Поэзия

 

"Ешерен туратсем хушшипе..."

Ешерен туратсем хушшипе
Сăрхăнать сар хĕвел пайăрки,
Мĕн тери пархатарлă, чипер
Çут тĕнчен ыртăваслăх йĕрки.

Сăртламра ав çупкам та çупкам
Илĕртÿллĕн пиçет çĕр çырли,
Ырă çыннăм, ан ирт, тутансам, —
Сан енне туртăнать чи хĕрли.

Чăтлăхри пĕчĕк кайăк — чепчен —
Шăратать пысăк туйăм юрри,
Ан çÿре тет, тăванăм, пĕччен,
Чун кĕвви санпала пултăр-и...

Тавтапуç, шăнкăр-шăнкăр çырма,
Тайма пуç, ытарми чечексем.
Сар хĕвел ăшши пек юхăма
Ман хушасчĕ хам евĕр хĕлхем.
 

Сементер, Юрий. «Ешерен туратсем хушшипе...» // Сементер, Юрий. Кӗрхи вӗҫев / Юрий Сементер. – Шупашкар, 2010. – С. 42.