Кӑларӑм ҫинчен

Яковлев Иван Яковлевич – педагог, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ, ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне тата пӗрремӗш чӑваш наци шкулне йӗркелекенӗ, чӑваш букварьне хатӗрлекенӗ, общество ӗҫченӗ, илемлӗ литертаура хайлавӗсен авторӗ, куҫаруҫӑ. Вӑл Атӑл тата Урал тӑрӑхӗнчи халӑхсен вӗрентӳ системине йӗркелес, наци кадрӗсене хатӗрлес тата обществӑн кӑмӑл-сипет пуянлӑхне аталантарас ӗҫре пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ.

«Чӑваш культурин патриархӗ» электронлӑ кӑларӑма Иван Яковлевич Яковлев (1848-1930) ҫуралнӑранпа 170 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Кӑларӑмри пайсем:

  • Биографи
  • Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ
  • Халал
  • Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ
  • Пĕр вăхăтрисем
  • Галерея
  • Библиографи

Кӑларӑмӑн «Биографи», «Пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ» пайсенче И.Я. Яковлевӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗн тӗп тапхӑрӗсене ҫутатса панӑ. «Ĕçĕсем» пайчӑкра И.Я. Яковлевпа унӑн ӗҫтешӗсем хатӗрленӗ кӑларӑмсене кӗртнӗ. Вӗсен шутӗнче чӑваш литература чӗлхине йӗркелесе яма май панӑ чӑваш букварӗсем тата И. Яковлев ача-пӑча валли ҫырнӑ калавсем уйрӑм вырӑн йышӑнса тӑраҫҫӗ. Кунта кӗнекесен ячӗсене, вӗсем ӑҫта, хӑҫан пичетленсе тухнине, вӗсен хуплашкисене курма тата тулли тексчӗсемпе паллашма пулать.

И.Я. Яковлев пултарулӑхӗнче «Чӑваш халӑхне панӑ халал» уйрӑммӑн палӑрса тӑрать. Вӑл чӑваш халӑхӗн этеплӗх кодексӗ. «Халал» пайра ӑна 5 чӗлхепе вырнаҫтарнӑ: чӑвашла, вырӑсла, акӑлчанла, французла, нимӗҫле. Халала вуланине «Аудио-видео галерейа» пайра итлесе пӑхма пулать.

И.Я. Яковлевӑн вӗрентӳ ӗҫне «Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗ» пайра ҫутатса панӑ. Атӑлпа Урал тӑрӑхӗнчи халӑхсене ҫутта кӑларас тӗллевпе, вӑл пуҫарса янипе тата хутшӑннипе, Раҫҫей ҫӗршывӗн кӗпӗрнийӗсенче 1200 ытла шкул уҫнӑ. Чĕмпĕр чăваш шкулĕ те вӗсен шутӗнче. Вӑл ҫӗнӗ вӗрентӳ системине аталантарас, наци кадрӗсене хатӗрлес ӗҫре пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ. 1917 ҫул тӗлне кунтан 1000 ытла учитель вӗренсе тухнӑ. Вӗсем Атӑлпа Урал тӑрӑхӗнче, Ҫӗпӗрпе Алтай, Вӑтам Азипе Казахстанра халӑха ҫутта кӑларас ӗҫре тӑрӑшнӑ. Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗн аталанӑвӗ тата унтан вӗренсе тухнӑ ҫынсем ҫинчен тӗплӗнрех ҫак пайра вырнаҫтарнӑ литературӑпа паллашса пӗлме пулать.

И.Я. Яковлев сӑнарӗ ӳнер ӑстисене нумай хайлав калӑплама хавхалантарнӑ. «Галерея» пайра патриарх пурнӑҫӗ тата пултарулӑхӗпе ҫыхӑннӑ фотодокументсем, аудио- тата видеоматериалсем вырӑн тупнӑ. Кунта Н. Овчинников, Н. Карачарсков, П. Сизов, Э. Юрьев тата ытти паллӑ художниксен ӗҫӗсене курма пулать.

Кӑларӑмра библиографи кӑтартмӑшне уйрӑм пайра вырнаҫтарнӑ. Кашни пайранах ун патне тухма май пур.

Хатӗрлекенсем электронлӑ кӑларӑм патриарх пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе кӑсӑкланакансемшӗн, учительсемпе литературӑна тӗпчекенсемшӗн, библиотекарьсемпе музейсенче ӗҫлекенсемшӗн, хаҫат журналсенче тӑрӑшакансемшӗн тата студентсемшӗн усӑллӑ пуласса шанаҫҫӗ. Вӑл чӑваш историйӗпе культурине вӗрентекенсене уроксем тата ытти тӗрлӗ мероприятисем ирттернӗ чух усӑ курма пулӑшӗ.

Чӑваш ен наци телерадиокомпанине аудиодокумент парса пулӑшнӑшӑн тав тӑватпӑр.

  • Хатӗрлекенсем: Р. В. Степанова, Г. П. Соловьева, В. Г. Григорьева, О. В. Величко, О.П.Аверьянова.
  • Редакторсем: Т. А. Николаева, П. А. Семенова, Т. Ю. Агеносова.
  • Дизайнӗ: Д.Х.Гайнутдинов.
  • Вёрсткӑлаканӗ: И. В. Фунтикова.
  • Электронла копи тӑвакансем: М. Н. Тимофеев, В. Н. Сорокин.
  • Сӗнӳсемпе хушнисене ҫак адреспа пӗлтерӗр:
  • 428020, Шупашкар хули, Ленин проспекчӗ, 15, «Чӑваш кӗнеки» центр.
  • Тел.: (8352)23-02-17 (хуш. 144).
  • E-mail: kray@publib.cbx.ru

каялла