Поэзия

 

«Ларать Ехрем хуçан хитре керменĕ…»


Ларать Ехрем хуçан хитре керменĕ
Шур Шупашкарăн лăпкă касĕнче.
Чăваш улпучĕн чунĕнчи кервенлĕх
Пурнать çак çуртăн шĕкĕрлĕхĕнче.

Илем те хăтлăх, капăрлăх – ансатлăх
Чĕнет те йыхăрать пек аякран,
Анчах мĕн–ма–ха чĕнтĕрлĕ çак палăк
Хуламăрпа пуплесшĕн мар паян?

Хăй ĕмринче темскер те тўснĕ ватă
Темскер пытарнăн çамрăк – кĕрĕмрен,
Хăю çитереймест куçне уçма та
Вăраннă халăх умĕнчи кермен.

Ларать музей.
Кам шутлĕ, кам ĕненĕ:
Синкерлĕхе сиксессĕн çутă кун
Шăп çакăнта Хусанкая хĕненĕ,
Миттапала Янкас юхтарнă юн.

Сементер, Ю. «Ларать Ехрем хуçан хитре керменĕ…» : [сăвă] // Сементер, Ю. Хурапа шурă = Черное и белое / Ю. Сементер. – Шупашкар, 1998. – С. 32.