Get Adobe Flash player

Жизнь и деятельность

 

Чунра хĕмленнĕ çиçĕм çыххи

Пысăк калăпăшлă сăвăлла романсен тапхăрĕ иртсе пырать пулмалла: юлашки çулсенче Петĕр Хусанкайăн "Аптраман таврашĕ", Ухсай Яккăвĕн "Ту урлă çулĕ" пек нумай кĕвĕллĕ те нумай çемĕллĕ хайлавсем ытлашши курăнсах каймарĕç. Акă поэзире çур ĕмĕр майлă хăй çулĕпе утакан Юрий Сементер те, хăйĕн вун икĕ поэмине пĕр хуплашкапа кăларас тесе хатĕрленсе тăнăскер, ал çырăвне вăхăтлăха умĕнчен сирсе хучĕ. Ун вырăнне вăл пире Чăваш кĕнеке издательствинче "Çиçĕм сапаки" ятлă сăвă кĕнеки кăларса парнелерĕ.

"Сапаки те пулать-ши çиçĕмĕн?" – текен шухăш та вĕлтлетсе илнĕ пек пулчĕ малтанах пуçра, анчах аслати умĕнчи çиçĕм çыххи те, хамăр уявсенче кризисне-мĕнне пăхмасăрах çине-çинех яракан салютсемпе фейерверксен сапакисем те куç умне пайăррăн тухса тăчĕç те – иккĕленÿллĕ шухăш çиçĕм çиçсе çухалнă пекех хăвăрт сирĕлчĕ.

Ку кĕнекере пĕтĕмпех тăватшар йĕркеллĕ сăвăсем. Тытăмĕ енчен пăхсан вĕсене тухăç поэзийĕнчи рубаи евĕрлĕ теме пулать: шухăшпа шухăш ытларах чухне е ыйтупа хурав майлă, е пĕр-пĕрне хирĕçлесе – тезăпа антитеза хурăмлă – йĕркеленсе пыраççĕ, састашсем те тĕпрен илсен а а ă а виçеллĕ ÿкерчĕксемпе çыхăнаççĕ. Турра шĕкĕр, чăваш чĕлхин тĕлĕнсе каймалла пиçĕлĕхлĕ ку йĕркене те кăмăллăнах йышăнать, эппин, сонетпа октавăна та, станспа рондона та хапăл тăвакан Çеçпĕл шкулĕ ку уйрăмлăха та çывăх курать. Чĕлхемĕре хисеплесе пуç таймалли сăлтавсем тупăнсах пыраççĕ-çке.

"Европăшăн, Мускав Руçĕшĕн тухăç çĕрĕсем Пăлхар патшалăхĕ пулнă вырăнтан пуçланса каяççĕ", – тет поэт, хăйĕн хушма ятне те пиншер те пиншер çухрăма тăсăлнă аслă анат тĕнчинче – Сементер ятлă хулара тупнăскер.

Унти "халăхсен сăмах пултарăвĕ" пĕтĕм ÿнерлĕхе хăйне евĕрлĕ кăмăл-туйăмпа, сăнарлă шухăш эрешĕпе пуянланса тăрать. Паян пирĕншĕн Рудаки, Саади, Хазиф, Омар Хайям, Навои, Фирдоуси тата ыттисен ячĕсем поэзи тÿпинчи чи çутă çăлтăрсемпе танах", – тет сăвăç кĕнекен "Тухăç йыхравĕ" ум сăмахĕнче.

Хальхи ăрури тĕрĕк чĕлхиллĕ халăхсен литературинчи поэтсене те манса хăварман поэтăмăр. Пĕр ÿсĕмри Абдулла Арипов узбекăн, Лоик Шерали таджикăн, Оразгулы Аннаев туркменăн, Равиль Бикбаев пушкăртăн, Равиль Фай-зуллинпа Ренат Харис тутарсен сăвви-юрри пысăк хака тивĕçекен пуянлăх пулнине палăртать. Хамăр ăстасене те манса кайман Юрий Сементер. Тухăç туртăмĕсем чăваш поэзийĕнче те туллин палăрнине кăтартать вăл. Уйрăмах вĕсем Константин Ивановпа Николай Полоруссов-Шелепи, Петĕр Хусанкайпа Ухсай Яккăвĕ, Митта Ваçлейĕпе Ваçлей Давыдов-Анатри, Илле Тукташпа Валентин Урташ, Петĕр Эйзинпа Николай Исмуков, Ираида Петровăпа Любовь Мартьянова хайлавĕсенче тулли пучах пек курăнса тăраççĕ.

Кĕнекери строфасене вулатăн та, аваллăха тĕпе хурса шăраннă сăмахсем чăваш çыннин паянхи шухăш-кăмăлне, пурнăçри туртăмсене, туслăхпа юратури ăнлавсене сăнлани, халăхăмăрăн авалхи тата хальхи йăли-йĕркине философиллĕ куçпа пăхса пахалама ăнтăлни курăнать.

Тăватшар йĕркелĕхсем ача чухнехи кăвайт умĕнчи выртмана, çар çыннисен йывăрлăхри çиçĕмле шухăшĕсене, çĕрпе пĕлĕтĕн пĕр тĕнчене пĕрлешекен çыхăнăвне чун шайĕнче тĕпчеççĕ. Сăмах май, поэт хăй те лаша кĕтĕвĕнче çÿренĕ, хĕсметре салтакран офицера çити ÿснĕ, литература ĕçĕнче нумай çул пиçĕхсе çав шухăшсене тĕшĕленĕ.

Юрий Сементер хăйĕн пултарулăхне салтак сăввисенчен пуçланăччĕ. Хăй вăхăтĕнче унăн "Тупа" (1972), "Çĕр çаврăнать" (1974), "Аван-и, салтак" (1981) кĕнекесенчи хайлавсем пирки вулакансем те, литература тĕпчевçисем те сахал мар калаçрĕç, çырчĕç.

1983 çулта ВЛКСМ Чăваш обкоме поэта "Аван-и, салтак" кĕнекешĕн республикăри Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми памалла турĕ. Сăвăç ку темăпа кайранхи çулсенче те сахал мар ĕçлерĕ, ман шутпа, Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен шухăш-кăмăлĕ ăна паянхи кун та канăç памасть: "Шĕнкрен" баллада, "Катюша", "Юлашки çул" поэмăсем, сăвă ярăмĕсем, халăхра анлă сарăлнă юрăсем çакна туллин çирĕплетеççĕ.

Афган тата Чечен вăрçисене хутшăннă çамрăксен паттăрлăхне те сăнарларĕ сăвăçăмăр, çак хирĕçÿсен сăлтавĕсене те шĕкĕлчерĕ. Паллах, "Çиçĕм сапаки" кĕнекере те ку темăпа çырнă йĕркесем сахал мар:

      Çĕрле. Джелалабад таврашĕнче
      Яш ĕмĕре душман шĕнкренĕ татрĕ.
      Ылханлă пулăм пĕтĕм çĕр çинче
      Мĕнпур салтакăн амăшне вăратрĕ.

Пĕлтĕр Шупашкарта асăннă вăрçăсене хутшăннă чăваш каччисен паттăрлăхĕпе паллаштаракан "Живи и помни" кĕнеке пичетленсе тухрĕ. Салтаксен амăшĕсем, тăванĕсем, хĕр-тантăшĕсем унта çырнă шухăшсене вулатăн та, поэт каланă пек, ылханлă вут-çулăм пĕтĕм çĕр чăмăрĕ çинчи çынсен кăмăлне пăлхатса янине куçăн куратпăр. Чăнах та, мĕскер шырарăмăр-ши эпир Афган тăвĕсенче, мĕскер суйларăмăр-ши çунтаракан хĕвел айĕнчи хăйăр хирĕсенче? Кунта шухăшламалли çук мар.

Наци аталанăвĕн паянхи шайĕ, умри малашлăхĕ – поэтăн ĕç йĕркинчи тĕп ыйтусем. Халăхăмăр, ашшĕсемпе ывăлĕсем хушшинчи çыхăну, ырăпа усал хирĕçĕвĕ, юратăвăн чăвашла сăнĕ-сăпачĕ – çакă тата ытти темăсем поэта яланах çĕнĕлле тишкерÿ патнелле йыхăраççĕ, çĕнĕ сăнарсем урлă çĕнĕ пĕтĕмлетÿсем тума май параççĕ.

Шухăшпа чĕлхе ÿнерĕ пирки каланă сăмахсем те хăйне евĕрлĕ илтĕнеççĕ кĕнекере. Ӑспа, чунпа пĕр кÿлĕмре вĕсем. Акă поэт хăйĕн литературăри ăрăвĕ çине Митта пултарулăхĕ витĕр пăхса тунă пĕтĕмлетÿ.

      Йăхташăмсем! Миттамăра пуç тайăр.
      Вăл – сив кĕлрен çĕн хĕм кăларнă Тайăр.
      Паян пире лекен пуç кăшăлсем –
      Ун ячĕпе ешернĕ чĕрĕ лавр.

Çапла вара Юрий Сементерĕн "Çиçĕм сапакисен" тымарĕ ачалăхра, çĕршыв хуралĕнче, сирĕлсе сирĕлми шухăш сĕвĕмĕсенче тымарланнă...

Тĕрлĕрен туйăм çиçтерет поэзи çиçĕмне. Кĕнекере эпир чăвашлăх çавринчи çĕнĕ пулăмсем патне те çитетпĕр, самана сывлăшĕнчи паянхи пĕлĕтсемпе тĕтресем патне те пырса тухатпăр, туслăхпа юрату пахчин халиччен пырса курман кĕтессине те кĕретпĕр, ырăпа усалăн ĕмĕрхи çырлаху-çураçусăр тытăçăвне те лекетпĕр. Илсе пăхар-ха çав тĕслĕхсенчен хăшне-пĕрне те пулин:

      Саккун калать:
      "Эп – сутăнми хăват".
      Анчах ăна вуланă виç ваккат.
      Пĕр чăнлăха виç тĕрлĕ ăнланаççĕ...
      Поэт, эс мар-и чунлăхлă тахат?

Кунта сăвăçăмăр чунлăх пĕлтерĕшĕ пирки хăйĕн лирикăлла геройĕ мĕн шухăшланипе паллаштарать. Кĕскен, уçăмлă, виçеллĕ.

      Çынна усалпала тавăракан –
      Усал валли çĕн вăрлăх акакан.
      Кам тарăхнă –
      килсемĕр ман пата, –
      Эп – усала ырра çавăракан...

Чăнах та, мĕн тери аван пулмалла тискеррĕн, кăтăрса кайичченех тарăхнă кашни çын, тăвăллă çумăр хыççăн хăй çыранне нихçан каялла кĕмесле туртăшаканскер, хăйне хăй мĕнле çураçтармаллине ăнланса илни. Чиркÿре-и унта, вĕрÿ-суруçă патĕнче-и, çут çанталăк ытамĕнче-и, – пурпĕрех этемĕн ырă енне çаврăнас кăмăлĕ тупăнни паха. Чунĕ çырлахтаруллă сăмах тĕлне пулинччĕ çеç.

Юрату çинчен сăвăçсем Гомертан пуçласа пирĕн саманташсем таранчченех – çав тери нумай çырнă. Хамăр Хусанкай лирикин чăвашла çепĕçлĕхĕ, Тукташăн шăп халăхла çаврисем, Урташăн кĕвĕленсе тăракан çĕкленÿлĕхĕ пĕтĕм чăваш чунĕнче пурăнаççĕ. Апла пулин те юрату асамлăхĕ, илемĕ, пархатарĕ çинчен паянхи çÿллĕ шайпа калама Исмуков валли те, Афанасьев валли те, Сементер валли те çĕнĕ сăмах пур иккен:

      Çулатăп утă – шухăш сан çинче,
      Юрлатăп юрă – шухăш сан çинче,
      Тĕнче тени санран тăрать пуль, тусăм,
      Мĕн-ма тесен – пур шухăш сан çинче.

Çиелтен пăхсан ыттисем каланă шухăшах çĕкленĕн туйăнать пек Сементер, анчах кунта сăмах çаври те, шухăш çиçĕмĕ те, туйăм вылявĕ те – йăлтах хăйĕн, çак туйăма чунĕ витĕр кăлараканăн. Эппин, юрату тĕнчи, уçлăх пекех, виçесĕр аслă, тĕпсĕр...

Салтакăн çăлтăр витĕр курăнса выртакан çулĕ-йĕрĕ... Ашшĕсемпе ывăлĕсем хушшинчи тикĕс мар хутшăнусем... Тĕнчешĕн ку таранчченех аваллăх тымарĕсемпе те, чĕлхипе те, ÿнер вăрттăнлăхĕсемпе те салтăнми тĕвĕ пулса тăракан чăваш халăхĕн асамлă шăпи... Çак ыйтусене ирхи çил варкăшĕ пек хускатакан сăвăсен пуххи пире савăнтарчĕ, акă мĕнле пĕтĕмлетÿ патне илсе çитерчĕ: çунтаракан çиçĕм тÿпе хуралса килнĕ самантсенче сапакаланать иккен.

Кĕнеке пирки калаçса ларнă май ентеш сăвăçпа пултарулăх ĕçĕнчи паянхи туртăмĕсем патне те çитрĕмĕр. Литературăри хăш ятсем ытларах шухăшлаттараççĕ-ши Сементере, камсен сăвви-поэми хунав тымарĕ ярать-ши ун чунĕнче? Куратăп-ха, килти кĕнеке сентрисем çине Навои, Низами, Рудаки, Саади, Омар Хайям, Руставели, вĕсемпе юнашарах иртнĕ ĕмĕрти Хикмет, Вургун, Твардовский, Симонов, Исаев, Федоров, Луконин, Наровчатов томĕсем тăраççĕ. Хамăрпа кÿршĕллĕ халăхсен сумлă ывăлĕ-хĕрĕн парнисем хушшинче – Файзуллин, Харис, Миннуллин тутарсем, Бикбаев, Аралбаев, Ганиева пушкăртсем, Николаев, Тимиркаев, Иванова марисем, ыттисем. Çакă хăех поэт тĕнчин анлă енĕсене уçса парать.

– Туртăм тени пĕр вырăнта тăмасть, çĕнелсе, вăйă карти пекех пысăкланса пырать, – терĕ мана поэт. – Юлашки вăхăтра эпĕ украин поэчĕ Микола Винграновский çырнисене питĕ килĕштеретĕп. Унăн сăнар тумалли меслечĕсем, туйăм вăрттăнлăхне палăртмалли кĕвви-çемми калама çук хăйне евĕрлĕ. Поэзи вăрман пекех нумай йывăçлă, çаран пекех нумай курăклă та чечеклĕ симфони оркестрĕнче сĕрме купăссемпе пĕрле флейтăпа гобой та, кларнетпа саксофон та, литаврăпа параппан та кирлĕ пулнă пекех, вулакана та баллада та, ода та, лирикăлла юрă та, çĕкленÿллĕ марш та, çепĕç туйăмлă серенадăпа баркарола та кирлĕ. Паян, ирĕклĕх алăкĕсем уçăлнă вăхăтра, пирĕн шухăшсемпе туйăмсен регистре нумай хĕлĕхлĕ, нумай чĕлхеллĕ пулмалла...

Çакăн пек пысăк тĕллевсемпе ĕçлекен поэт пире çитес вăхăтрах çĕнĕ хайлавсемпе савăнтарасса шанас килет.

Исмай Исемпек

Исемпек, И. Чунра хĕмленнĕ çиçĕм çыххи : [Юрий Сементер пултаруллăхĕ тата поэт çырнă "Çиçĕм сапаки" ятлă кĕнеке çинчен] / Исмай Исемпек // Тăван Атăл. – 2009. – № 8. – С. 155-158.