Поэзия

 

"Вăхăт теп, тархасшăн, ан васка…"

Вăхăт теп, тархасшăн, ан васка,
Пурнăç илемне курса юлар кăшт.
Çук, васкать. Ак уçăлчĕ лавкка,
Çĕнĕ супермаркет, гипермаркет...

Пурте сутуçсем пулса тăрсан
Пурлăх тăваканĕ кам пулать-ши?
Тĕрлĕ халăх килнĕ Кавказран,
Шарт çапать ик аллине чăвашĕ.

Тĕлĕнсе Çĕрпÿ пасарĕнчен
Шелепи мучи çырсаччĕ сăвă,
Ĕлĕк аслă пулнă çут тĕнче
Паянхи суту-илÿшĕн тăвăр.

Мĕн шыратăн — çийĕнчех тупан,
Ку туллилĕх пирĕншĕн, тен, пушлăх?
Поэта та ав йĕрлет хыçран
Хăйне хăй сутса ярас хăрушлăх.
 

Сементер, Юрий. «Вăхăт теп, тархасшăн, ан васка…» // Сементер, Юрий. Кĕрхи вĕçев / Юрий Сементер. – Шупашкар, 2010. – С. 188.