Поэзия

 

"Виç вăй-мĕн тупăшнă яланлăх…"

Виç вăй-мĕн тупăшнă яланлăх.
Пĕрремĕш парăнать пуянлăх.
Унтан илем калле чакать.
Пурне те çĕнтерет... сăпайлăх.

Сементер, Юрий «Виç вăй-мĕн тупăшнă яланлăх…» : [сăвă] // Сементер, Ю. С. Ĕмĕрсем параççĕ алă = Веков рукопожатие / Ю. С. Сементер. – Шупашкар, 2010. – С. 58.