Жизнь и деятельность

 

Юрий Cементер

Паянхи чăваш литератури тăван сăмахлăх лавне вăйпиттин тапса туртакансем пуррипе вăйлă. Çав сумлă кÿлĕмри паллă ятсенчен пĕри — Юрий Сементер.

Поэт, куçаруçă, литература тĕпчевçи Юрий Семенович Сементер Красноармейски районĕнчи Танăш ялĕнче 1941 çулхи кăрлачăн 2-мĕшĕнче çуралнă. Кĕçĕн Шетмĕри, Красноармейскинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенче, Çĕрпÿри культурăпа çутĕç училищинче, Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологи уйрăмĕнче вĕреннĕ.

1960—1963 тата 1969—1971 çулсенче Шетмĕ ачи çар ретĕнче тăнă, ахаль салтак, сержант, взвод командирĕн çумĕ, кайран рота командирĕн çумĕ пулнă. Хальхи çар званийĕ — запасри капитан. Çартан таврăнсан, сăвăç комсомол райкомĕнче, Çĕрпÿри райхаçат редакцийĕнче, Чăваш кĕнеке издательствин илемлĕ литература редакцийĕнче ĕçленĕ. 1974 çултанпа — "Ялав" журналăн тĕп редакторĕ.

Çыравçăн пĕрремĕш сăввисем Красноармейски райхаçатĕнче 1957 çулта кун çути курнă, çав çулсенчех çамрăк поэт "Ялав" журналта сасă панă.

Юрий Сементерĕн пĕрремĕш сăвă кĕнеки 1972 çулта пичетленсе тухнă. Унтанпа поэт литературăн тĕрлĕ жанрĕсенче вăй хурать. Лирикăлла сăвăсемсĕр пуçне вăл вунă поэма çырнă, вĕсем хушшинче "Сакăр кăйкăр", "Юлашки çул", "Катюша", "Кăкшăм чăрăшĕ" тата "Пуля" уйрăмах паллисем шутланаççĕ.

Сăвăç чăваш композиторĕсемпе алла-аллăн ĕçлет. Филипп Лукинпа, Григорий Хирпÿпе, Герман Лебедевпа, Федор Васильевпа, Тимофей Фандеевпа, Иван Аршиновпа, Юрий Кудаковпа, Николай Карлинпа, Анатолий Никитинпа, Геннадий Максимовпа пĕрле вăл вуншар юрă çынă. "Уçланкăри палан", "Малтанхи юратăвăм", "Савнă Чăваш ен", "Шăнкăр-шăнкăр çăлкуç", "Ылтăн çĕрĕ", "Сарпикем, хĕр-пикем" тата ыттисем — халăх юратса юрлакан юрăсем. Поэтăн кĕвĕ-çемĕ уртмахĕнче çавăн пекех — романс, серенада, баркарола, кантата, оратори, юрăпа ташă сюити, музыка комедийĕ, опера жанрĕпе çырнă, ÿнер тĕнчинче палăрнă произведенисем.

Чăваш çыравçин сăвви-поэмине вырăсла, украинла, белорусла, узбекла, азербайджанла, туркменла, казахла, полякла, чехла, серб-хорватла, венгрла, пăлхарла, акăлчанла, нимĕçле, тутарла. пушкăртла, удмуртла, çармăсла тата ытти чĕлхесене куçарнă. Юрий Сементер хăй те тăванла литературăсемпе çыхăну тытас енĕпе нумай вăй хурать. Вăл тимленипе, вăл пухса хатĕрленипе чăваш поэзийĕн кĕнекисем Киевра, Минскра, ытти хуласенче сумлă кăларăмсемпе тухнă, Душанбере вара Константин Ивановăн "Нарспийĕ" таджик чĕлхипе кун çути курчĕ. Поэт вырăс халăхĕн чаплă литература палăкне — "Игорь полкĕ çинчен хунă юрра" — А. Пушкин, М. Лермонтов, Н. Некрасов, С. Есенин, А. Твардовский, К. Симонов, С. Орлов, В. Кочетков, П. Градов çырнисене, çавăн пекех украинларан И. Котляревский, И. Франко, Л. Украинка, П. Тычина, Б. Олейник, И. Драч, С. Репьях, белорусларан М. Танк, А. Пысин, В. Зуенок, Ю. Свирка, С. Законников, тутарларан С. Хаким, Р. Харис, Р. Файзуллин, пушкăртларан М. Карим, Р. Бикбаев, А. Ахмет-хуçа тата ыттисем çырнисене чăвашла куçарса кăларнă. К. В, Иванов ячĕпе хисепленекен Чăваш академи драма театрĕ Ф. Абрамовăн "Амăшĕпе хĕрĕ", А. Коломиецăн "Çемье чысĕ", Л. Яндаковăн "Ачаллă хĕр", Ф. Буляковăн "Савать-и, савмасть-и", А. Заридзен "Кĕтсе илейменшĕн каçар", Д. Мароттăпа Б. Рандонен "Тăлăх арăмсен йăпатмăшĕ", А. Касонăн "Иывăçсем вилĕме пуç таймаççĕ" пьесисем тăрăх лартнă спектакльсем Ю. Сементер куçарнипе чăваш сцени çине тухнă.

Литературăпа искусствăна аталантарас ĕçри çитĕнÿсемшĕн Ю. С. Сементере 1984 çулта Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕн Хисеп Грамотипе, 1996 çулта Туслăх орденĕпе наградăланă, 1988 çулта Чăваш АССР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ятне панă. Поэта "Аван-и, салтак" кĕнекешĕн 1983 çулта чăваш çамрăкĕсен Çеçпĕл Мишши ячĕпе хисепленекен премине панă. Нестер Янкас ячĕллĕ премие Ю. Сементер 1996 çулта тивĕçнĕ.

Çыравçа Чăваш тата Раççей писателĕсен ертсе пыракан органĕсене суйланă.

Поэтăн паллăрах кĕнекисем: "Тупа" (сăвăсем, 1972), "Çĕр çаврăнать" (сăвăсем, 1974), "Çамрăк турист" (сăвăсем, 1975), "Çĕршывăн хастар ачисем" (литература очеркĕ, 1976), "Шетмĕ шывĕ" (сăвăсем, 1977), "Ниме" (сăвăсемпе поэма, 1979), "Аван-и, салтак" (сăвăсем, 1981), "Пирĕн вăйă карти" (сăвăсем, 1982), "Чĕнтĕрлĕ кĕпер" (сăвăсемпе поэма, 1984), "Уçланкăри палан" (сăвăсем, юрăсем, поэма, 1987), "Йĕс шăнкăрав" (сăвăсем, поэмăсем, юрăсем, 1991), "Автан мĕншĕн авăтать" (юмахсем, 1994). Поэтăн вырăсла кĕнекисем Шупашкарта тата Мускаври "Современник", "Детгиз" издательствăсенче тухнă.


Юрий Сементер // Çилçунат. – 1997. – № 1. – С. 12.