Поэзия

 

«Кала, пикем, хăш вăхăтра…»


* * *
Кала, пикем, хăш вăхăтра
Çак ирĕке туянтăн эс,
Ман чĕрене лăпкăлăхран
Мĕнпе чĕнсе кăлартăн эс.

Хăш вăхăтра çÿл тÿперен
Ик çăлтăр анчĕç сан çине,
Пăхса илсен вут чĕртекен
Хĕм пачĕç хăмăр куçсене?

Е ирхине, е каçхине
Шăнкравлăн выляса–кулса
Ик вĕршĕн сан сăну çине
Вырнаçрĕç куç харши пулса?

Хăçантанпа хăва хулли
Сан пилĕк шутланать, пикем,
Хăçантанпа хĕвел кулли
Сан ятупа сапать хĕлхем?

Вылянăçем ик çунату
Умра шур акăш курăнать,
Чун–чĕрери пин–пин ыйту
Пуçа шерпет пек çавăрать.

Сементер, Ю. «Кала пикем хăш вăхăтра…» : [сăвă] // Сементер, Ю. Кĕрхи вĕçев / Ю. Сементер. – Шупашкар, 2010. – С. 9-10.