Художественные переводы

 

"Вăрçа кĕрекенсем…"

Виталий Коротич,
УССР Государство премийĕн лауреачĕ

Вăрçа кĕрекенсем
Чапа аса илмеççĕ,
Пайти пирки тăмаççĕ хаклашса.
Мĕскер вăл

Чыс-хисеп эквиваленчĕ –
Пĕрре те чăрманмаççĕ шутласă.
Вăрçа кĕрекенсем
Çĕршывшăн çапăçаççĕ.

Кайран, çĕршыв хăйсен ĕçне курсан,
Сăпайлăн, пит тÿлеккĕн калаçаççĕ,
Хăраççĕ, тейĕн, айăп тăвасран.

Юрий Сементер куçарнă.

Коротич, В. «Вăрçа кĕрекенсем…» / Виталий Коротич ; Юрий Сементер куçарнă // Тăван Атăл. – 1983. - № 7. – С. 35.