БИОГРАФИ >>>

ÇЕМЬЕ >>>


И. Я. Яковлевăн пурнăçěпе ěçě-хěлěнчи тӗп пулӑмсем

13(25) ака,

1848 ç.

Чěмпěр кěпěрнин Пăва уесне кěрекен Кăнна Кушки ялěнче çуралнă (халě Тутар Республикинчи Теччě районě)
1856-1860 çç. Пăрăнтăкри удел училищинче вěреннě

5(17) авăн,

1860 ç.

Чěмпěр уесчěн училищине вěренме кěнě
раштав, 1860 ç. – çу, 1863 ç. Чěмпěрти арçынсен гимназийě çумěнчи çěр виçекенсемпе таксаторсен класěнче вěреннě

16(28) çу,

1864 ç.

Çěр виçекен тата таксатор (хак хуракан) пулса ěçлеме çирěплетнě
1(13) раштав, 1866 ç. Удел ведомствинче ěçлеме пăрахнă
28 пуш (10 ака) 1867 ç. «Чăвашсен уявě Учук» ятпа пěрремěш статйи пичетленсе тухнă (М. В. Арнольдовпа пěрле хатěрленě)

1(13) авăн,

1867 ç.

Чěмпěр гимназийěн V класне вěренме кěнě
28 юпа (9 чÿк), 1868 ç. Чěмпěр чăваш шкулне уçнă кун. Çак кун И. Я. Яковлев патне Чěмпěр хулине унăн пěрремěш вěренекенě А. В. Рекеев пырса çитнě

кěркунне,

1869 ç.

И. Н. Ульяновпа паллашнă, вěсен туслăхě, вěрентÿри тата общество пурнăçěнчи пěрлехи ěçě пуçланнă

25 çěртме

(7 утă), 1870 ç.

Гимнази пěтерни çинчен ылтăн медаль панă
12 (24) çурла, 1870 ç. Хусан университетне вěренме кěнě

кěркунне,

1871 ç.

В. А. Белилинпа пěрле чăваш алфавичěн пěрремěш вариантне хатěрлесе пěтернě
кăрлач, 1872 ç. И. Я. Яковлев хатěрленě Чăвашсен пěрремěш букварьне пичетлесе кăларнă (кайран 33 хут пичетленсе тухнă)
1873 ç. Чăваш шкулěсенче вěренмелли икě чěлхеллě пěрремěш вěренÿ кěнеки – «Букварь для чуваш с присоединением русской азбуки = Чăваш кěнеки» пичетленсе тухнă

17 (29) утă,

1875 ç.

Хусан университетне пěтерни çинчен свидетельство (ěнентерÿ хучě) илнě

28 çурла

(9 авăн), 1875 ç.

Хусан вěрентÿ округěнчи чăваш шкулěсен инспекторě пулма çирěплетнě
1877 ç. Чěмěрти чăваш шкулне Чěмпěрти тěп чăваш шкулě туса хунă (официаллă)
26 авăн (8 юпа), 1877 ç. Е. А. Бобровниковăпа çемье çавăрнă тата вěрентÿ ěçне пěрле тытăннă
1878 ç.

Чěмпěрти тěп чăваш шкулě çумěнче хěрарăмсен класне уçнă. Св. Станисла-

вăн виççěмěш степень орденěпе наградăланă

1882 ç. Хусан кěпěрнинчи ял учителěсен пěлěвне ÿстермелли пěрремěш вěрентÿ курсěсем йěркеленě
1883 ç. Св. Аннăн виççěмěш степень орденěпе наградăланă
1887 ç. Çутěç министерстви Чěмпěр уес училищин Совечěн членě пулма çирěплетнě
1890 ç. Чěмпěрти тěп чăваш шкулěнчен ултă çул вěренмелли Чěмпěрти чăваш учителěсен шкулě туса хунă
1891 ç. Чěмпěр кěпěрнинчи учительсен пěлěвне ÿстермелли вăхăтлăх вěрентÿ курсěсем йěркеленě. Св. Аннăн иккěмěш степень орденěпе наградăланă
1892 ç. «Первоначальный учебник русского языка для чуваш» кěнеке пичетленсе тухнă
1893 ç. Çутěç министерстви Теччě уес училищин Совечěн членě пулма çирěплетнě
1896 ç. Вилнě II Александр патшана асра тытса кěмěл медальпе наградăланă. Титулярный советник тата коллежский асессор ятне панă
1899 ç. Пăва уесěнчи Кăнна Кушки ялěнче хресченсене ěçлě пулăшу пама кружок йěркеленě
1901 ç. Чěмпěрти чăваш учителěсен шкулě çумěнче хěрарăмсем валли вěрентÿ курсěсем уçнă
çу, 1903 ç. Хусанти вěрентÿ округěнчи чăваш шкулěсен инспекторěн должноçне пăрахăçланă (И. Я. Яковлев 1875 çултанпа çак должноçра тăнă)
1904 ç.

Стат советник чинне панă. Св. Равноапостольнăй Владимир княçăн тăваттă-

мěш степень орденěпе наградăланă

çу, 1905 ç. Çутěç министерстви хěвелтухăç халăхěсене çутта кăларас тěлěшпе йěркеленě Ятарлă канашлу ěçне хутшăннă
1906 ç. Хěвеланăç Европа çěршывěсем тăрăх вěсен вěрентÿ системине тишкерес тěллевпе çул çÿревре пулнă
чÿк, 1908 ç. Чěмпěрти чăваш учителěсен шкулě 40 çул тултарнине уявланă
1909 ç. К. В. Ивановпа пěрле хатěрленě «Первая книга для чтения после букваря на чувашском языке» кěнекене пичетлесе кăларнă
çу, 1911 ç. Хěвеланăç Европа çěршывěсем тăрăх иккěмěш хут çул çÿревре пулнă
1911-1912 çç. Чěмпěрти чăваш учителěсен шкулě çумěнче ял хуçалăх ферми тата выçăпа аптракан ачасем валли столовăйсем уçнă
1913 ç. «Чěмпěрти чăваш учителěсен шкулěнчи ял хуçалăх фермин 1912 çулхи лару-тăрăвě çинчен отчет» пичетлесе кăларнă (кайран Хусан верентÿ округěн управленийě пăрахăçланă)
юпа, 1917 ç. Чěмпěрти чăваш учителěсен шкулěнчен Чěмпěрти учительсен семинарийě туса хунă (ячěшěн)
20 ака, 1918 ç. В. И. Ленин Чěмпěр кěпěрнин ěç çыннисен депутачěсен Канашěн председателě патне И. Я. Яковлев хутне кěрсе (чăваш халăхне çутта кăларас ěçрен ан кăларччăр тесе) телеграмма янă. Чěмпěрти учительсем хатěрлекен хěрарăмсен тата арçынсен семинарийěсен вěрентÿ канашěн председательне суйламалли условисем çинчен телеграфпа пěлтерме хушнă
чÿк-раштав, 1918 ç. РСФСР Конституцине И. С. Степановпа чăвашла куçарнă
15 авăн, 1919 ç. Тивěçлě канăва тухнă
12 чÿк, 1919 ç. И. Я. Яковлев В. И. Ленин патне пысăк çыру янă
12 пуш, 1920 ç.

В. И. Ленин РСФСР халăх комиссарěсен Совечěн 1920 çулхи пуш уйăхěн 11-мěшěнче иртнě 435-мěш ларăвěн 1-мěш пунктлă протоколě çине алă пуснă

(И. Я. Яковлева пенси памалла туни çинчен)

23 чÿк ,1920 ç. И. Я. Яковлев Чăваш автономи облаçěн Совечěн съезд президиумне съезда хутшăнакансене саламлă телеграммăшăн тав туса çыру янă тата совет автономи условийěсенче чăваш халăхěн культури тата вěрентÿ ěçě ăнăçлă аталанассине шанни çинчен пěлтернě
4 ҫурла, 1921 ç.

И. Я. Яковлев Чӗмпӗр хулинче (халӗ Ульяновск) "Чӑваш халӑхне панӑ халал" ҫырнӑ

юпа, 1922 ç. Петроград хули çывăхěнчи Елизаветино станцине Н. И. Яковлев ывăлě патне пурăнма куçнă
çу, 1923 ç. Мускав хулине А. И. Яковлев ывăлě тата Л. И. Некрасова хěрě патне пурăнма куçнă
юпа, 1928 ç. И. Я. Яковлев çуралнăранпа 80 çул тата Чěмпěр чăваш шкулне туса хунă- ранпа 60 çул çитнине паллă тунă
23 юпа, 1930 ç. И. Я. Яковлев Мускав хулинче вилнě, ăна Ваганьково масарě çине пытарнă