Поэзия

 

Чÿлмеклĕ эскиз

Шыва анать ногай пики – Багаутдин Чечекĕ.
Хаваслă çемĕ кăларать алра ун пуш чÿлмекĕ.

– Ай, селĕм янратать-çке ку, – шутлать чÿлмек тулашĕ,
Чечек çăлкуç шывне ăссан чăп тулчĕ ун шалашĕ.

Çÿлтен анать аялалла хĕм куçлă юлан утçă.
Халь тĕлпулу кĕвви калать ирхи сăрт-ту çăлкуçĕ.
 

Сементер, Юрий. Чÿлмеклĕ эскиз // Сементер, Юрий. Кĕрхи вĕçев / Юрий Сементер. – Шупашкар, 2010. – С. 43.