăнна Кушки... Ăна туран куратăн:
Çырмаллă ял; вĕçĕнче çаран.
Тахçан кунта иккен тăлăх-туратăн,
Кĕтÿ кĕтсе, вăл ÿснĕ ачаран.

Ун чух чăвашăн пурнăçĕ, кунçулĕ
Хăй пÿрчĕсем пек пулнă-çке хура.
Юхтарнă халăх тарпала куççулĕ,
Пуççапнă сăхă пихампар турра.

Ун ăслă юррипе юмах-халапĕ
Усраннă, теççĕ, хăвăл ăшĕнче;
Шуйттан çырми те Пыллăх, Кашкăр лапĕ*
Итленĕ вĕсене сĕм каçсенче.

Ĕмĕтленни-çунни те иртнĕ кăлăх,
Çырса хумашкăн саспалли те çук...
Çакна йăлтах курса ăнланнă тăлăх,
Çĕрсем-хирсем виçсе çÿренĕ чух.

Вăл: çитĕ! тенĕ, яланах мăнтарăн
Ятне илтсе тăма саманара.
Ак, Чĕмпĕр çулĕпе тусан тустарнă
Ун çăпаталлă ачисем вара.

Патша саманинче вăл тем те тÿснĕ,
Нумай вал курнă хурапа шурра.
Вăл лартнă çимĕç тертлĕн шăтса ÿснĕ,
Пур халăхпа çĕр асапне кура.

Сĕм чăтлăх витĕр çĕнтерсе тухасшăн
Вăл, парăнмасăр, утнă çутталла.
Ăна хавхалантарнă Ленин ашшĕ -
Ĕмĕтсемпе, ăспа, кăмăлпала.

…Ту айĕнче ларать мухтавлă Кушкă.
Кăнна юхса выртать ял çумĕпе.
Чечен касра, куратăп, ушкăн-ушкăн
Ача-пăча шкула чупать ирпе.

Вăл уçнă шкул. Пĕр Кушкăра çеç мар вăл.
Атăлпала Сĕве тăрăхĕнче
Кашни ялтах вăл ырă ят хăварнă,
Кашни çынах пĕлет халь ун çинчен.

Çĕршыв çине çурхи хĕвел пăхсассăн,
Эпир кунтан-çке, çĕнĕ тивлетпе,
Çут кунçула çул тытрăмăр хавассăн,
Кăнна та Атăла çул тытнă пек.

Çуралнă ялăма килсе кĕрсессĕн,
Пире ăс панă шкулăн умĕнчен
Эп, Яковлев ятне аса илмесĕр,
Сума сумасăр, нихăçан иртмен.

Вăй илтĕмĕр çĕнĕ тĕнче тумалăх,
Çитетпĕр çÿллĕ ĕмĕтсем патне
Çапах нихçан, нихçан та манмĕ халăх
Хăйне букварь тыттарнă çын ятне.

Вăл пулчĕ çутă юмахри пек паттăр.
Ун пурнăçĕ иртсе кайман ахаль.
Чунран сума сăватпăр, чыс тăватпăр
Ăна ватти те, çамрăкки те халь.

1948.

Алга, А. И. Я. Яковлев : [сăвă] // Алга, А. Сăвăсемпе поэмăсем / Александр Алга. – Шупашкар, 1948. – С. 22-23.


* Кушкă таврашĕнчи çĕр ячĕсем.

назад