Литературный портрет

А. Артемьев


Тăвăл умĕн

Роман (Кĕскетнĕ сыпăксем)

Тĕнче вăрçи тухнă çул Чĕмпĕрти чăваш шкулĕшĕн питĕ йывăр пулчĕ. Хĕл каçа унта тĕрлĕ инспекторсем, Яковлев тăшманĕсен элекне итлесе, темиçе тĕрĕслев, ревизи туса ирттерчĕç, хăшпĕр чухне вĕсем шкула ахаль çынсем е вĕренекенсен ашшĕсем пек пулса та пырса куркаларĕç, классенче, мастерскойсенче, ачасем пурăнакан пÿлĕмсенче вăрттăн ухтарусем турĕç. Çапах хăйсем курайман директора тÿррĕнех айăплама нимĕнле сăлтав та тупаймарĕç. Яковлев хăй влаçсем умĕнче шанчăкран тухнине, ăна жандармсем вăрттăн йĕрленине тахçанах сисетчĕ ĕнтĕ, анчах çав ирсĕр ĕçе тăшмансем питĕ асăрханса, чеен туса пыратчĕç. Халĕ вара уççăнах сĕмсĕрлене пуçларĕç. Юлашкинчен, вырăнти инспекторсен «тимлĕхĕпе» çырлахмасăр, Çутĕç министрĕ Кассо хăй Петербургран килет, терĕç.

Министр Чĕмпĕре ака уйăхĕн пуçламăшĕнче килсе çитесси çинчен Яковлева губернатор хăй пĕлтерчĕ, пысăк хăнана кĕтсе илмешкĕн хатĕрленме хушрĕ. Шкул çăвăр уйăракан хурт вĕлли пек хĕвĕшме тытăнчĕ. Яковлев, хăй пăхса тăрса, классене, пурăнмалли çуртсене, хуралтăсене тирпей кÿртерчĕ, аслă картишне, аллейăсене пĕр çÿпĕ юлмиччен тасаттарчĕ, йывăç тротуарсене пÿрт урайĕ пек шураличчен çутарчĕ.

Министр ыран шкула килет тесен, Яковлев çĕрĕпех отчет вуласа ларчĕ, ăна тĕплĕ тĕрĕслерĕ те ир еннелле тин çывăрма выртрĕ. Ирхине ăна Екатерина Алексеевна вăратрĕ.

— Иван Яковлевич, паян нумай çывăрма юрамасть сирĕн. Кассо вунпĕр сехетре килетĕп, тенĕ.

Яковлев хăвăрт тăрса çăвăнчĕ, тумланчĕ, чей ĕçрĕ те прислугăна чаплă хăна валли апат-çимĕç хатĕрлесе лартма хушрĕ. Хăй шкул хуçалăхне тĕрĕслеме тухрĕ.

Йăлтах йĕркеллĕ пек туйăнать, çапах чун пăшăрханать: хальхинче ревизор камне пĕлес пулать! Хаяр министр пĕчĕк кăлтăкшăн та çисех ярĕ, унăн пĕр сивĕ сăмахĕ те Тĕп чăваш шкулне ĕмĕрлĕхех пĕтерсе хума пултарĕ.

Яковлев, хăйĕн хуçалăхне темĕнле тиркевлĕ куçпа сăнасан та, нимĕн чăркăшмалли, ятламалли тупаймарĕ, вара ăшĕнче кăмăллăн кулса илчĕ.

«Хаяр, ах, пит хаяр высокопревосходительство Кассо! Победоносцевран та усалтарах-и тен? Ячĕ кăна мĕнлерех: Лев Аристидович! Пĕтĕм империри Çутĕç министерстви чиновникĕсем ун умĕнче чĕтресе кăна тăраççĕ. Пĕр тарăхсан, Кассо такама та чĕрне айне хума пултарать. Çапах... çапах, Лев ятлă пулсан та, арăсланах мар-и, тен? Пĕрре ун хăрушлăхĕнчен чиперех хăтăлса юлсаттăм, халь те турă çăлса хăвармĕ-и-ха мана? Мĕнле çын вăл Кассо? Хăш халăхран килсе тухнăскер? Хушамачĕ — французла, ячĕ — вырăслах пек, тен, вырăслатнă пуль, ашшĕ ячĕ — грекла. Нумай, ах, нумай-çке пирĕн Раççейре ютран килсе хуçаланакан пуçлăхсем! Сахал курнă-и эп вĕсене мĕн çамрăкран? Сахал тÿснĕ-и вĕсенчен? Станбек граф, Велио барон... халĕ, ак, Кассо... Мĕнле ăнланччăр вĕсем, пач ютсем, çутталла туртăнакан чăваш чунне, эдак-и-так?!»

Тĕп хапха патĕнче такам шавланине илтсен, Яковлев унталла талхăрса пычĕ.

— Мĕн кунта, мĕн кунта сирĕн, разбойниксем! Кĕçех губернаторпа министр килсе çитмелле — вĕсем пур, илĕм-тилĕмпех, тĕнче пĕтсе килнĕ пек çĕмрĕлеççĕ!.. Кам унта, Петĕр?

— Хусан кĕпĕрнинчен килнĕ хресченсем, Иван Яккăльч. Кĕртме ыйтаççĕ: «Пире Иван Яккăльч хăй кĕме хушрĕ», теççĕ, — шиклĕн пĕлтерчĕ хуралçă.

Яковлев кĕтмен хăнасем патне, урама, тухрĕ. Лешсем, ăна курса, чакса тăчĕç, çĕлĕкĕсене хыврĕç.

Шурă сăхман тăхăннă лутра старик хăй çумне пĕр мăшăр çĕнĕ çăпата çакнă, аллисене сулкаласа калаçать. Унпа юнашар тăсланкă старик чĕнмесĕр тăрать.

— Виç талăк килтĕмĕр, Йăван Яккăльч! Пĕрер мăшăр çăпата çĕтрĕмĕр. Каллех çав ана-çаран пиркипе килмелле полчĕ. Ял поян-коштанĕсем порăнма памаç, хоптĕрлеç, чи селĕм çĕрсене тортса илчĕç пиртен. Йăван Яккăльчсăр çта каяс перн йышши çок çыннăн, контах тепре килсе попляс терĕмĕр вара Куçма кумпа, — шавларĕ лутра старик.

— А-а, тахçанхи пĕлĕшсемех иккен! — вĕсене палласа илчĕ Яковлев. — Ну, атьăр, эппин, килтĕр пулсан, тĕпĕ-йĕрĕпе каласа парăр. Ман кăштах вăхăт пур-ха, анчах нумай ан тытăр мана. Паян, халех, губернаторпа министр килмелле кунта... Атьăр, атьăр, —тесе, Яковлев хресченсене хăй хваттерне ертсе кайрĕ.

Инçетрен килнĕ хăнасене вăл, яланхи йăлипе, столовăйне илсе кĕртсе, министр валли хатĕрленĕ сĕтел хушшинех лартрĕ, вĕсене чей ĕçтернĕ хушăра чаплă апат-çимĕçпе хăналарĕ. Хресченсем ăна хăйсен тавлашуллă ĕçĕ çинчен каласа пачĕç. Хутора уйрăлса тухнă пуянсем вĕсен чи лайăх ана-çаранне касса илнĕ-мĕн...

— Акă мĕн, — терĕ Яковлев, вĕсене итлесе пĕтерсен. — Эпĕ патша кăларнă саккунсене хирĕç пымастăп. Çук ман ун пек ирĕк. Çапах та сире пулăшма хатĕр, сирĕн çĕрĕрсене Курмил саккунсăр туртса илнĕ. Акă, сире çыру çырса парам, эсир унпа халех земство управине кайăр. Начальникĕ унта эп пĕлнĕ çын, вăл сирĕн ĕçе хăвăр майлă татса пама пулăшĕ... Анчах хăвăр, хăвăр та йĕркеллĕ пулма тăрăшăр унта, ан шавлăр. Ытла шухă эсир, Выл тăрăхĕнчи çынсем, ытла чăрсăр... пулса куркаланă эп вăл енче, куркаланă... Пĕлтĕр мĕншĕн пăлхантăр? Мĕн пачĕ сире вăл пăлхав? — сасартăк хыттăн ыйтрĕ Яковлев, хăмăр куçĕсене ялкăштарса.

— Эпĕр... перн ял хотшăнман онта, — терĕ Куçма, Яковлева куçран пăхма хăяймасăр.

Халь çеç шавлă калаçакан лутри нимĕн те шарламарĕ, çĕрелле пăхрĕ.

— Хутшăнманнине ан асăнăр, эдак-и-так! Пĕлетĕп эп сире, разбойниксене! Вăл енчи ялсенче пулкаласа курнă эп. Ытла шухă халăх... Сарри-паттăр, Некей, Палатей таврашĕ... Анчах мĕн тупрăр пăлханса? Кама хирĕç пăлхантăр? Патша тытăмне хирĕç-и? Хĕçпăшаллă стражниксене хирĕç çара алăпа тухрăр-и? Хурçă сунтала йывăç мăлатукпа çапла аркатас терĕр-и? Ухмахсем! Тĕрĕс ятланă сире Стрижевский губернатор! Ак, ак, Сĕве юхса выртать, — терĕ те Яковлев, ыратма пуçланă урипе уксахласа, чÿрече умне пырса, аллипе тăсса кăтартрĕ. — Куратăр-и, Сĕве юхса выртать? Атăла хирĕç тăватçĕр çухрăм юхать вăл. Хăй Атăлпа юнашарах темелле, çапах тăватçĕр çухрăм ăна хирĕç юхать. Тем чухлĕ хирĕç юхсан та, пурпĕрех Атăла пырса кĕрет вăл, унпа хутшăнса каять. Эсир те çавах: хуть те мĕнле хирĕç тăрăр та — пурпĕрех саккунтан пăрăнса каяймастăр. Сире хирĕç патша çарĕ, полицийĕ, сучĕ, тĕрми тăрать. Пирĕн халь çак йывăр вăхăтра, саккуна хирĕç тăрса мар, ун майлă пырса, хамăр халăха усăллă ĕç тума тăрăшмалла. Тÿре-шара улталать-и? Чееленет-и? Эсĕ те ухмах ан пул, çăварăнти татăкна кăларса ан пар! Çын пул, чăваш ятне ан çĕрт! Эпĕ, акă, çавăншăн ĕмĕрĕм тăршшĕпех çĕрĕн-кунĕн çапăçатăп...

Стена çумĕнчи çаврака пысăк сехет вуннă çапрĕ. Иван Яковлевич диван çине пырса ларчĕ. Пăлханнипе, сахал çывăрнипе унăн пуçĕ ыратма пуçларĕ.

— Ан ятлăр мана, вăхăтăм çук... Халь земствăна кайăр ĕнтĕ. Ăспа çÿрĕр... Хресченсем, ăна шавлăн тав туса, пÿлĕмрен тухрĕç.

Çĕр çывăрмасăр ĕçлесе, пăшăрханса ывăннă Яковлев диван хыçĕ çине шурă пуçне тайрĕ те тĕлĕрсе кайрĕ.

* * *

Шкул ачисемпе учительсем паçăрах картишĕнче йĕркеленсе тăнă, министрпа губернатор килсе кĕрессе кĕтеççĕ. Яковлев çаплах хăйĕн хваттерĕнчен тухмасть-ха. Мĕн пулнă ăна?

— Константин Васильевич, тархасшăн, Иван Яковлевича кайса систерĕр-ха, министр кунта килме тухнă, тесе пĕлтерĕр, — хушрĕ Орлов.

— Халех, Виктор Никифорыч! — терĕ те Иванов директор хваттернелле васкарĕ.

Алкумĕнче икĕ хресчен калаçса тăраççĕ. Лутри самаях хытă шавлать, хĕрĕнкĕ пулас.

— Вăт, Куçма кум, улпут те эс çавна! Хăйпе йонашар, пĕр сĕтел хошиня лартса калаçрĕ вĕт! Чăвашла шу йохтарнă пек калаçать. Ман охмах коçа-поçа оççĕрь. Тĕпĕ-йĕррипе каласа ăнлантарч. Каларь, тейĕн, Куçма кум, çав ана-çарана Курмилсене памастпăрах!.. перн, охмахсен, Йăван Яккăльчсăр çта кайса кĕрес?.. Вăт çын - тăк çын! Улпут те эс çана. Патша эрекине ĕçтерч вĕт пире, тăрпалтайсене! Кай, патша та ĕçсе корман поль кон пек эрекене, йăлт ĕсĕртсе яч... А пăлханасси пирки... эпĕр хамăрăнне хамăр пĕлетпĕр ăна... Этмен вăрçишĕн ятлать... Беляевпа калаçса пăхар-ха тата — вăл мĕн калĕ. Вăл та пăлхавшăн ятлĕ-и?

— Тăхта, Трахвин, çын килет, — чарчĕ лутрине çÿлли.

Иванова курсан, хресченсем, шăпланса, çĕлĕкĕсене хыврĕç.

Кĕçтук апатланмалли пÿлĕм алăкне шаккарĕ те ерипен уçрĕ. Унпа пĕрлех Екатерина Алексеевна та пырса кĕчĕ.

— Иван Яковлевич!.. Кассо килсе çитрĕ вĕт!.. Ай, турăçăм! Сановниксем валли хатĕрленĕ ĕçме-çимене мужиксене çитернĕ! — терĕ вăл, ик аллине шарт! çапса.

Мундирне хывмасăр, шпагине вĕçерсе хумасăр тĕлĕрсе ларакан директор ялтах сиксе тăчĕ.

— Ăçта? Мĕн? Пушар-и? А-а, килсе çитрĕç-и? Эп халех, халех!.. Константин! Эс чуп, пĕлтер: халех тухать те. Екатерина Алексеевна, айăплă, виноват, каçарăр. Ку ĕçме-çимепе хресченсене хăналарăм... çĕнĕрен хатĕрлĕр, тархасшăн, намăс ан кăтартăр пысăк пуçлăхсем умĕнче!.. Эп чупрăм... чупрăм... — тесе, Яковлев алăк патнелле лĕпĕстетрĕ, хыпаланса çипуçне тÿрлеткелерĕ, çапкаланса пыракан шпагине хăй çумне хĕстерчĕ...

Шкул картишне виçĕ лаша кÿлнĕ чаплă карета килсе кĕчĕ те çĕнĕ корпус умĕнче чарăнчĕ. Каретăран малтан Хусан вĕренÿ округĕн попечителĕ йăрă Кульчицкий сиксе тухрĕ. Вăл алăкран пĕчĕк пусма кăларса çакрĕ. Ун хыççăн Чĕмпĕр губернаторĕпе Кассо мăнаçлăн тухрĕç.

Яковлев, шпагине йĕннинчен кăларса, пуçлăхсем умне пырса тăчĕ, рапорт пачĕ. Ăна Кассопа губернатор, унтан попечитель алă тытса саламларĕç те учительсемпе вĕренекенсен «линейки» патнелле утрĕç. Шкул оркестрĕ патшалăх гимнне янраттарса ячĕ.

Министр малтан учительсене саламларĕ, унтан ачасен стройĕ умĕпе мăнаçлăн пăхса иртрĕ.

Иванов унăн сăмала пек ялтăракан хура куç шăрçисене çывăхран курчĕ те, чунĕ сÿ-ÿ! турĕ, анчах куçне тартмарĕ, хаяр пуçлăх çине хăюллăнах пăхрĕ. «Ак çак хăрушă çын ĕнтĕ Чăваш шкулĕнче чăвашла вĕрентме чараканни!» — тарăхса шухăшларĕ вăл.

Министр ун çине хаяррăн пăхса илчĕ те малалла иртсе кайрĕ... Шкул тĕрĕслевĕ чиперех пулчĕ. Кассо Яковлева лайăх ĕçленĕшĕн тав турĕ.

* * *

Вĕренÿ çулĕ пĕтсен, Иванов тăван ялне кăмăс ĕçме таврăнасшăнччĕ, анчах Чĕмпĕртех юлмалла пулчĕ. Пĕррехинче директор ăна хăй патне чĕнтерчĕ. Иванов ун пÿлĕмне яланхи пекех, алăка хуллен шаккаса, сăпайлăн кĕчĕ.

— А-а, Константин! Кил, ирт малалла, лар, — терĕ Яковлев, кĕнеке çинчен пуçне çĕклемесĕр, сарă халат аркисене хупласа. — Тархасшăн, пĕр минут тăхта, халех вуласа пĕтеретĕп...

Иванов çыру сĕтелĕ умне ларчĕ те кĕнеке çине пăхса илчĕ: страницăран Болконский, Наташа ячĕсем курăнчĕç. «Война и мир» вулать иккен старик. Акă вăл сыпăк вĕçне вуласа çитрĕ те чылайччен чĕнмесĕр ларчĕ, сасартăк шывланнă куçĕсене тутăрпа шăлса типĕтрĕ, вара, юман креслона кĕмсĕртеттерсе, хăвăрт тăчĕ те пÿлĕм тăрăх уткалама тытăнчĕ.

— Вăт ку чăн-чăн Лев, Арслан. Çырнă та çырнă, эдак-и-так! Çĕрĕпе вуларăм, алран пăрахма çук вĕт... Халь кăна князь Андрей мĕнле вилнине тепĕр хут вуласа тухрăм… Хам вилнĕ пекех туйăнчĕ… Çапла, вăхăт çитсен, пурте вилетпĕр, унчен кăна... Вăт çырнă. Хăй вилсе курнă пекех вĕт! Вуланă-и эсĕ?

— Вуланă — питĕ хăватлă çырнă! — килĕшрĕ унпа поэт.

— Унччен кăна тертленетпĕр, тем ик ĕмĕр пурăнас пек, — терĕ Яковлев, малтанхи шухăш йĕрне çухатмасăр. — Пĕр-пĕрне чăрмантаратпăр, çул памастпăр, кÿрентеретпĕр, элеклетпĕр, кураймастпăр, усал ĕç тăватпăр... Мĕн çитмест этеме? Мĕншĕн вăл, мĕскĕн чун, хăй ырă ĕç тăваймасть пулсан, теприне ырă ĕç тума чăрмантарать?! Е вăл çынна сиен кÿнине те ырă ĕç тесе шутлать-и? Е унăн телейĕ çынсене усал тунинчен килет-и? Мĕн тума кирлĕ ун пек телей, вăл ытти çынсене те телейлĕ тăваймасть пулсан? Эпĕ пĕр хамшăн çеç пурăнатăп пулсан, мĕн тума, кама кирлĕ ун пек пурнăç? Ăçта ун тĕллевĕ, тупсăмĕ? «Мĕн чухлĕ ытларах çынна телей кÿретĕн, ху та çавăн чухлĕ ытларах телейлĕ пулăн», тет Толстой... Ах, Константин, мĕн чухлĕ тĕрĕсмарлăх, йĕркесĕрлĕх, киревсĕрлĕх тĕрлĕ тÿре-шараран килет. Вĕсем пĕр-пĕр уйрăм çынна çеç мар, пĕтĕм халăха пусмăрласа пурăнма хапсăнаççĕ. Халăхсăр пурăнма май пулсан, хăйсем кăна пурăнĕччĕç вĕсем... пуринчен ытла пирĕн пек вак халăха йывăр килет çавăн йышшисенчен...

Яковлев, хăй сисмесĕрех, урăх сăмах çине куçрĕ, хăйне канăç паман япала çинчен калаçа пуçларĕ.

— Кульчицкие тарăхатăп-ха эпĕ, Хусан округ попечительне. Кассо умĕнче вăл мана нимех те калаймарĕ, хăравçă анчăк пек, хÿрине хĕстерчĕ. Анчах министр тухса кайсан, вăл тепĕр хут кунта килсе кайрĕ. Пĕлетĕн-и, мĕн каларĕ вăл мана? «Манран килес пулсан, эп сана Чĕмпĕртен çирĕм тăватă сехетре кăларса ярăттăм», — терĕ. «Ку йăлтах сирĕн ирĕкĕртен килет вĕт, ваше превосходительство?» — терĕм ăна. «Çук çав, Петербург хÿтĕлет сана», — терĕ вăл тарăхса... Мана хама çеç мар, пĕтĕм вак халăхсене çутта кăларас ĕçе кураймасть вăл. Юлашки вăхăтра Кульчицкий пушшех çĕкленсе кайрĕ, никама ним вырăнне хуми пулчĕ. Хăй мухтаннă тăрăх, Кассо ун ĕçне ырласа калаçнă пулать. Халь вăл эп ыйтнине нимĕн те тумасть, шкула хуптарассипе хăратать... Каллех Петербурга çитмелле пулать ман, каллех вăйлă министрсем умĕнче пуççапмалла пулать. Ах, йывăр-çке, намăс-çке, Константин, çынна çын пуççапни!.. Йăлт хăшкăлса çитрĕм эпĕ... Çапах алла усса, турă парасса кĕтсе ларма юрамасть — ĕçлемелле, кĕрешмелле. çапăçмалла! Çĕнтермелле! Унсăр çăлăнăç çук пире. Юханшыва хирĕç ишме пăрахсан, шыв сана каялла юхтарса каять е вăйлă хум çапса путарма пултарать. Эпир кĕрешĕпĕр-ха, эдак-и-так!

Яковлев кăштах лăпланнă пек пулчĕ, кресли çине йывăррăн ларчĕ те кăмăллăн кулса каларĕ:

— Вĕренÿ çулне лайăх вĕçлерĕмĕр. Тавтапуç, педколлектив хытă тимлерĕ. Вĕрентекенсене те, вĕренекенсене те тиркессĕм çук. Кун пек тимлесен, эпир нумай ĕç тума пултарăпăр-ха! Самана лăпкă тăринччĕ кăна, — терĕ те ватă педагог хаш! сывларĕ. — Самана лăпках тăрассăн туйăнмасть, Константин... Европăри державăсем лăпкă мар... Темĕн йÿçсе хăпарать унта... Ну, политика — пирĕн ĕç мар, ан тив, дипломатсем тавлашчăр, — хушса хучĕ старик, чеен кулкаласа. — Пирĕн ĕç мар... Ĕнер эпĕ духовнăй училище директорне Остроумова тĕл пултăм. Мухтать вăл сана: лайăх преподаватель, тет. Маттур, Константин, хам та мухтатăп. Эс ĕçлеме пуçланăранпа хамăр хĕрачасен класĕсенче те ĕçсем самайланчĕç... Анчах эп сана мухтама тесех чĕнменччĕ... Пысăк калаçу пур.

Яковлев, шурă мăн сухалне шăлкаласа, тем шухăшларĕ.

— Хăшкăлса çитрĕм эпĕ. Пуç ыратакан пулчĕ манăн, тахçанхи чирĕм тепĕр хут тапранчĕ. Çĕнĕ корпуса тунă чух эпĕ ун тăррине хăпарсаттăм, çавăн чух пусма çинчен ÿкрĕм. Çавă та ăша ларса юлчĕ пулмалла... Канма каяс тетĕп эпĕ. Çемйипех Эстоние, тинĕс хĕррине, каяс тетĕп. Шкула шанчăклă алла парса хăвармалла. Кама? Виктор Никифорычпа сана хушас терĕм çак ĕçе... Ĕçĕ, ачам, сахал мар: шкул çурчĕсене çĕнĕ вĕренÿ çулĕ тĕлне хатĕрлемелле, юсаттармалла, стенисене шуратмалла, урайĕсене, партăсене сăрламалла, ялхуçалăх ферминчи ĕçсене йĕркелесе пымалла, çĕнĕрен тухакан кĕнекесен корректурине вуламалла... Каникул вăхăтĕнче шкултах юлнăшăн сана тÿлĕпĕр, апат-çимĕç те шкул шутĕнченех пулĕ... Эсир иксĕрте шкул хуçалăхне лайăх пĕлетĕр. Çынсем те сире хисеплеççĕ... Мĕнле шутлатăн?

— Яла таврăнасшăнччĕ эпĕ... кăмăс ĕçме, — терĕ Иванов.

— Ялĕ тармĕччĕ-ха вăл... Кăмăс? Сывлăху мĕнле халь санăн?

— Хасăр аптрамастăп эпĕ, Иван Яковлевич.

— Апла, кăмăсне каярахпа, эп таврăнсан, кайса ĕçĕн. Эп унта, шкултан аякра, пĕр уйăхран ытла чăтса пурăнаяс çук. Мĕнле шутлатăн?

— Юрĕ, эппин. Орловпа пĕрле юлмалла пулсан — килĕшетĕп.

— Тавтапуç! — терĕ Яковлев хаваслăн. — Ну, атя халь чей ĕçме. Екатерина Алексеевна кĕтсе ывăнчĕ пуль...

Артемьев, А. Тăвăл умĕн : [роман : кĕскетнĕ сыпăксем] / Александр Артемьев // Ялав. – 1998. - № 2. – С. 55-59.

назад