Литературный портрет

А. Юман


Чĕмпĕр чулĕ калаçать

«Чулсем калаçас пулсассăн...» - тесе çыраççĕ писательсем час-часах.

В. И. Ленин çуралса ÿснĕ Ульяновск хулинче вара чулсем çеç мар, кашни ватă йăмра, кашни кивĕ çурт, çулпуçăмăр пурăннă çĕрти кашни япала чĕлхеллĕ. Вĕсем хулана килекен пур хăнана та Ильич ачалăхĕ çинчен тĕплĕн каласа кăтартаççĕ, мĕншĕн тесен ăна хăйне лайăх астăваççĕ. Çавăнпа хаклă та вĕсем пире. Ахальтен мар ку тĕлĕнмелле тăрăха тĕнчери тĕрлĕ чĕлхеллĕ, тĕрлĕ ÿтлĕ çынсем туртăнаççĕ - ваттисем те, пĕчĕккисем те, вăйпиттисем те, яшшисем те.

Эпир, Ильич ентешĕсем, хамăр çак тăрăхра çуралса ÿснĕшĕн чĕререн савăнатпăр. Аякран е çывăхран килекен хăнасене тараватлăн кĕтсе илетпĕр. Вĕсене Ильич ячĕпе çыхăннă вырăнсемпе хапăлласах паллаштаратпăр.

Тен, сиртен хăшпĕрисем Ульяновск хулине пырса ĕлкĕреймен пулĕ. Ĕмĕтленнĕ ĕмĕт пурнăçланасса шанас килет. Ун чухне хула çыннисем сире те, хаклă хăнасене кĕтсе илнĕ пек, ытамласах кĕтсе илĕç.

I

Ыйтрăм эп пĕррехинче
Паттăр ÿснĕ йăмраран,
Ленин çурчĕ умĕнче
Ларакан çак улăпран.

«Ватă эс, пĕр шутласан,
Хăнк! та çук, çаплах хунан,
Çулран-çул турат хушса
Ешĕл çулçă кăларан.

Кам сана лартса, çĕре
Кам шăварчĕ кунсерен?
Каласамччĕ йĕркипе,
Мĕнле çынччĕ чунĕпе?..»

Ас илме яш вăхăта
Хапăл турĕ ват йăмра:
«Епле пултăр-ха тата,—
Пĕвĕ халь те умăмра!

Ирхине тăратчĕ ир.
Пур çĕре ĕлкĕрнинчен
Тĕлĕнеттĕмĕр эпир
Çĕн директор ачинчен.

Урамри шăв-шав йăнсан,
Кÿршĕри тирек, çăка
Тав тăватчĕç тайăлса
Çакă йăрă çамрăка.

Пĕчĕкскер те харсăрскер,
Вăл хавасчĕ шăварма:
Ӳсесси мана мĕскер -
Шыв çеç пар тымарăма!

Эп ун чух лутра, çинçе
Пулнă, çамрăк çеç хунав.
Çулçăсем турат çинче -
Çерçи ларнă пек кăна.

Кунсерен ача-пăча
Хĕвĕшетчĕ ман тавра.
Илья Николайăча
Кăсăк мар-и-ха, ара!

Вăл пăхса кулса тăрать,
Вĕрентет ачисене.
Кăмăлĕ тулсан вара
Хăй ĕçне кĕç пикенет.

Пурччĕ пирĕн пĕр тăшман,
Мăн сухаллăскер, ăнман.
Пит ăстаччĕ-çке кумма, -
Вăл кĕмен пахча юлман.

Ăнсăртран пырать хайхи -
Кăшласа тухать тинки;
Хăрушши, пуçтахраххи
Çукчĕ урăх ун пекки.

Ячĕ унăн - качака.
Ну, пулать те вăр-хурах...
Хăй пĕртен-пĕр патака
Вырăна иккен хурать.

Тапăнатчĕ çав ăнман,
Ыррине ан кĕт пачах, -
Миçе хут мана çăлман
Кăтра çÿçлĕ сар ача!..

Пĕринче темле услап
Хуçма пăхрĕ турата.
Кĕç Володя - йăлт куçлап! –
Çитрĕ, çакна курнă та.

Вăл куштан ача çулне
Пÿлсе хучĕ - хăраман.
Ал йăтмашкăн ун çине
Леш çапах та хăяйман.

Вулама тухса ларсан
Ман ума шăрăх кунра,
Кăштах сулхăн тăвайсан
Савăнаттăм эп чунран.

Çавăн чух вăй-хал илсе,
Пулас килчĕ сарлака...
Ахаль мар ман туратсем
Йышлă, пиçĕ те парка.

Ача тимлĕ пулнăран
Эпĕ ÿсрĕм ашкăрса,
Хулă евĕр хунавран
Лаштрака йăмра пулса.

Манпала пĕрле çĕре
Тымар янă хунавсем
Çитĕнсе çитмесĕрех
Хăрчĕç, йышлăччĕ вĕсем.

Вăрçăри пек хирĕлет
Каврăç, хурăн та палан...
Сайралсах иккен килет
Сĕм вăрман çавăнпалан.

Çынна çеç-и, йывăçа
Ун чухне ыр кун пулман.
Сÿнĕ çăкана авса
Çăпата хуçма, чухлан.

Илнĕ çыннăн тинкине
Çаптарса çĕклем чăпта.
Тусан пÿлнĕ ÿпкине,
Катнă... пÿрнĕ вăхăта.

Пушăт чĕлнĕ, мунчала...
Лартнă чăлăш-чалăш çурт.
Çуклăх каснă пур яла,
Хулара та аснă мур.

Ильич панă тивлетпе
Урăхланчĕ самана.
Пурнăçăмăр юмах пек -
Тавтапуç çав ыр çынна!

Ахальтен-и ку чухне
Пурнăçа кĕртетпĕр тĕс?
Чыс кÿретпĕр çын ĕçне -
Шута ил çакна та эс.

Чăн та, вăрттăн кĕтесре
Пуртăпа касни пулать...
Пуршăн-çукшăн пĕтесрен,
Пĕл, саккун пире сыхлать.

Галстук çыхнă ачасем
Харăссăн тухаççĕ те
Йышлатаççĕ кĕç вĕсем
Хушăнсах пыран рете».

II

Йăмрана тăнланă май,
Сăмах хушрĕ нăкă чул:
«Яш Ульянова нумай
Эп те курнă, темĕн чуль.

Вăй выляççĕ ушкăнпа,
Янраса тăрать урам.
Кур: Володя пушмакпа,
Тепĕр чух çара уран.

Ман çине çемçен, çарран
Пуснă çав типтер ача.
Ыратмасть ман: чуп, ара! -
Куншăн савăннă анчах.

Ытти шух ача пек мар,
Манпала çынна пемен.
Питĕ меллĕ те вăр-вар
Купалатчĕ вăл «кермен».

Пытармастăп: ăс айван,
Этем мар çав эпĕ, - чул.
Хура-шур тесен, тăван,
Курнă, тÿснĕ темĕн чуль.

Самана унта-кунта
Тунă-çке манран тĕрме,
Хура халăха татах
Хытăраххăн хĕстерме.

Халь Ильич тивлечĕпе,
Чул пулсан та, пуç ан ус:
Ӳсрĕ речĕ-речĕпе
Чаплă çурт, ман çамрăк тус».

III

Эпĕ ыйтрăм вăтанса
Çÿлĕкри кĕнекерен
(Кур-ха, хунă пуçтарса
Вĕсене-мĕн йĕркерен):

«Гимназист Ульянова
Курнăскер, ăстăн патши -
Кĕнеке, мĕн астăван -
Асилсе калаймăн-ши?»

«Каçарсам, «патша» сăмах
Маншăн пĕртте çывăх мар.
Çав патша тени, чăнах,
Халăха кăтартрĕ шар.

Чăнлăхшăн пур вăйпалан
Кĕрешни вăл - пысăк чыс! –
Калаçатчĕ манпалан
Çамрăк каччă-гимназист.

Ну, пире - пĕлетĕп эп -
Тĕттĕм халăх вулайман.
Талантсем те пинĕпе
Пĕтнĕ, çутă курайман.

Халĕ вăл кашни ача
Аллинчех хитре букварь.
Туртăма тытса ан чар,
Ĕлĕк пулнă апла мар.

Эпĕ курнă Чĕмпĕрте
Ятлă-сумлă чăваша!
«Хамăр çынччĕ» ку килте,
Тÿсрĕ тĕрлĕ тамаша.

Хулари шурсухалсем
Пуç таятчĕç çав çынна.
«Иван Яккăльччă» тесен -
Пĕлменни те çук ăна.

Çап-çара янахлă яш
Килсе çитрĕ Чĕмпĕре, -
Ун чух ахаль çын тавраш
Мăшкăл тÿснĕ тĕттĕмре.

Хăй те вăл - кĕтÿ ачи,
Хăр-пĕччен, тăлăх-турат...
Çав хастар чăваш каччи
Хĕн-асап самай курать.

Вĕренет те вĕрентет,
Тар тăкса пухать ăсне.
Тĕл пулать кĕç - эй, кĕтрет!*
Ырă Чĕмпĕр вырăсне.

Халăха вĕрентесси -
Пархатарлă, кирлĕ ĕç.
Çакă, шел, мĕн каласси! -
Путланса лармарĕ кĕç.

Акăш-макăш тÿресем
Хÿрипе пăтратнăран
Иван Яккăльччăн ĕçсем
Пычĕç йывăррăн, аран.

Тĕрмери пек тытăмра
Ялтăрарĕ чун уççи, -
Ку Ульянов вăл, ара, -
Пысăк пулчĕ ун усси.

Астăватăп икĕ тус
Тĕл пулса калаçнине.
- Питĕ лайăх, пуç ан ус, -
Тет асли кĕçĕннине.

- Кирлĕ ĕç эс пуçаран,
Вĕрентсе чăвашсене.
Вăю пур сан, пултаран,
Çитерсемччĕ тÿсĕмне.

Халĕ кай та Хусана
Тыт наука йĕвенне.
Ан хăра, кĕрĕп хутна,
Путлантармăп сан ĕçне.

- Сăпаççипă чĕререн,
Эсир пур чух тăлăх-и! -
Тет леш, кăмăл çиçнĕрен. -
Манмĕ чăваш халăхĕ...

Часах çитрĕ çак киле –
Чип-чипер хăй, ман пекех, –
Чăн чăваш чĕлхипеле
Пичетленĕ кĕнеке.

Питĕ кайрĕ савăнса
Кил хуçи çакна пула.
Калаçать кулкаласа:
— Ну, чăваш ачи, вула!..

...Аякран килет тымар,
Иртнĕ кивĕ ĕмĕртен.
Сирпĕтрĕ вĕри кăвар
Шкул çав тапхăр Чĕмпĕрте.

...Çивĕч ăслă яш чăваш
Килнине ăçтан манан?
Вăл - Охотников. Йăваш.
Савăнса вулать кăна.

Тĕрлĕ мĕскĕн халăхран
Вырăс-каччă ютшăнман,
Асапришĕн чăн тăван
Пулнă çавă самантран.

Вĕрентетчĕ вăл сăпай
Аслăрах çав юлташне,
Витĕм хунă вăл нумай,
Панă ырă канашне.

Каçхине е ир-ирех
Эп илтеттĕм иккĕшне -
Авалхи латынь е грек
Чĕлхипе пуплешнине.

Аслă çын пулас ача,
Вăл вĕреннĕ питĕ шеп.
Ывăнма пĕлмен пачах, —
Вăйĕ чул тĕпретĕ, шет.

Ахаль мар Ульянова
Лекрĕ йăлтăркка медаль.
Музейре, кунта, аван
Упранать медалĕ халь».

IV

Эп ыйтмасăрах малта
Илтĕнчĕ хăюллă сас;
Пăхрăм та иртсе унта
Куртăм шахмат. Эп хавас.

«Эпĕ - шахматри салтак,
Сахал мар хам вăхăтра
Çапăçнă. Куратăр ак,
Халь ларатăп шăплăхра.

Кÿренместĕп, çитнĕ чыс,
Телей пысăк çак енчен:
Яш Ульянов-шахматист
Мана тытнă аллинче.

Вăл мана тыта-тыта
Куçарман пули-пулми.
Мăн «тăшман» тухсассăн та,
Çук, пулман ун «шăл çемми».

Пурнăç - кăткăс çапăçу
(Шахмат тейĕн, хăямат),
Сапаланчĕ-тĕк ăсу -
Хирĕç вăй кĕç парĕ «мат».

Çĕнтерÿ, шутла пĕлсен,
Вăйăран чылай килет.
Халь, нумай çулсем иртсен,
Шухăшăм тĕвĕленет:

Пире, шахмат тенине,
Пĕлнĕ вăл ачаранах.
Эпĕр пулас гение
Витĕм панă. Ку - чăнах».

V

«Атăлăм, калаймăн-ши? -
Ыйтрăм çыр хĕрне тухсан. -
Эсĕ, аслă юханшыв,
Темĕн те пĕр астăван.

Пĕр хут мар Володьăна
Курнă, пĕлнĕ тĕл пулсан.
Мĕнлерехчĕ вăл? Мана,
Аслă Атăл, каласам».

«Эп пĕлмесĕр кам пĕлес?
Йăрă, пиçĕ çамрăка
Хум çинче элес-мелес
Сиктереттĕм утьăкка.

Çуллахи шăрăх кунра
Çын шыва хавас пулать.
Эп туяттăмччĕ унра
Вĕресе тăран хăват.

Ман хумсен — тавлашмалла, –
Вăл та хапăл кăмăлтан.
Ăнтăлатчĕ малалла,
Çивĕчрехчĕ авăртан.

Пăртакран вăл каялла
Хумсем çийĕн вирхĕнет. —
Атьăр, кĕрер шалалла! —
Тантăшĕсене чĕнет.

Ак, чăмать те вăрахчен
Кăлармасть пуçне шывран.
Ыттисем, çыр хĕрринче,
Тĕлĕнеççĕ çакăнтан.

Çаврăнать те çурăмпа
Шĕпĕлти «тÿшек» çине
Кĕрешет хушка хумпа,
Кур: ача ăна çĕнет.

Тепĕр чух мана курма
Вăл тухатчĕ те пĕччен
Инçетри çыранăма
Тинкеретчĕ темĕнччен.

Çирĕп чунлă ачана
Çутă çул пиллерĕм эп.
Пилĕм тухнăшăн чăна
Халĕ хытă хĕпĕртеп.

Пулса тăтăм эп вара
Унăн тепĕр амăшĕ.
Тав тăватчĕ аякран
Тивĕç халал панăшăн.

Килĕнче ют çĕртилле
Кун кунланă пирĕн ен.
Юрă çеç манпа пĕрле
Юхнă ирĕккĕн, хуллен.

Мана савнă ват бурлак,
Унăн йышлă тусĕсем...
Сĕтĕрнĕ тухса çула
Çыран тăрăх баржăсем.

Эп юхаттăм сарăлса,
Пуç пĕкмен тÿресене.
Кÿнĕ, çилĕ тăвăлсан,
Утаман киммисене.

Çын куççулĕ-тарĕпе
Юнĕ тăтăш юхнă май,
Хумăмсем пăтраннипе
Тертленеттĕм эп нумай.

Ильич панă тивлетпе
Сĕм тертри юханшывран
Пулса тăтăм тинĕс пек,
Курăнмасть пăхсан çыран.

Халĕ пыр та кур мана:
Çутă тĕкĕр çийĕпе
Пăрахучĕ ярăнать
Хитре шурă акăш пек.

Хăлтăр-халтăр та мăран
Ĕлĕкех çÿренĕ-ха...
Керменти пек халь пыран, –
Тивĕç чаплă халăха.

Эс тата тăнла, юри
Тух та çÿлĕ çыр хĕрне,
Савăк пурнăçăн юрри
Çĕкленсе янранине.

Шăтарать тумла — пăра, –
Ман хумра мĕн чул хăват!
Вăл турбина çавăрать,—
Çиç, асамçă-киловатт!

Ил, ĕçчен этем, ăна,
Эс çĕклерĕн чапăма.
Пехиллетĕп эп сана
Хамăн пур хăватăма.

Ялтăраççĕ йăр та яр
Çăлтăрсем халь çĕр çинче.
Вĕсем пĕртте кая мар
Чăннинчен, тÿперинчен.

Ку—Ильичăн ламписем
Вăй параççе çынсене.
Курăнаççĕ халь вĕсем
Пĕтĕм аслă тĕнчене».

VI

Эпĕ ыйтрăм пĕрреччен
Чĕлхе тупнă ачаран.
Хăй вăл амăш аркинчен
Уйрăлман та-ха, ара.

Темиçе ансат сăмах
Калама вĕреннĕ те,
Манпала пуплет анчах —
Çăварне хупмасть пĕртте.

Ху шутла: ача икке
Тултарса пырать-ха тин;
Тяппине те вăл, пепке,
Пускалать аран.
Пулин!

— Ак, ку кам пулать? Палла, –
Хушрăм çавă ачана,
Алла тăсрăм малалла
Кăтартса умри сăна.

— Ленин! — терĕ хайхискер,
Тÿрех илчĕ палласа.
Ăнсăртран-и ку? Мĕскер? —
Хăвăр илĕр шутласа.

Ăнсăртран пулать-и – çук!
Ленин — пирĕн чĕрере.
Пĕл: этемлĕх сывă чух
Ăна манмĕç ĕмĕрех.

Ленин — пурнăç, вăл — хăват,
Çутатса тĕнче питне,
Малаллах вăл çул хывать
Умри çутă кун патне.

Ленин ĕçĕ вăл — пирте.
Эппин, çук ятне манма!
Пнрĕн чаплă ĕмĕрте
Çÿрĕ вăл ламран лама.

1968 – 1974.

Юман, А. Чĕмпĕр чулĕ калаçать : [поэма] // Юман, А. Чĕмпĕр чулĕ калаçать / Анатолий Юман. – Шупашкар, 1975. – С. 3-15.


* Кĕтрет — тĕлĕнмелли япала, тĕлĕнтермĕш

назад