Художественные переводы

 

Юрату

Маргит Сечи

Пăхса илем-ха сан сăнна.
Мана ăсран кăларнăскерĕм,
Вут-çулăмпа çунтарнăскерĕм,
Эс çепĕç те, хаяр-çиллес те.
Чикан шăпи, çÿренĕçемĕн,
Сана сÿс тыллиллех тылланă,
Çапах, сăнатăп та куçна,
Эс чун çепĕçлĕхне упранă.

Тен, халĕ маннă эс мана?
Пулин, эп пĕртте укĕнместĕп,
Мĕн-ма тесен, çав вăхăтсем
Кăкăрăмра çеçке çураççĕ,
Çамрăклăхри асамлăхпа
Таçта чĕнеççё, йыхăраççĕ...
Яшлăхăма пайланă çыннăм,
Ӑçтан манам-ха эп сана?

Юрий Сементер куçарнă.

Сечи, М. Юрату / Маргит Сечи ; Юрий Сементер куçарнă // Тăван Атăл. – 1988. - № 4. – С. 25.