Жизнь и деятельность

 

Çĕрпе тÿпе çыхăнăвне туйса

Çирĕм пĕрремĕш ĕмĕрĕн çул çаврăмĕсем пире çĕнĕ аталану тапхăрне илсе çитерчĕç. Ĕнтĕ çынпа машина хушшинче ĕçлĕ, хĕрÿллĕ, усăллă калаçусем пулса иртеççĕ. Калаçу çеç те мар, йăпатмăш хутшăнусемпе илĕртмĕш вăйăсем те машинăранах илме пултаратпăр. Патшалăх программипе килĕшÿллĕн кашни шкула компьютерсемпе тивĕçтернĕ май çакна вăтам вĕренекен кашни шкул ачи те куллен тума пултарать.

Ĕç кăткăслăхне кура машинăсем те питĕ кăткăссисем пулаççĕ. Анчах çын чунĕ чи кăткăс машинăран та кăткăсрах иккен, вăл чылай чухне машина (питĕ ăслă пулсан та) ăс-тăнне вырнаçма пултараймасть. Çавăнпа та çынпа ун чунĕ хушшинчи хутшăну-калаçăва пур чухне те ăслăлăх меслечĕпе ăнлантарса пама çук. Чун ĕçлевĕн хăйне евĕрлĕхне палăртас мехеле çынсĕм авалах поэзире шыранă. Эппин, цивилизацин чи çÿллĕ тапхăрĕнче те поэзи валли вырăн пулатех. Е М.М.Пришвин сăмахĕсемпе каласан, поэзи вăл – илеме ырра куçаракан чун паттăрлăхĕ. Çак ĕçе чунсăр машина – çав тери ăсли те! – тăваймĕ.

Чăваш халăх поэчĕн Юрий Сементерĕн хальтерех кун çути курнă "Хуркайăк çулĕ" ятлă кĕнеки вулакансем патне çитрĕ. Кĕнекере поэтăн халиччен çапăнман сăввисем, балладăсемпе легендăсем вырăн тупнă. Ятĕнченех асăрхатăн, кĕнеке авторе поэзие тÿпе парни вырăнне хурать. Поэт вулакана илĕртÿллĕ сенкерлĕхе йыхăрать те сăмах майĕн систерет: кун-çул тÿпи – самантлăх, пулăм, "пĕр тапхăр туртмалла та – юлмалла. Кайри мала, кайри мала..."

Мĕнле ыйтусем хускатать-ха поэт çунатлă сăмах-лăхăмăрăн вĕçсĕр-хĕрсĕр уçлăхĕнче?

"Чăваш кимми" сăвă тÿрех куç тĕлне пулать. Чăвашлăх ыйтăвĕ авторăн чун-чĕре ыратăвĕ иккен. "Чăваш кимми" ишет те ишет "сенкер хумсен ытамĕнче". Çил те, хĕн-хур та, пысăк çухатусем те чараймаççĕ ăна.

      Тăшман та пулнă пуль, çич ют та пулнă пуль,
      Сăхма та тăнă пуль шывçи-çĕлен.
      Асăмăра илсен, куçран тухать куççуль,
      Ӑçта эсир паян, тăван-пĕтен ?
      Тен, тăшманран ытла, çичĕ ютран ытла
      Вĕчĕрхенÿ çиет чунăмăра,
      Ӑмсанупа ÿпкев, кĕвĕçÿпе ултав
      Ура хурса пырать йышăмăра?
      (9 с.)

Тăван халăхăмăрăн терт-нушийĕпе наци туйăмĕнче пĕр шухăшлăх çукки поэт чун-чĕрине кишĕклеççĕ. Çакна туйăмлă çыравçă тепĕр сăвăра лирикăлла герой калаçăвĕ урлă тата уççăнрах палăртать:

      Чунăм кÿтнĕ вăхăтра
      Хам мĕлкене хам куртăм.
      Хăп-ха, терĕм, çумăмран,
      Ман еннелле ан туртăн...
      Çук, хăпмастăп, тет, санран
      Çылăху пит нумайран...
      (24 с.)

Нимĕн те сисмесле çакăн пек шухăш патне пырса тухатăн: ку йĕркесем кĕвĕллĕ сăмах çаврăмĕсем çеç мар – çылăх каçарттарни те...

Кĕнекере вулакана уйрăмах хытă пăлхатаканни – "Шĕнкрен" хайлав. Унăн жанрне автор баллада тесе палăртнă. Хайлав сюжечĕ питĕ ансат. Вăрçă вăхăчĕ. Марье аппа çĕнтерĕве станок умĕнчи хĕрÿ ĕçпе çывхартасшăн, унăн ывăлĕ – фронтра автомат тытса. Салтак амăшĕ ывăлĕ ячĕпе патронсем тăвать, Саватер салтак амăшĕн парнипе тăшман эшкерĕ çине вут-хĕм ывăтать. Çĕршыв хÿтĕлевçисен çапла пулмалла та. Хайлав вĕçĕнче амăш тунă пуля ывăлĕн пурнăçне татать.

"Ак мĕнле килет хăш чухне шăпа", – çапла пĕтĕмлетÿ тăвать калавçă. Юлашкинчен çакăн пек ыйту парать: "Туйрăн-ши çакна эс, Марье аппа?" Ку ыйту, тен, ытлашши те. Мĕншĕн тесен хайлаври кĕтмен ÿкерчĕк вулакана тарăн шухăша ÿкерет, калавçă панă ыйту мар. Марье аппа тунă пуля (шĕнкрен) ывăлне вĕлернин сăлтавĕ амăшĕн кăмăл-сипетĕнчен килмест. Ӑнсăртлăх тесе калама пулать ăна – хаяр çапăçура икĕ курайман тăшманăн автомачĕсем ылмашăннă-çке! Анчах ăнсăртлăх кăна-ши?

      Пульăн çук чĕри,
      Чунĕ-чĕмĕ çук,
      Чĕлхи çеç вĕри
      Курок туртнă чух.
      (196 с.)

Эппин, Саватер вилĕмĕн сăлтавĕ – çынпа чунсăр машина хушшинчи пилсĕр çыхăну. Кунта "машина" патронсем тăвакан станок е сăхă вилĕмпе пĕр кăмăллă символла сăнар пĕлтерĕшĕллĕ "чунсăр-чĕмсĕр" пуля çеç мар, халăх кăмăл-туйăмне шута илмесĕр çаврăнакан патшалăх тытăмĕ те. Çынпа машина тăвакан ĕçсен тĕллевĕсем пĕрешкел пулма пултараймаççĕ: машина тĕллевĕ – палăртнă программăна пурнăçласси, çыннăн ĕç тĕллевĕ вара вĕçсĕр улшăнусемпе кăмăл пархатарĕнчен килет.

      Каланă шухăша поэт сăмахĕсемпе пĕтĕмлетĕпĕр:
      Çÿлти хуркайăк сассинчен, туссемĕр,
      Тăвас килет ман сухапуç тимри.

Ю.Сементер "Хуркайăк çулĕ" кĕнекере панă сасă самана сассипе пĕр кĕвĕллĕн янăрать. Эпир, çынсем, чунсăр машинăна чун кĕртекенсем. Пирĕн ăна палăртнă программăпа, ырă тĕллевпе ĕçлеттермелле; пуля мар, ака-суха хатĕрĕ тумалла, халăхăмăрăн йывăр ĕçне-хĕлне çăмăллатмалла. Вара тĕнчере усал ĕçсен йышĕ те сахалланĕччĕ, пурнăçĕ те йĕркене кĕрĕччĕ.

Николай Ишентей

Ишентей, Н. Çĕрпе тÿпе çыхăнăвне туйса : [Юрий Сементер çырнă "Хуркайăк çулĕ" ятлă кĕнеке çинчен] / Николай Ишентей // Тăван Атăл. – 2003. – № 4. – С. 67.