Чӑваш культурин патриархӗ И. Я. Яковлев

Иван Яковлевич Яковлев - чăваш халăхĕн XIX ĕмĕр вĕçĕнчи - XX ĕмĕр пуçламăшĕнчи çутлăхçи, общество деятелӗ, çĕнĕ чăваш çырулăхне йĕркелекенĕ, Библие чăвашла куçараканĕ.

Вӑл чӑваш халӑхне ҫутта кӑларас тӗлӗшпе калама ҫук пысӑк ӗҫ тунӑ, чӑвашсене хуҫалӑхпа культура енчен вырӑс халӑхӗпе пӗр шая ҫитерес тесе тӑрӑшнӑ, Раҫҫей халӑхӗсем хушшинчи туслӑхпа пӗр танлӑха ҫирӗплетессишӗн ырми-канми ӗҫленӗ. Вӑл ертсе пынипе Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗ наукӑпа вӗрентӳн тата культурӑн чаплӑ вучахӗ пулса тӑнӑ.

Яковлев И. Я. çĕнĕ чăваш çырулăхне йĕркелекелесе яраканӗ. Н. И. Ильминский тата В.А. Белинин студент пулӑшнипе 1871 ҫултах И. Я. Яковлев чӑваш алфавитне туса хатӗрленӗ. 1872 ҫулта унӑн чӑваш букварӗ пичетленсе тухнӑ. 1921 ҫулта алӑ пусса хӑварнӑ унӑн Халалӗ те чӑваш халӑхне ӑс-пӗлӳ тата кӑмӑл-сипет ҫулне суйласа илме сӗнет.

И. Я. Яковлевӑн тепӗр ырӑ та вилӗмсӗр ӗҫӗ вӑл – куҫару комиссийӗ йӗркелесе ярса тӗнче литератури классикӗсен произведенийӗсене тата Библие чӑвашла куҫарни: вӑл Псалтире, Çӗнӗ завета, Моисейӑн тӑватӑ кӗнекине тата ытти чылай тӗн литературине куҫарнӑ. Унсӑр пуçне вăл «Сказки и предания чуваш» пухăмне тата иккĕ томлă «Образцы мотивов чувашских народных песен и тексты к ним» хатĕрлесе пичетленĕ, вырăс классикĕсен ĕçĕсене: Пушкинăн «Полтавине», Лермонтовăн «Песни про купца Калашникова» поэмине, Толстойăн калавĕсене тата ыт. те чăвашла куçарнă.

И. Я. Яковлев ячӗ ӗмӗр-ӗмӗр сума сумалли ят. Хальхи вӑхӑтра Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ И.Я. Яковлев ячӗпе хисепленсе тӑрать. Шупашкарта И. Н. Ульянов ячӗпе хисепленекен Чӑваш патшалӑх университетӗнче ҫутлӑхҫӑ эткерне тӗпчекен лаборатори ӗҫлет, ятарлӑ музей пур. И.Я. Яковлев палӑкӗ Шупашкарта Чӑваш наци вулавӑшӗ умӗнче вырнаҫнӑ. Кунсӑр пуҫне И.Я. Яковлев музейӗ тӑван ялӗнче те, Чӗмпӗрте те пур.