| 
														 | 
														 | 
														 
											
														  Литературный портрет 
А. Воробьев 													
 Улăп 
(И. Я. Яковлева асăнса)
 1. Ахăрсамана
 Ахрат тĕпне, сĕм вăрмана
 Чăваш пытаннă хĕн-хуртан.
 Çапах та ахăрсамана
 Ăна асапсăр хăварман.
  Ăна хăратнă киремет.
 Çулран çĕтернĕ арçури.
 Чăваш, эс пулнă, шеремет,
 Чиркÿпеле патша чури.
  Хаярлăх тулнă кăкăрна, 
 Ирĕкленмен çапах тĕнче. 
 Куççуль шăрçиллĕ юрруна 
 Упранă эс хуп хушшинче.
  Шух ĕмĕтсем çутта чĕнни
 Çитереймен телей тĕлне.
 Тÿре-шаран хура ĕни 
 Кавленĕ сан кĕнекÿне.
  Çапах эс шанчăк çухатман. 
 Чăваш, эс пурăннă кĕтсе
 Хăвна çутта кăларакан 
 Хастар çын улăп килессе.
  2. Кăвак хуппи
 Ламран лама хыпар çÿрет. 
 Чăваш ачи, пĕл, хĕпĕрте! 
 Хут вĕренме илеççĕ, тет. 
 Шкул уçнă имĕш Чĕмпĕрте.
  Кĕтсеччĕ улăп килессе. 
 Çав улăп - Яковлев иккен. 
 Тĕттĕмлĕхе ăспа сирсе 
 Çутта тухмашкăн чĕнекен.
  Чăваш вăл, курнă вăл хĕн-хур, 
 Тăван çырулăх юрăçи. 
 Ун ятлă-сумлă тусĕ пур - 
 Илья Ульянов, ырă çын.
  Инспектора пĕлет пур ял. 
 Телей ăна çул çÿресси. 
 Миçе çĕрте çиçет йăл-ял 
 Вăл уçнă шкулăн чÿречи?
  Пит йывăр, Яковлев, сана. 
 Пăватъ-çке самана алли. 
 Çапах илем кÿрет сăнна 
 Хĕрÿллĕ ĕненÿ палли.
  Мал ĕмĕтпе, çĕн кун ятне 
 Хĕрет çĕршер ача чĕри. 
 Йĕрлерĕ Чĕмпĕр урамне 
 Çич пушăт çăпата йĕрри!
  3. Çутта тухни
 Хăватлăн, юррăмăр, кĕрле! 
 Манми вунçиччĕмĕш çулта 
 Ытти пур халăхпа пĕрле 
 Эпир те тухрăмăр çутта.
  Октябрь панă ырлăхпа 
 Телей куратпăр кунсерен. 
 Букварь пилленĕ улăпа 
 Мухтатпăр ĕмĕр чĕререн.
  Хакланă Ленин та ăна, 
 Ăна вăл пулăшнă ялан. 
 Чăваш куçне уçакана 
 Пĕлсе вăл тăнă ачаран.
  Пиртен вăл кĕтнĕ ыррине, 
 Çĕр пин сăмахлă халăхран. 
 Чăваш та хăйĕн хăватне 
 Çĕклерĕ çăлтăрсем таран!
  Тĕп хуларан яла çити 
 Яковлева кашни пĕлет. 
 Тахçан вăл уçнă шкул çути
 Халь аслă шкул пулса çиçет.
  Эс акнă ырă вăрлăхран
 Çĕкленчĕ, кур, парка хунав 
 Хăвна юратнă халăхран 
 Мухтав сана, чунтан мухтав!
 
Воробьев, А. Улăп : [сăвă] // Воробьев А. Хĕвел çаврăнăш / Алексей Воробьев. – Шупашкар, 1969. – С. 87-89. 
назад 
														  
														
													 |  |  |