Художественные переводы

 

Ирхине

Александр Доронин,
мордва поэчĕ

Янравлă сывлăм кĕввипе
Пахча вăранчĕ ыйхăран,
Çил йăпшăнса çÿренипе
Юрларĕ калинкке ян-ян.
Чăпар автан çунат çапса
Хыпар вĕçтерчĕ урама,
Кăвар пек çут çава йăтса
Яш-кĕрĕм анчĕ айлăма.
Ем-ешĕл курăк пуç тайса
Йăванчĕ тинĕс хумĕ пек,
Хĕвел те, тÿперен анса,
Ĕçе пикенчĕ пирĕнпе.

Юрий Сементер куçарнă.

Доронин, А. Ирхине // Александр Доронин ; Юрий Сементер куçарна // Тăван Атăл. – 1985. - № 12. – С. 21.