Художественные переводы

 

Шăл тухтăрĕ

Рыгор Бородулин

Эп шăл тухтăрĕ пулап –
Шăл ĕçне аван чухлап.
Мухтанать тесе ан калăр,
Хăвăр курăр та пахалăр:
Парăр çеç манна тура –
Хĕскĕчпе тем самантра
Пур шăлне те кăларап.

Юрий Сементер куçарнă

Бородулин, Р. Шăл тухтăрĕ / Рыгор Бородулин ; Юрий Сементер куçарнă // Çилçунат. – 1991. - № 12. – С. 15.