Художественные переводы

 

Тăван çĕршыва таврăнни

Сергей Есенин

Эп таврăнтăм çуралнă вырăна,
Ачалăха эп çакăнта ирттернĕ.
Мăкла чиркÿ пĕлĕтĕлле тĕреннĕ,
Мана вăл каланча пек курăнать.

Мĕн чухлĕ çĕнĕ хутшăну
Ума тухса тăрать кунта хальхаççăн,
Вĕçе-вĕçех тем тĕрлĕ улшăну
Мĕлкен çÿрерĕ йĕрлесе ман хыççăн.

Уйăраймарăм эп атте килне,
Кăчăк туртмасть халь вĕрене савса.
Крыльца çинче лармасть текех анне
Пăтăпала чăх-чĕп тăрантарса.

Ӑна та
Ватлăх пусрĕ пуль хальччен...
Салхуллăн эп сăнатăп таврана.
Епле вăл ютăн туйăнать мана!
Ун айккинче шур чул ларать этемĕн.

Кунта çăва!
Мăкланнă хĕрессем,
Хаяр тытăçура çак вилесем
Аллисене сарса шак хытнă тейĕн.

Пĕр ватă ак килет туяласа,
Чăштăртатать хурхухĕ те мăянĕ.
«Тур пулччĕ, ырă çыннăм, каласам,
Ӑçта пурнать Есенина Татьяна?»

«Татьяна? Хм...
Çав пÿртĕн леш енчи.
Ху кам пулан?
Тăван?
Тен, ывăлĕ, таçта çухалнăскер?»

«Эп — ывăлĕ.
Анчах мĕн-ма, мучи,
Мана эс шеллĕн Тинкерен темскер?»

«Аван, мăнук, аван,
Мана та паллаймарăн!»
«Эсех-и ку, чăнах та, асатте?»
Вара сăмах-юмах тапранчĕ кайрĕ.
Курăк çине куççуль тумланăçем.


«Вăтăралла, тен, эсĕ çывхаратăн?
Эп тăхăрвуннăра.
Кĕç — лерелле.
Маларахран таврăнмаллаччĕ санăн».
Вăл çамкине пĕрет пĕрмечелле.
«Çапла кунçулĕ...
Эс партейнăй мар-и?»
«Çук-ха!»
«Йăмăкусем — комсомолта.
Тискерлĕх! Тек ыр курасси юлмарĕ.
Ав, турăш та çĕрсе выртать тулта,
Чиркÿ çинчен — эх, çав
кăмиссара —
Хĕрес антарчĕ, — ретлĕн
пуççапаймăн
Юрать çÿрекелеп ăвăссара,
Тен, кирлĕ пулĕ...
Турăсăр пурнаймăн...

Мĕн каласси?
Çитсен хăвах куран».
Эпир ана хушшипеле утатпăр.
Ман чунăмра — хир шавĕ, сĕм
вăрман.
Асаттене вара — чиркÿ янратăр.


«Аннем, аннеçĕм!
Сывă-и, чипер-и?»
Каллех куççуль шăпăртатать куçран.
Ула ĕне те макрăва илтерĕ
Çак нишлĕхпе чухăнлăха курсан.

Стена çинче — чĕп-чĕрĕ куçлă
Ленин.
Ку пурнăç манăн мар çав, йăмăксен.
Çапах та эс хавассăн чĕркуçленĕн
Тăван тавралăх ытамне лексен.

Ак кÿршĕсем...
Алри ачаллă арăм.
Пĕри те палламасть, пĕлмест мана,
Байронăнни пек йыт çури пĕр ярăм
Вĕрсе кĕтсе илейрĕ хăнана.

Ах, савнă ен!
Эс улшăннă йăлтах,
Эп хам та ĕнтĕ урăхла этем.
Асаттепе анне хуйхăрнăçем
Йăмăк кулли татах та савăкрах.

Паллах, эп Ленина та турăш темĕп,
Эп хам та куркаланă тĕнчене...
Çавах мана илĕртетех пуль темĕн —
Эп пуç тайсах ларатăп сак çине.

«Ну, йăмăкăм, пуçла!»
Кĕнекисем ун янтă.
Калать вăл,
Библи пек, «Капитала» уçса
Маркс çинчен,
Энгельс çинчен...
Анчах кирек епле çанталăкра та
Çак томсене эп вуламан тытса.

Çак йăрă хĕр,
Кулмасăр чăтаймарăм,
Ку тĕлĕшпе сутсах ярать мана.


Байронăнни пек йыт çури пĕр ярăм
Вĕрсе кĕтсе илейрĕ хăнана.


1924


Ю. Сементер куçарнă

Есенин С. Тăван çĕршыва таврăнни / Сергей Есенин ; Ю. Сементер куçарнă // Тăван Атăл. – 1995. – № 10. – С. 44-45.