Поэзия

 

Пурнăç

Çĕр çаврăнать:
Хăмăлтан çĕр пулать,
Çĕртен тырă пулать,
Тырăран çăкăр пулать...

Çĕр çаврăнать:
Шухăшран сăмах пулать,
Сăмахран тĕллев пулать.
Тĕллеврен ĕç-хĕл пулать...

Çĕр çаврăнать:
Пĕлĕтрен çумăр пулать,
Çумăртан шур юр пулать,
Шур юртан çеçке пулать...

Çĕр çаврăнать:
Тихаран лаша пулать,
Ачаран этем пулать,
Пурнăç çĕнелсе пырать.
 

Сементер, Юрий. Пурнăç // Сементер, Юрий. Кĕрхи вĕçев / Юрий Сементер. – Шупашкар, 2010. – С.43.