Жизнь и деятельность

 

Килти выльăх килех килет

"Хушка. Зорька" ятла кĕнекене уçсанах куç умне Мускаври Халăх хуçалăх çитĕнĕвĕсен выставкин территорийĕнче вырнаçнă Туслăх фонтанĕ тухать. Ун умĕпе хушка пуçлă ĕне тата чаваш хĕрарăмĕ иртеççĕ. Мĕнле майпа пырса тухнă унта ĕне? Юмах тетĕр-и? Çук, Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленнĕ сăвăлла калавра чăн пурнăçра пулса иртнине çырса кăтартнă. Выставкăна çитме, кайран тата кĕнеке геройĕ пулма мĕнле тивĕçнĕ-ши çак ĕне?

Çамки çинче шурă паллăллă ĕнесем кашни ялтах пур пулĕ, тен, пĕрре кăна та мар. Çавăнпах пулĕ Юрий Сементер поэт хайĕн сăвăлла калавĕн тĕп геройне те Хушка ят парса чысланă. Ĕç-пуç Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă çул пулса иртнĕ.

      Ĕçĕ ак мĕнле тухсаччĕ:
      Питĕ сĕтлĕ пулнăран
      Курава ана ярсаччĕ
      "Çăлтăр" ятлă колхозран.
      Мускавра та парăнмарĕ
      Никама чăваш ĕни,
      Шырасан та тупанмарĕ
      Ун шайне çитекенни.
      ...Ылтăн медальпе чысларĕç
      Чăваш енĕн ĕнине,
      Ӑшă сăмахпа мухтарĕç
      Хаçатра ун хуçине.

Çĕрпÿсен ятне Кремль çăлтăрĕ таран çĕкленĕ дояркăпа унăн ĕнин киле таврăнма та вăхат ĕнтĕ. Анчах инкек: Совет çĕрĕ çине сĕмсĕр фашист тапăнса кĕрсе вăрçă пуçланă. Ял-хула çине бомбăсем тăкăнма тытăнаççĕ. Нимĕç самолечĕсем Татюк аппапа Хушка вырнаçнă поезда та бомба пăрахса аркатаççĕ. Доярка çуна пуçланă вакунран тухса çăлăнма ĕлкĕрет, анчах чи нумай сĕт паракан ĕнине çухатать. Йĕри-тавра вут-çулăм, макăру та тĕркешÿ. Хушкине тупаймасарах йĕре-йĕре утать Татюк аппа. Пĕлет вăл: ялта каçармаççех ăна çак çухатушăн. Мĕн тăвăн, таврăнмаллах.

Хушкан та пурăнас ĕмĕре пĕтмен иккен-ха, тÿнсе кайнă вакунран чиперех çăлăнса тухнă ĕне хăй тĕллĕнех тухăçалла васкать. Утнă май выçăпа аптранă ачасен тĕлне пырса тухать. Вăрçăран аяккалла тарса каякан ача сачĕн пĕр ушкăнĕ иккен ку. Хушка валли вăрманта курăк çителĕклех, шăпăрлансен вара çимелли тахçанах пĕтнĕ. Тутлă сĕт паракан ĕнене ачасем ачашлаççĕ, çамки çинчи паллăна кура юратса Хушка тесе чĕнеççĕ. Кайсан-кайсан вĕсен çулĕсем уйрăлаççĕ: Хушкан киле çитмелле-çке. Муром, Чул хула вăрманĕсемпе иртет вăл, ют чĕлхеллĕ десантникпа тĕл пулсан та çухалса кай-масть. Чăваш ĕни епле хăюлăх кăтартнине кĕнекене вуласан тĕпленрех пĕлĕр акă. Ĕненмелле мар пулин те, ĕне тăван тăрăхне çитетех. Ӑна хирĕç арестленĕ Татюк аппа (саккунĕсем ытла та çирĕп пулнă вăрçă çулĕсенче) тата ăна хураллакан ик салтак килеççĕ. Татюк аппа чупса пырса ĕнине ыталаса илет. Салтаксем тĕлĕннипе шак хытса тăраççĕ. Çĕрпÿ районĕнчи пĕр хуçалăх ĕнипе пулса иртнĕ историе Аристарх Дмитриев вырăсла куçарнă. Чăвашла тата вырăсла пичетленнĕ "Хушка. Зорька" кĕнекене кашни ача вуласа савăнма пултарать. Виктор Бритвин художник укерчĕкĕсем унти ĕç-пуçа яр уççăн курăнмалла сăнласа панă.

Галина Матвеева

Матвеева, Галина. Килти выльăх килех килет : [Юрий Сементерĕн "Хушка" кĕнеки пирки] / Галина Матвеева // Тантăш. - 2010. - 18 пуш (№ 10). - С. 6.