Художественные переводы

 

Бетховен

Виталий Коротич,
УССР Государство премийĕн лауреачĕ

Музыка. Сцена. Чуна тем туллать.
Çÿç-пуç шуралать.
Таçа куçсенчен чĕрĕ кĕмĕл тумлать.
Малъен çуталать.

Çĕр пек, тĕнче пек янăрать вăл ялан.
Çил – унăн çивĕчĕ.
Çапла хăть пĕр сăвă çырасчĕ те ман –
Çитĕччĕ.

Юрий Сементер куçарнă

Коротич, В. Бетховен / Виталий Коротич ; Юрий Сементер куçарнă // Тăван Атăл. – 1983. - № 7. – С. 35.