Поэзия

 

«Ăçталла тинкеретĕн, аннем, ирĕн–каçăн…»

– Ăçталла тинкеретĕн, аннем, ирĕн–каçăн,
Кантăк витĕр–им вĕçрĕ чунри канăçу,
Шуçăмлах шухăшпа ан шурсамччĕ, тархасшăн,
Вырăнтах–çке, аннем, тухăçу–анăçу...

– Ах, ачам, урамра лантăш пек шурă сывлăм,
Вĕçен кайăк васкать кăнтăра сивĕччен,
Ир ăсаннă аçу та кĕтет пулĕ, ывлăм,–
Çăмăл мар–тăр ăна карчăккисĕр пĕччен...

– Чĕрене пĕрмаях ан хускат–ха, аннеçĕм,
Арчаран кĕпÿпе тутăрна кăларса,
Ан васка, ан пăлхан... Ят тухсассăн чĕнеççĕ,
Акă кукăль те пиçрĕ... Çиер–ха ларса.

– Ах, кукли, ырă кинĕм, хĕвел пек сар питлĕ,
Юратсах ăна çийĕччĕ хамăр аçу,
Чан çапсассăн… чиркÿ те пулинччĕ евитлĕ,
Унсăр анмĕ çĕре тÿпери çураçу.

– Асаннеçĕм, мĕн–мА чарăнсах эс сăнатăн,
Курăни–курăнми кайăк хур çекĕлне,
Тен, тупасшăн унта эп вĕçес çил çунатăн
Çăлтăр витĕр выртан йăлтăр–йăлтăр çулне?

– Ах, мăнукăм, йĕкел пек чăвашăм–малашăм,
Юман евĕр ÿссе çăлтăр евĕр çиçсем.
Эп сана… кайăк хур хушшинчен… ыр сунасшăн
Вĕсемпе… инçете–инçете… вĕçнĕçем…

19.03.00

Сементер, Ю. «Ăçталла тинкеретĕн, аннем, ирĕн–каçăн…» : [сăвă] // Сементер, Ю. Хуркайăк çулĕ / Ю. Сементер. – Шупашкар, 2002. – С. 6.