Художественные переводы

 

"Кам курнă: сĕм вăрманĕ те çаранĕ…"

А.С. Пушкин

Кам курнă: сĕм вăрманĕ те çаранĕ
Унта çиçет ем-ешĕл тĕспеле,
Реххетлĕн çăвăнса выртать çыранĕ
Хаваслă та ачаш хумсемпеле,
Сăртсем, лаврсем, хитре васан хуранĕ
Кичемленмеççĕ юр сиввипеле?
Кам курнă пыллăх пек çĕре? Пуç янă
Çынна çав ен юратупа çунтарнă.

Сар кун тĕнчи! Эльвина çĕрĕ-шывĕ,
Ĕмĕтĕмсем вĕçеççĕ сан патна!
Тинĕс хĕррин шĕврек хысаклă тăвĕ,
Çăлкуç сасси аса килет мана,
Чечеклĕ айлăм лăпкăлăхĕ, шавĕ...
Килĕштерсе çав ырă вырăна
Сăпайлă, лăпкă тутарсем пурнаççĕ,
Хăна-вĕрле пырсан – чунтан сăйлаççĕ.

Çăтмах пекех чипер унти тавралăх:
Сад пахчисем, ялсем те хуласем.
Шап-шурă чул çыран – хăйне-хăй палăк,
Тĕтрелĕхре çĕтеççĕ карапсем.
Иçĕм çырли ниçет – куç-пуç шармалăх,
Çерем çинче çÿреççĕ выльăхсем...
Ав, Митридат вилтăприне çут шуçăм
Хĕмпе сăрлать, хĕвел анса ларуçăн.

Мирт йывăççин шавне илтеп-ши урăх,
Кĕрейĕп-ши кăтра вăрмансене,
Çыраи, хумсем... Тепре хăçан-ши курăп
Хаваслăх пек яп-янкăр тÿпене?
Тăрăлаять-ши пурнăç хура-шурĕ,
Хăварайса чи ырă кунсене?
Пулайăп-ши унта ĕлккен асамлăх
Канлĕхĕпе чуна лăплантармалăх?

Юрий Семенов куçарнă

Пушкин, А. С. «Кам курнă: сĕм вăрманĕ те çаранĕ…» / А. С. Пушкин ; Юрий Семенов куçарнă // Ялав. – 1979. - № 6. – С. 21.