Художественные переводы

 

Пулас ăрусене

Захар Дичаров
(Ленинград поэчĕ)

Пуласлăх пирки шухăшлатăп.
Камсем улăштарĕç пире?
Вара ĕмĕте эп путатăп,
Куратăп çап-çутă ире.
Кĕрнеклĕ яшсем ыткăнаççĕ
Йăл-ял çăлтăрсем хушшипе.
Кашнийĕн пур мăшăр çуначĕ,
Гастелло çÿрет кашнинпе.
Комета ÿксен – тытса чарĕç,
Хăпарĕç хĕвел çÿллĕшне.
Пĕлесчĕ: мĕнпе танлаштарĕç
Вĕсем чăн телей виçине?
Мĕнпе-ши киленĕç хаваслăн,
Мĕн кÿрĕ инкек вĕсене,
Таçта çăпата тĕл пулсассăн,
Ӑнланĕç-ши мĕн иккенне!
Е нÿсĕррĕн сирĕç, пăрахĕç
Хальхи ĕмĕрсен ĕç-хĕлне,
Тен, çĕнĕлĕх тăвĕ пăрахăç
Пире асăнас йĕркене?
Çапах та эп çирĕп шанатăп:
Ни атом, ни хурçă сивви
Чуна сивĕтеймĕç нихçан та, –
Вĕри пулĕ унăн тĕвви!
Çынна çын ăнланĕ, ĕненĕ.
Суд юлĕ авал арчине.
Хĕрарăм ун чух та хĕрхенĕ
Инçе каякан ачине.
Кунсем çĕмренсем пек ăсанĕç,
Мифсем хывĕç çĕн ĕмĕрсем.
Çавах туйăма витмĕ манăç,
Юратĕç те савĕç чунсем.
Вара вĕçсĕр уçлăх ытамĕ
Яланлăх чĕнсен каччине,
Куççулĕн шăрçа пек тумламĕ.
Нÿретĕ сар хĕрĕн питне.
...Пуласлăх пирки шухăшлатăп.
Камсем улăштарĕç пире?
Çапах вĕсем манмĕç – шанатăп! –
Эпир çутса янă ире!

Вырăсларан Юрий Семенов куçарнă

Дичаров, З. Пулас ăрусене / Захар Дичаров ; Юрий Семенов куçарнă // Тăван Атăл. – 1973. – № 2. – С. 35.