Жизнь и деятельность

 

Пĕрремĕш утăм

"Тупа". Çакăн пек ятпа пичетлесе кăларнă Чăваш кĕнеке издательстви Юрий Семенов сăвăçăн пĕрремĕш кĕнекине. Вак-тĕвекпе ытлашши вакланмасăр, пурнăçран аякка каймасăр, кунçул уттине тĕреклетме чĕнекен çирĕп шухăшлă сăвăсем çырать вăл.

"Юрий Семенов тăван поэзи пахчине салтак кутамккипе килсе кĕчĕ. Çак кутамккара сăвă тетрачĕсем нумай. Хулăн тетрадьсем! Халь акă вăл инçе çула тухать. Çула тухас умĕн вăл самантлăха ларать те хăй ăссăн пăшăлтатса илет: тупа тăватăп, тет".

Çак йĕркесем – Аркадий Эсхель писатель Ю. Семенов кĕнеки валли çырнă хыçсăмахран.

Хулăн тетрадьсем!... Вĕсене сăвăç ялйышпа пĕрле уй-хирте ĕçленĕ вăхăтра çырнă. Унсăрăн "çĕр çумĕнчен çĕмрен пек çĕкленсе юрра яракан канăçсăр тăрие" асăрхайман пулĕччĕ. Алла пăшал тытса Çĕршыв хуралĕнче тăнă вăхăтра та сыпăнса пынă çав йĕркесем.

"Калаç, чĕрем", "Çĕршыв салтакĕсем", "Ан васка, пикеçĕм" ятлă ярăмсенчен тăрать сăвă кĕнеки. Юлашки – лирикăлла сăвăсен ярăмĕ.

"Аслă юхăм", "Хĕрлĕ площадьре", "Комсомолăн виççĕмĕш съезчĕн делегачĕ" тата ытти хăшпĕр сăвăсем, тĕпрен илсен, пĕр шухăшлă. Вĕсенче – тăван Ильичăн хаклă сăнарĕ, ăна пĕтĕм халăх вĕçĕмсĕр юратни. Çулпуçăмăр сăмахĕн хĕрÿ вут-кăварĕ паян кун та кашнин чĕринче.

Кĕнекен лайăх енĕсенчен пĕри вăл – кĕнекери сăвăсенче хальхи пурнăç тематики тĕп вырăнта тăни. "Телей", "Хумсем", "Тиха", "Будильник хорĕ", "Тăри", "Литейщик" сăвăсем, сăнарлă чĕлхен мелĕсемпе пурте пĕр шайра тăмаççĕ пулин те, этем ĕçченлĕхне мухтаççĕ. Пурнăçа юратма, ĕçчен çынна хисеплеме чĕнекен произведенисем вĕсем.

Çак ярăмра "Крановщица" ятлă сăвва уйрăм палăртас килет. Унта пĕтĕмпе те виçĕ строфа. Çап-çамрăк хĕр, автобусран анса, стройкăна утать. "Хунав хăва пек çинçе те имшерккескер" хăй. Поэт шеллесе те пăхать ăна, анчах...

Стрела вылярĕ аллинче,
Блок хыççăн блок çĕклерĕ, хучĕ.
...Юмахри пек, куç умĕнчех
Пике асамлă улăп пулчĕ.

Кунта ĕçчен хĕр сăнарне кăтартакан ÿкерчĕк куçкĕретех. Автор шухăша йĕркесерен ÿстерсе пырать, куçа курăнакан сăнар калăплать. Ахаль чух айван та имшеркке хĕрача, стройкăра ĕç хĕрÿлĕхĕпе çунса, маттуррăн курăнса каять, чăнах та улăп пек пулса тăрать.

"Çĕршыв салтакĕсем" ярăмри сăвăсенче Ю. Семенов, хăй те нумай пулмасть çар тумне хывнăскер, совет салтакĕсен маттурлăхне, вĕренĕвне, интернационаллă ротăри çамрăк воинсен туслăхне ĕнентерÿллĕн çырса кăтартать.

"Мускав урамĕнче", "Полк ялавĕ", "Эльба хĕрринче", "Пирĕн рота", "Хĕл пуçламăшĕ", "Тус пулар-и, Эрих Вернер!" тата ыттисем те, пĕтĕмĕшпе илсен, пысăк туслăх, мир, çарпа патриотизм темипе çыхăннă сăвăсем.

Кĕнекен юлашки пайĕнче – лирикăлла сăвăсем. Ку ярăмри йĕркесенче те поэт хăй евĕрлĕхне çухатман. Сăвăсен чĕлхи те, виçи те кăткăс мар. Çăмăл вуланаççĕ. Çамрăксен шухăш-кăмăлĕ, вăхăтлăх уйрăлу, тĕлпулу савăнăçĕ, çемьеллĕ пулсан – мĕн пуррине çурмалла пайлама тăрăшни палăрать вĕсенче.

"Ан васка", "Çĕмĕрт çеçкине эп татрăм", "Кăвак сăрлă кимĕ" евĕр сăвăсенче çутçанталăк е çамрăклăх туйăмĕпе çунатланнă яш-кĕрĕм сăнарĕ пур. Вĕсем – "таса" лирика тĕслĕхĕсем, тейĕпĕр.

Кĕнекере, паллах, çитменлĕхсем те çук мар. Пулсах çитеймен е вулакана тахçанах йăлăхтарнă рифмăсем те тĕл пулаççĕ. Эпитетсем, танлаштарусем, кĕтмен çĕнĕ детальсем ытларах курас килнĕ пек.

Юрий Семенов – ĕçлеме пултаракан сăвăç, пĕрремĕш утăм турĕ, поэзии йывăр çулĕпе вăл малалла çирĕппĕн утса каясса шанас килет.

Владимир Харитонов

Харитонов, В. Пĕрремĕш утăм : [Юрий Семенов сăвăçăн "Тупа" ятпа пичетленсе тухнă пĕрремĕш кĕнеки çинчен] / Владимир Харитонов // Ялав. – 1972. – № 10. – С. 31.