ТӖП ПУЛӐМСЕМ >>>

ÇЕМЬЕ >>>


Биографи

1848 ç. ака уйăхěн 13 (25)-мěшěнче хальхи Тутарстанăн Теччě районěнчи Кăнна Кушкинче хресчен кил-йышěнче çуралнă. 1930 ç. юпа уйăхěн 23-мěшěнче вилнě, ăна Мускавра Ваганьково масарне пытарнă.

1875 ç. Хусан университечěн историпе филологи факультетне пěтернě. 1868 ç. Чěмпěрти чăваш шкулне уçнă (хăйěн вăйěпе тата уйрăм çынсем пулăшнипе). Ку шкула 1871 ç. И. Н. Ульянов хута кěнипе патшалăх бюджетне кěртнě. 1877 ç. ăна Чěмпěрти тěп чăваш шкулě, 1890 ç. Чěмпěрти чăваш учителěсем хатěрлекен шкул ятне панă. Вăл чăваш культурин центрě пулса тăнă. Университетран вěренсе тухнă хыççăн Яковлев 1903 çулччен Хусан вěренÿ округěнчи чăваш шкулěсен инспекторěнче ěçленě, 1919 çулччен Чăваш учителěсем хатěрлекен шкула ертсе пынă (ку шкула 1917 ç. учительсем хатěрлекен семинари, 1919 ç. Чăваш педагогика 3 çуллăх курсě ятне панă).

Яковлев Атăл тăрăхěнче чăваш тата ытти халăх шкулěсене уçма пулăшнă. Вăл чăваш шкулěсем валли вěрентÿ методикине çырса хатěрленě, унта К. Д. Ушинскийпе ун ěçне тăсаканěсен педагогика еткерěпе пуçаруллăн усă курнă.

XIX ěмěрěн 70-мěш çулěсен пуçламăшěнче вырăс графикине тěпе хурса çěнě чăваш алфавичě йěркеленě, букварьсемпе вěренÿ кěнекисем çырнă. Вулав кěнекисене Яковлев халăх йăли-йěрки çинчен хайланă калавсене тата халăх сăмахлăхěн тěслěхěсене кěртнě, хăй те халăхăн илемлě сăмах пултарулăхне пухнă. Вăл пăхса-кăтартса тăнипе вырăс литературин классикěсем (А. С. Пушкин, М. Ю. Лермонтов, И. А. Крылов, Л. Н. Толстой, Н. А. Некрасов т. ыт.) çырнисене куçарнă тěслěхсем, йышлă вулакан валли кăларнă ăслăлăх кěнекисем чăваш литературин чěлхине йěркелеме тата наци литературине аталантарма, ăна вырăс культурипе çывăхланма пулăшнă.

И. Я. Яковлев ертсе пынипе Библин иккěмěш пайне — Ҫěнě Сăмаха чăвашла кăларнă. Вăл 1912 ç. Псалтырь тата пророксен хăш-пěр кěнекисене, 1918 ç. Моисей кěнекисенчен тăваттăшне чăвашла пичетленě. Библин пěрремěш пайěн — Кивě Сăмахăн ытти кěнекисен куçарăвěсем ал çыру халлěн юлнă.

1958 ç. Чăваш патшалăх педагогика институтне Иван Яковлевич Яковлев ятне панă. Шупашкарта ăна асăнса палăк лартнă, асăну музейěсем уçнă, ун ячěпе проспект хисепленет.

Яковлев Иван Яковлевич // Ялав. – 1998. – № 2. – С. 129