Поэзия

 

Çĕрĕм-шывăм, Чăвашъен

Çĕрĕм-шывăм, Чăвашъен,
Ешĕл аркăллă çаран,
Анне евĕр илĕртен
Эс пире мĕн ачаран.

Çĕрĕм-шывăм, Чăвашъен,
Кĕмĕл тинĕс пек уй-хир,
Эс пире ĕçе чĕнен –
Çавăнпа ĕçчен эпир.

Çĕрĕм-шывăм, Чăвашъен,
Советсен пĕр çемйинче
Çамрăклан та чечеклен
Пур тĕнчемĕр умĕнче.

Сементер, Юрий. Çĕрĕм-шывăм, Чăвашъен // Сементер, Юрий. Йĕс шăнкăрав / Юрий Сементер. – Шупашкар, 1991. – С. 217.