Çеçпĕл Мишши музейĕсем


«Çеçпĕл Мишшин тăван енĕ» асăну комплексĕ


«Ҫеҫпӗл Мишшин тӑван енӗ» асӑну комплексӗАсăну комплесне поэт çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа 1999 çулта Канаш районĕнчи Çеçпĕл ялĕнче уçнă. Комплес шутне музей, библиотека, асăну паркĕ, Культура çурчĕ, Аслă Аттемĕр вăрçинче вилнисене халалласа уçнă аллея кĕреççĕ.

Музейри экспонатсем поэт пурнăçĕнчи тĕрлĕ тапхăра сăнлаççĕ, литературăри ĕçĕ-хĕлне уçса параççĕ. Музейĕн тĕллевĕ – поэтăн кăмăл-туйăмĕ мĕнле пиçĕхсе пынине тата пултарулăхĕнче мĕн хавхалантарнине кăтратса парасси.

«Поэтăн ачалăхĕпе яшлăхĕ» пайра XIX-XX-мĕш ĕмĕрсенчи чăваш ялĕн пурнăçĕпе, Çеçпĕл Мишши çуралнă çуртăн макечĕпе, сăвăçăн несĕл тымарĕсемпе тата пулас обществăлла деятелĕн комсомолти ĕçĕсем çинчен калакан документсемпе паллашма пулать.

Музейпе Чернигов облаçĕнчи Остер хулин туслă çыхăнăвĕ çинчен калакан пай уйрăмах кăсăклă. Черниговри архивра поэт çырнă сăвăсен алçырăвĕсем упранса юлнă, вĕсем поэт ятне каялла тавăрма май панă. Экспозицисем хушшинче Украина делегацийĕсем хăварнă документсем, кĕнекесем, парнесем пысăк вырăн йышăнаççĕ.

çавăн пекех музей наукăлла тĕпчев ĕçĕсем те туса ирттерет, поэт ĕçĕ-хĕлĕ çинчен калакан документсене пуçтарсах пырать, Çеçпĕл Мишшин литературăпа ÿнерти çыхăнăвĕсене тупса палăртать, тĕпчет.

«Çак çăлкуç патне республикăра пурăнакансем те, унăн хăнисем те, ватти-вĕтти те хăйсен чунĕ валли литература пĕлĕвĕ çеç мар, пĕтĕмĕшле культура, гражданлăх, хастарлăх енчен пуянланас тесе ăнтăлĕç», – тенĕ музей çинчен Чăваш Республикин Президенчĕ Н. В. Федоров.

Адресĕ: 429330, Канаш районĕ, Çĕçпĕл ялĕ, Шкул урамĕ, 66 çурт.

Ĕç вăхăчĕ: 10 сехетрен пуçласа 17 сехетчен. Канмалли кун: вырсарни кун.

Чăваш наци музейĕн сайчĕ çинчи информаци.

Хăш-пĕр экспозицисем


Çеçпĕл Мишшин Шупашкарти музейĕ


Çеçпĕл Мишшин Шупашкарти музейĕÇеçпĕл Мишшин музейĕ Чăваш наци музейĕн филиалĕ шутланать. Ăна 2003 çулхи чÿк уйăхĕн 25-мĕшĕнче уçнă. Музей Атăл шывĕн хитре çыранĕнче, Шупашкар хулин историллĕ пайĕнче, Çеçпĕл урамĕнче, Михаил Кузьмич Кузьмин (Çеçпĕл) 1921 çулта Наркомнацăн Чăваш уйрăмĕн куçарупа издательство комиссийĕнче ĕçленĕ çуртра вырнаçнă.

«Тăвăла лекнĕ Çеçпĕл» экспозици Çеçпĕл Мишшин чун пуянлăхне, пурнăçри йывăрлăхсем сăвăçăн кăмăл-туйăмĕ çине мĕнле витĕм кÿнине уçса парать. Уйрăмах графикăлла ÿкерчĕксем тата Анастасия Червякова патне çырнă çырусем, ăна халалланă сăвăсем кăсăклă. çавăн пекех музей экспоначĕсем хушшинче Çеçпĕл Мишшин чăваш, вырăс тата украина чĕлхипе çырнă хайлавĕсем пур. Кунтах сăвăçăн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен калакан документсемпе, алçырусен ксерокопийĕсемпе, Анастасия Червякован сăнÿкерчĕкĕсемпе, П. Чичканов, П. Сизов тата В. Григорьев ÿнерçĕсен Çеçпĕл Мишшине сăнлакан репродукцийĕсемпе, Ф. Мадуров скульпторăн ĕçĕсемпе паллашма пулать. Музейра Чăваш Енĕн пĕрремĕш гербĕпе ялавĕ те упранаççĕ.

Музейа пыракансемшĕн Чăваш Республикипе Украина хушшинчи литература çыхăнăвĕ пирки калакан документсем, Çеçпĕл Мишши çырнă «Чăваш! Чăваш!» сăвăн алçырăвĕ тата украина çыравçин Ю. Збанацкийăн сценарийĕ тăрăх ÿкернĕ «Çеçпĕл» илемлĕ фильмри сыпăксем те кăсăклă пулма пултараççĕ.

Çеçпĕл Мишшин ĕçĕ-хĕлне тĕпчекенсемшĕн уйрăмах поэтăн 1921 çулта ÿкерĕннĕ сăнÿкерчĕкĕ кăсăклă. Вăл сăваçăн Шупашкарта пурăннă тапхăрĕнчен юлнă пĕртен пĕр сăнÿкерчĕк шутланать. Унта поэт Шупашкар ГЭСне тунă чухне шыв айне путнă хулан историллĕ пайĕнче сăнланнă.

Адресĕ: 428018, Шупашкар хули, Çĕçпĕл урамĕ, 8-мĕш çурт.

Мĕнле çитмелли: 7-мĕш автобуспа тата 37-мĕш таксипе «Арçынсен Святотроицки монастырĕ» чарăну таран каймалла; 22-мĕш автобуспа тата 36, 62 таксисемпе – «Введенски соборĕ» чарану таран.

Билет хакĕсем: çитĕннисемшĕн – 25 тенкĕ, студентсемшĕн – 20 тенкĕ, ачасемпе пенсионерсемшĕн, ĕç тата çарпа патшалăх службин ветеранĕсемшĕн, çар училищин курсанчĕсемшĕн – 15 тенкĕ. çăмăллатнă категорисемпе (телефонпа ыйтса пĕлмелле) 7 çула çитмен ачасене – тÿлевсĕр.

Ĕç вăхăчĕ: 10 сехетрен пуçласа 18 сехетчен, канмалли кун – вырсарни кунпа тунти кун.

Раççей музейĕсем сайтри информации.

Хăш-пĕр экспозицисем


Краеведени музейĕнчи Çеçпĕл кĕтесĕ, Теччĕ хули Тутарстан Республики.

Краеведени музейĕ, Теччĕ хули Тутарстан Республики

Çеçпĕл Мишши халалланă курав: Çеçпĕл Мишши поэт-трибун.

Адресĕ: 422370, Тутарстан Республики, Тетюши хули, Ленин урамĕ, 25 çурт.

Телефон: (884373) 2-55-07

Музейăн официаллă страници

E-mail: muzeitet@mail.ru

Поэт вилтăпри. Украинăри Чернигов облаçĕнчи Остер хулинчи краеведени музейĕн пайĕ.

Поэт вилтăпри Украинăри Чернигов облаçĕнчи Остер хулинчи краеведени музейĕн пайĕ