Поэзия

 

"Уй кĕнеки пек уçăлать çĕн касă..."

Уй кĕнеки пек уçăлать çĕн касă.
Утса пăхсамăр: ăшă вăл, çемçе.
Ыраш пĕрчи пек варăнса юлассăм
Килет хăйма пек çĕр ытамĕнче.

Калча пулса кашлас килет пĕр хушă,
Пучах пулса суллас килет пуçа:
Чипер малашшăн, ырă улшăнушăн
Пуçтартăр-и те çаптăр-и хуçа.

Тăри ман мамăк сăпкама сиктернĕн,
Сассипеле лăпканăн путене,
Вăй-халпала пĕрле мĕнпур ÿнерĕн
Асамлăхне эп кÿрĕп çынсене.

Йĕркен-йĕркен сухаçăсем çыраççĕ
Уй-хирĕн пархатар кĕнекине,
Шăпах çапла рет-ретĕн шăрçалаççĕ
Хусанкайсем эреш кĕввисене.

Поэзи сар хĕвел çĕре чуптунăн,
Çĕр туртăннăн тÿпе ăшшипеле,
Вĕри юнпа патвар çунатлă чунăн
Ӑнтăлăвне сунать таса тивлет.

Мухтав сана, тăван уй-хир юрриçĕм,
Мухтав сана, çÿлтен килен кĕтрет.
Çав пĕрлĕхре пиçсе шăраннăн иçĕм
Сăмахăм тухăçне курас килет.
 

Сементер, Юрий. «Уй кĕнеки пек уçăлать çĕн касă...» // Сементер, Юрий. Кĕрхи вĕçев / Юрий Сементер. – Шупашкар, 2010. – С. 117.