Литературный портрет

Г. Ромб


И. Я. Яковлева асăнса

Сĕве хĕрри. Ларать мухтавлă Чĕмпĕр.
Ентешĕсемшĕн шкул уçма кунта
Çуралнă Яковлевăн тĕплĕ ĕмĕт,
Керменлĕ çурт илсе пĕр купцаран.

Шăп аллă çул чĕри çунса вутланнă,
Çут ĕçпеле хыпса чăваш енче.
Тĕп шкул халь те хула пекех мăнаçлă,
Хуралтисем ĕлккен килентереç.

Çĕр çухрăмран килсе, чăтса вĕреннĕ,
Нушаланса, яш-кĕрĕм ăслăха.
Пуçарăва йышра пурте ĕненнĕ,
Пĕлÿлĕхе чунтан сарса тăма.

Пахалăхне тимпе çÿле çĕкленĕ,
Çырулăхла букварь туса парсан.
Çыравçăсен ăсталăхне ÿстернĕ,
Пĕрремĕш хут халап çырма шанса.

Чăваш шкулне пĕтернисем саланнă
Хут вĕрентме шкул лартнă ялсене.
Учителе кĕтсе нумай аптранă
Кăнна Кушки, Çĕрпÿ, Пăва, Çĕпрел.

Хăй сăмахне каланă тÿррĕн тĕрĕс:
Тăшман пулать ултав, эрех, ясар.
Çын пултăр урă, ырă, лăпкă, ĕçлĕ.
Ачасене ĕçре пăхса усрар.

Ромб, Г. И. Я. Яковлева асăнса : [сăвă] // Ромб, Г. Чун уççи / Георгий Ромб. – Шупашкар, 1998. – С. 5.

назад