«Çеçпĕл çулĕпе»

Çеçпĕл Мишши çуралнă çурт. Касакасси (халĕ Çеçпĕл) ялĕ. 1957 ç. П. Чичканов сăн ÿкерчĕкĕ.

Теччĕри Бекшанскисен çурчĕ, Çеçпĕл Мишши час-часах кунта хăйĕн тусĕ Павел Бекшанский патĕнче пулнă.

Теччĕри учительсен семинарийĕ пулнă çурт, кунта 1917-1918-мĕш çулсенче Çеçпĕл Мишши вĕреннĕ.

Остер уезĕнчи Чернигов облаçĕнчи Старогородка ялĕ. Çеçпĕл Мишши 20-мĕш çулсенче çĕр инструкторĕ пулса ĕçленĕ çурт.

Теччĕ хулинчи халăх çурчĕ, кунта хула библиотеки вырнаçнă. Библиотекăра час-часах спектакльсем лартнă, Çеçпĕл Мишши пырса çÿренĕ.

Çеçпĕл Мишши вил тăприйĕ çинче ирттернĕ митинг. 1951 çулхи çурлан 12-мĕшĕ.