«Çеçпĕл» кинофильмран

1970 ç. Владимир Савельев режиссер А. Довженко ячĕллĕ киностудире Çеçпĕл Мишши çинчен фильм ÿкернĕ. Сценарисчĕ: Юрий (Григорий) Збанацкий. Операторĕ: Феликс Гилевич. Композиторĕ: Роман Леденев. Унерçи: Анатолий Добролежа.

Рольсенче: Иосиф Дмитриев, Нонна Терентьева, Виктор Мирошниченко, Виктор Шульгин, Владимир Бурмистров, Анатолий Кубацкий, Владимир Волков, Алексей Цыганков, Валентин Черняк, А. Смирнов, Борислав Брондуков, Ольга Ырзем, Борис Александров.

Фильма ĕçсем чăннипех пулса иртнĕ вырăнсенче ÿкернĕ.

Çеçпĕл биографийне кĕскен кăтартса паниех унăн пурнăçĕ мĕн тери йывăр та инкеклĕ, тулли те хирĕçÿллĕ пулнине уçса парать.

Фильмăн стилистики çине Çеçпĕлĕн йывăр шăпи те витĕм кÿрет – вăл питĕ йывăр та хытă пулса тухнă. Сăнарсене кунта вĕсен кăмăл-туйăмĕ тăрăх мар, Вăхăт вĕсем çине мĕнле витĕм кÿнине пăхса хакламалла.

Фильмри пĕр пай: Чĕлĕм чĕртсе янă вăхăтра Миронов арестленĕ Çеçпĕле: «Коммунистсем нумай асап тÿснĕ, чăтнă, халĕ вара хăш-пĕр çăмăллăхсемпе усă курма тивĕçлĕ», – тесе калать. Çеçпĕл хĕрÿллĕн: «Çук, тивĕç мар! Эпир коммунистсем вĕт!» – тесе хуравлать.

http://www.kino-teatr.ru



Иосиф Дмитриев – «Çеçпĕл» илемлĕ фильмри тĕп сăнара выляканĕ

«Çеçпĕл» фильмра ÿкерĕннĕ Нонна Терентьева (Киеври Леся Украинка ячĕллĕ драма театрĕн артистки) тата Анатолий Купацкий (Мускаври Гоголь ячĕллĕ драма театрĕн артисчĕ). Шупашкар. 1970 ç. Соколов сăн ÿкерчĕкĕ.

Сулахай енче Çеçпĕл Мишши рольне вылянă Иосиф Дмитриев.

«Çеçпĕл» фильмри сыпăк.

«Çеçпĕл» фильма ÿкернĕ самант. Шупашкар хули. 1970 ç. Соколов сăн ÿкерчĕкĕ.

«Çеçпĕл» фильмри сыпăк.

«Çеçпĕл» фильма ÿкернĕ самант. Шупашкар хули. 1970 ç. Соколов сăн ÿкерчĕкĕ.

«Çеçпĕл» фильмри сыпăк.

«Çеçпĕл» фильмри сыпăк.

«Çеçпĕл» фильмри сыпăк.

«Çеçпĕл» фильмри пĕр самант. Туся – Н. Терентьева, Çеçпĕл – И. Дмитриев. П. Чичканов сăн ÿкерчĕкĕ.

«Çеçпĕл» фильма ÿкернĕ самант. Шупашкар хули. 1970 ç. Соколов сăн ÿкерчĕкĕ.

«Çеçпĕл» фильмри пĕр самант. Килсĕр ачасем валли уçнă столовăй. 1970 ç.