Çеçпĕл Мишши пурнăçĕпе пултарулăхĕн паллăрах тапхăрĕсем


1899 ç. ноябрĕн
4(16)-мĕшĕ
Хусан кĕпĕрнинчи Çĕрпÿ уесĕнче (халĕ Чăваш республикинчи Канаш районĕ) Касакасси Шĕкĕр (халĕ Çеçпĕл) ялĕнче, Кузьма Федоровпа Агафья Николаева чухăн хресченсен килйышĕнче çуралнă.
Ноябрĕн 8(20)-мĕшĕ Шăхасан чиркĕвĕнче ача ятне хуртарнă чухне Шĕкĕр ялĕнчи хресчен Гаврил Егоров пулни çинчен метрика кĕнекине çырса хунă.
1907 ç. сентябрĕн 1(14)-мĕшĕ Михаил Кузьмич Шăхасанти иккĕмĕш класлă шкул çумĕнчи пуçламăш шкула вĕренме кĕнĕ.
1911 ç. çуркунне Пуçламăш шкултан вĕренсе тухать.
Июнĕн 8-мĕшĕ Ашшĕне ÿсĕрпе çапăçса айăпа кĕнĕшĕн тĕрмене тытса хупаççĕ. Пулас сăвăç тăлăха тăрса юлать.
1911 ç. кĕркунне –1914 ç. август Шăхасанти вулăс кантурĕнче çыруçă-ача ĕçĕпе пурăнать.
1914 ç. сентябрĕн 1(14)-мĕшĕ Шăхасанти учительсем хатĕрлекен иккĕмĕш класлă шкул советне, хăйне вĕренме илме ыйтса, хут парать те çав уйăхрах вĕренме тытăнать.
1916 ç. çулла – кĕркунне Фронта кайса килет (Минск кĕпĕрнинче пулать).
Ноябрь – декабрь Шкулта аслă классенче вĕренекен ачасем алăпа çырнă «Звездочка» ятлă журнал кăларма тытăнаççĕ. Журнал редакторĕ Михаил Кузьмин пулнă.
Çулталăк вĕçĕ Империализм вăрçи çине тарăхса, «Скоро» ятлă вырăсла сăвă çырать.
1917 ç. çуркунне Шăхасанти учительсем хатĕрлекен иккĕмĕш класлă шкултан вĕренсе тухать.
Сентябрь Теччĕри учительсен семинарине вĕренме кĕрет.
1918 ç. январĕн 13(26)-мĕшĕ «Хыпар» хаçатра «Çапла пулăшатăр-и?» статья пичетлесе кăларать.
Февралĕн
11-мĕшĕ
«Хыпар» хаçатра «Пирĕн вăй» статья пичетлет.
Март – апрель РКП (б) Теччĕ укомĕ хушнипе, семинаринче вĕреннĕ В. Плаксин, П. Бекшанский т. ыт. юлташĕсемпе пĕрле, хулара пуян ачисен ушкăнне хирĕç хулари ĕç çамрăкĕсен ушкăнне туса хураççĕ. Çак ушкăнти ачасем кайран комсомола кĕреççĕ.
Мартăн 27-мĕшĕ «Вăрман ачисем» калав çырса пĕтерет.
Апрелĕн 12-мĕшĕ «Тетюшские известия» хаçатра çамрăк поэтăн вырăсла çырнă «Обездоленных свет в непосильной борьбе...» сăвви пичетленсе тухать, çак вăхăталлах «Пуласси» сăввăн малтанхи вариантне çырать.
Çулла – кĕркунне Хĕрлĕ Çарта пулать (штабра ĕçлет, Хусан коменданчĕн хут ĕçĕсене йĕркелесе тăрать).
Октябрь Хусанти казармăра чăваш хĕрлĕ армеецсене хăй тин çырнă «Пурнăçпа вилĕм» сăввине вуласа парать.
Декабрĕн 15-мĕшĕ Раççейри Коммунистсен (большевиксен) партийĕ ретне кĕрет.
Декабрь варри Теччĕри учительсен семинаринче вĕренекенсен «Вĕренекенсен сасси» стена хаçатне тата «Çăлтăр» журналне кăларас ĕçе хутшăнма тытăнать.
1918 ç. декабрĕн 22-мĕшĕ – 1919 ç. февралĕн 25-мĕшĕ Хăйĕн юлташĕсемпе – П. Слесаревпа тата В. Сухаревпа Теччĕри РКП (б) укомĕ хушнипе Мускавра ВЦИК çумĕнчи инструктор-агитаторсен курсĕнче вĕренет. Унта вĕреннĕ чухне М. Сеспель В. И. Ленина курнă, вăл тухса каланине итленĕ.
1919 ç. январĕн 1-мĕшĕ «Канаш» хаçатра «Иртнĕ самана» тата «Вăхăт çитĕ, вăхăт пулĕ...» сăвăсем пичетленсе тухаççĕ (иккĕшне пĕрле малтанхи ячĕпе кăларнă).
Апрелĕн 1-мĕшĕ Теччĕри РКП (б) укомĕ кăтартнипе ытти юлташĕсемпе пĕрле Теччĕ семинаринче коммунистсене пулăшакансен (сочувствующисен) ячейкине туса хураççĕ. Малтанхи пухăва Çеçпĕл Мишши председатель шучĕпе ертсе пырать. Ячейкăна пурĕ 18 вĕренекен ача çырăнать. Вăл шутра кайран Чăваш республикинче ĕçлекен çак юл-ташсем пулаççĕ: П. Слесарев, А. Марков, В. Дмитриев, М. Каштанов т. ыт. те.
Апрель – май Теччĕ уесĕнчи ялсенче Коммунистсен партийĕпе Совет влаçĕ политики çинчен докладсем туса çÿрет, калаçусем ирттерет.
Майăн 22-мĕшĕ Теччĕри судпа следстви комиссийĕнче ĕçлеме тытăнать (кунта вăл следовательте, кайран председательте ĕçлет).
Июнь Пушă вăхăтра Теччĕри Халăх çуртĕнче библиотекăра, драмкружокра ĕçлет. Семинаринче пĕрле вĕренсе комсомолра пĕрле ĕçленĕ тусĕ Павел Бекшанский килйышĕнче Чĕмпĕртен хăнана пынă Анастасия Александровна Червяковăпа паллашать.
Июль «В Красном море» сăвă çырать.
Кĕркунне Комсомолăн Теччĕ уесĕнчи конференцинче Çеçпĕл Мишшине уком членне, уком пленумĕнче – председателĕн заместительне суйлаççĕ. Комсомолăн Хусан кĕпĕрнинчи конференцине Теччĕ уес организацинчен делегат пулса каять.
1920 ç. январĕн 1-мĕшĕ – мартăн 1-мĕшĕ Судпа следстви комиссийĕнче ĕçленĕ хушăрах Теччĕ уесĕнчи комсомол организацийĕн ответлă организаторĕн тата председателĕн ĕçне туса пырать. Çак тапхăртах «На помощь братьям» сăвă çырать.
Июнĕн 16–19-мĕшĕ Хусанта Пĕтĕм Российăри чăваш комсомолецĕсен пĕрремĕш съездĕнче пулать. Ăна съезд президиумне суйлаççĕ. Съезда хутшăнакансене Çеçпĕл хăйĕн сăввисене вуласа парать. Сьездра вăл ытти чăваш сăвăçисемпе, журналисчĕсемпе – И. Ахахпа, Хумма Çеменĕпе, Г. Тал-Мăрсапа, Н. Ваçанккапа, А. Лбовпа, А. Лукинпа т. ыт. те тĕл пулса паллашать.
Июнь Çеçпĕл Мишшине, следователь ĕçĕнчен хăтармасăрах, Раççейри телеграф агентствин (РОСТА) Теччĕ уесĕнчи корреспонденчĕ ĕçне уйăрса лартаççĕ.
Августăн 16-мĕшĕ Чăваш автономиллĕ облаçĕнчи Революци комитетне ĕçе чĕнсе илме ыйтса хут çырать.
Август РКП (б) Чăваш обкомĕ Çеçпĕле Чăваш облаçне ĕçлеме куçарасшăн Теччĕ укомне икĕ хут телеграмма ярать. Теччĕре ответлă ĕçре ĕçлекенсем çитмеççĕ тесе, Теччĕ укомĕ ăна иккĕшĕнче те ĕçрен хăтармасть.
Августăн 30-мĕшĕ Шупашкара куçса килет.
Сентябрĕн 3-мĕшĕ Революци комитечĕ Çеçпĕле Чăваш автономи облаçĕнчи Ревтрибунал председательне лартать.
Сентябрĕн 7-мĕшĕ Çеçпĕле Облаçри РКСМ комитечĕн членне суйлаççĕ.
Сентябрь Юстици пайĕн ĕçĕсемпе Мускава каять, унтан сентябрĕн 20-мĕшĕ тĕлне таврăнать.
Октябрĕн 21-мĕшĕ Облаçри Революци комитечĕ Çеçпĕле юстици пайĕн пуçлăхне лартать.
Ноябрĕн 11-мĕшĕ Чăваш облаçĕнчи Советсен I съезчĕ Çеçпĕле облĕçтăвком членне суйлать.
Ноябрĕн 17-мĕшĕ Çеçпĕл «Канаш» хаçатра «Пурнăçпа вилĕм» сăввипе «Сăвă çырассипе ударени правилисем» статйине пичетлесе кăларать.
Ноябрĕн 27-мĕшĕ «Канаш» хаçатра «Чăваш чĕлхи» сăвă пичетленсе тухать.
Ноябрь – декабрь «Чăваш ачине», «Чăваш арăмне» сăвăсем çырать. Ĕçрен пушă вăхăтра Чăваш педтехникумне çÿреме тытăнать, унта тĕрлĕ пухусемпе канашлусенче чăваш чĕлхипе литератури, краеведени ыйтăвĕсене сÿтсе явас ĕçе, литература каçĕсем туса ирттерес ĕçе хутшăнать, çамрăк-сене сăвă-калав çырма пулăшса пырать.
Декабрĕн 22-мĕшĕ Юстици уйрăмĕн ĕçĕсемпе Хусана командировкăна тухса каять. Вăл Хусанта чухне, декабрĕн 25-мĕшĕ умĕнхи каç Юстици уйрăмĕн çуртĕнче (хальхи Константин Иванов урамĕнчи 18 №-лĕ çуртра) вут тухать.
Декабрĕн 27-мĕшĕ Юстици çуртне вут тĕртме хĕтĕртнĕ тенĕ суя сăмахпа Çеçпĕле арестлеççĕ.
1921 ç. февралĕн 7-мĕшĕ Юлташĕсем (В. Дмитриев т. ыт. те) Çеçпĕл Мишшине хăйсен çăклăхне илсе ирĕке кăлараççĕ.
Февралĕн 24-мĕшĕ «Канаш» хаçатра «Йăвăр шухăшсем» сăвă пичетленсе тухать.
Март Наркомнацăн Чăваш облаçĕнчи кĕнеке куçарса кăларакансен комиссинче ĕçлеме тытăнать. Чăваш сăвăçисен кĕнекине пухса кăларма хатĕрленет, Л. Н. Толстойăн «Хаджи Мурат» повеçне, М. Ю. Лермонтовăн «Мцыри» поэмине куçарма пуçлать. «Эп вилсен» сăвă, «Упик» драма, «Истома» калав çырать.
Апрелĕн 27-мĕшĕ «Канаш» хаçатра «Чăн чĕрĕлнĕ!» тата «Чăваш поэтне Ахаха асăнса» сăввисем пичетленсе тухаççĕ, çак вăхăталлах «Или! Или! Лима савахвани!..» сăвă çырать.
Майăн 12-мĕшĕ Шăмă туберкулезĕ пирки сывлăхĕ начарланнипе Чулхула урлă Евпатори курортне тухса каять.
Майăн 14-мĕшĕ Чулхулана 31 эвакуаци госпиталĕн 3-мĕш уйрăмне çитсе выртать.
Майăн 18-мĕшĕ Чулхуларан Крыма тухса каять.
Июнь пуçламăшĕ Евпаторие çитсе «Талласа» санаторине вырнаçать. Санаторире Украинăран сывалма пынă Ф. Н. Пакрышеньпе, К. И. Турганпа, Мускавран пынă С. А. Ивановпа паллашать. Тăваттăшĕ те пĕр пÿлĕмрех вырнаçса пурăнаççĕ, туслашса каяççĕ.
Июнĕн 16-мĕшĕ «Катаран каç килсен» сăвă çырать.
Июнĕн 26-мĕшĕ «Шăршлă каç йăвăрри» сăвă çырать.
Июлĕн 5-мĕшĕ «Чăваш! Чăваш!..» сăвă çырать.
Июлĕн 7-мĕшĕ «Çĕн Кун аки» сăвă çырать.
Июлĕн 12-мĕшĕ «Тинĕсе», «Инçе çинçе уйра уяр...» сăвăсем çырать.
Августăн 13-мĕшĕ Çеçпĕл Мишши хăйĕнпе чи çывăх туслашса кайнă Ф. Н. Пакрышене тăватă йĕркеллĕ сăвă çырса парнелет («Экспромт»).
Августăн 14-мĕшĕ Çеçпĕл хăй тусĕсемпе Евпаторирен тухса каять.
Августăн 26-мĕшĕ Чăваш облаçĕнчи революцилле трибунал, Çеçпĕл Мишши айăпсăррине тĕпчесе тупса, ăна тÿрре кăларать, анчах сăвăç хăй кун çинчен октябрьчченех пĕлмесĕр пурăнать.
Августăн 28-мĕшĕ Харькова çитсе икĕ кун пурăннă хыççăн, хăй тусĕсенчен уйрăлса, Киева тухса каять.
Сентябрĕн 1-мĕшĕ Киева çитет. Пĕр-ик кунтанах вăл илемлĕх (художество) шкулне вĕренме кĕрет.
Сентябрĕн 19-мĕшĕ Илемлĕх шкулĕнче ик эрнене яхăн вĕреннĕ хыççăн Киеври уес çар комиссариачĕ Çеçпĕле, çар службинчен хăтарнă вăхăчĕ пĕтнĕрен, Хĕрлĕ Çар ретне йышăнать те 3-мĕш запас полкри командăна телефонпа телеграф ĕçне вĕренме ярать.
Сентябрĕн 20-мĕшĕ «Хурăç шанчăк» сăвă çырать.
Октябрĕн 26-мĕшĕ «Выç псалом» сăвă çырать.
Октябрĕн 30-мĕшĕ «Юлашки чĕл алра, юлашки чĕл...», «Кĕпер хывăр!» сăвăсем çырать.
Октябрĕн 31-мĕшĕ РКП (б) Чăваш обкомне парти членĕ правине тавăрма ыйтса çыру çырса ярать.
Ноябрĕн 19-мĕшĕ Çеçпĕле запас полкран Киеври çар округĕн телеграфпа телефон складне ĕçлеме куçараççĕ.
Декабрь Трибунал Çеçпĕлĕн суд ĕçĕ пирки мĕн йышăнни çинчен пĕлнĕ хыççăн РКП (б) Чăваш обкомĕнчен вăрахчен хыпар илеймен пирки Обкома иккĕмĕш çыру çырса ярать.
1922 ç. февралĕн 27-мĕшĕ Туберкулез чирĕ амаланса пынă пирки Çеçпĕле Хĕрлĕ Çар службинчен хăтараççĕ.
Март пуçламăшĕ Çеçпĕл Мишши хăйĕн Чернигов кĕпĕрнин Остер уесĕнчи Кашкăр Сăрчĕ ялĕнче пурăнакан тусĕ Федор Пакрышень патне пырса çитет.
Мартăн 15-мĕшĕ Остер уесĕнчи çĕрĕç пайне делопроизводителе ĕçлеме кĕрет. Унта вăл делопроизводительре тата çĕнĕ çĕре куçакансен комисси инструкторĕнче ĕçлет, Атăл тăрăхĕнчен выçлăх çулхине тухса килнĕ çынсене пулăшу кÿрес пирки хытă тимлет.
Мартăн 20-мĕшĕ «Хĕрлĕ-хĕрлĕ, хĕрлĕ мăкăньсем...» сăвă çырать.
Апрелĕн 6-мĕшĕ «Паянтан» сăвă çырать.
Апрелĕн 20-мĕшĕ Остер уесĕнчи комсомол конференцийĕн ĕçне хутшăнать.
Майăн 15-мĕшĕ РКП (б) Остерти укомĕ Çеçпĕл Мишши ыйтнипе, вăл партире тăни-тăманнине пĕлесшĕн пулса, Чăваш обкомне телеграмма ярать.
Май «Весна» сăвă çырать, çак вăхăталлах Т. Шевченкăн «Кобзарьне» чăвашла куçарать.
Майăн 22-мĕшĕ Малтанхи телеграмма çине хыпар илеймен пирки Остер укомĕ Чăваш обкомне иккĕмĕш телеграмма ярать.
Майăн 25-мĕшĕ «На дне дня» сăвă çырать.
Майăн 27-мĕшĕ «Жизнь моя, за какими холмами...» сăвă çырать.
Майăн 30-мĕшĕ «Выдуманным глазам» сăвă çырать.
Июнь «Мой любимый, любимый Нуль...» сăвă çырать.
Июнĕн 15-мĕшĕ Сăвăç Остер хули çывăхĕнчи Кивĕ Хула (Старогородка) ятлă ялта çакăнса вилет.
Июнĕн 16-мĕшĕ Сăвăçа хăй вилнĕ вырăнтах çăкалăха пытарнă.

 

Çеçпĕл Мишши пурнăçĕпе пултарулăхĕн паллăрах тапхăрĕсем // Çеçпĕл, М. Çырнисен пуххи / Мишши Çеçпĕл. - Шупашкар, 1989. - С. 496-503.


Çеçпĕл Мишши биографи