Поэзия

 

"Пӗтӗм ял вырмара. Анлӑ хир пурпӗр шӑпӑрт..."

Пĕтĕм ял вырмара. Анлă хир пурпĕр шăпăрт.
Шăрчăк хĕлĕх сĕрни те кĕрет хăлхана.
Çурла çеç кастарать ыраша кăчăрт-кăчăрт,
Çав саспа васкасах пушанать халь ана.

Таврана ылтăнпа сăрласа анса ларчĕ
Ылтăн ĕçĕн ăсти — шеп хевтеллĕ хĕвел.
Пурлăха çаврăнать ун асамлă хăвачĕ:
Пăх та кур — çĕкленет çĕмел хыççăн çĕмел.

Сементер, Юрий. «Пӗтӗм ял вырмара. Анлӑ хир пурпӗр шӑпӑрт...» // Сементер, Юрий. Кӗрхи вӗҫев / Юрий Сементер. – Шупашкар, 2010. – С. 43.