Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Долгов Василий Архипович
Василий Долгов

Çаран çинче

Темиçе сехет хушши вăрман витĕр утнă хыççăн эпир виççĕн–виçĕ офицер, пурте ывăнса çитнĕскерсем,– сарлака улăха тухрăмăр. Аслă, калама çук тулăх, пуян улăх. Илемĕпе куçа илĕртет. Çаран, çаран!.. Унта-кунта çÿçе-хăва, пĕччен хурăн – кăтра каччă...

Инçетре те мар, пирĕн умрах, икĕ карăш пĕр харăс ура тапса авăтаççĕ. Хăва хушинче пĕчĕк чепчем – çепĕç кайăк – хăйĕн чĕвĕл юррине шăрантарать.

Эпир, ырă кайăксен юррине итле-итле, улăхри тĕрлĕ-тĕрлĕ чечексем çине пăхса, малалла утатпăр. Пĕр çамрăк хурăн патне çитсен, Ильин капитан пирĕн еннелле пăхрĕ те:

– Айтăр, юлташсем, кăштах канар, – терĕ.

– Канар, çаран çинче канар! – килĕшрĕ унпала Руденко капитан.

Симĕс курăк çине пĕр плащ-палатка сартăмăр та виççĕн юнашар тăсăла-тăсăла выртрăмăр. Çерем çинче мамăк тÿшек çинчи пек канлĕ. Кĕлетке те, чун та канать...!

Пирĕн хыçра сип-симĕс вăрман, унта: хырсем, чăрăшсем, вĕсемпе юнашар – яштака çамрăк хурăнсем, ăвăссем, çÿçе-çирĕксем. Лăпкă çил вĕрет те йывăç çулçисем пăшăлтаса калаçаççĕ.

Турачĕсене артиллеристсем каcса тикĕсленĕ чăнккама чăрăшсем, вăрман урлă, улăх урлă кармашса, Волхов юханшывĕ çине пăхаççĕ, унăн хăмăр шывĕ çинче тем шыраççĕ.

Самаях каçалла сулăннă хĕвел хура вăрман хыçне пытанма хатĕрленет, ылтăн-кĕмĕл урисемпе таçти инçетри çĕршывсем çине пусса илет. Улăхри шурă, кăвак, сарă, хĕрлĕ тăрăллă чечексем пуçĕсене хĕвел еннелле çавăрнă та, куçĕсене мăч-мăч хупса, хуллен-хуллен варкăшса килекен çилпе хумханаççĕ, пирĕнпе сывнуллашма хатĕрленеççĕ.

Ывăнса улăха юлнă пыл хурчĕ чечек çинчен чечек çине вĕçет.

– Çак пыл хурчăн хуçи те çук, килĕ те çук...– тет Ильин капитан.

Тĕрĕс калать вăл. Чăнах та, çав хуртсен пурнăçĕ такама та тĕлĕнтерет. Вĕсен хуçи пуян колхоз пулнă. Пыл хурчĕсем вăрман уçланкинче, колхоз утарĕнче пурăннă. Ĕшне тăрăх, уй-уй тăрăх, улăх тăрăх вĕçнĕ вĕсем... Анчах 1941 çулта, вăрçă пуçлансан, нимĕç вăрă-хурахĕсем, утара кĕрсе, вĕллесене ÿпĕнтере-ÿпĕнтере, пыл ĕçнĕ. Çăткăн хырăмĕсене пыл чыхса тултарсан вара, хĕрлĕ йĕкехÿре пек хĕрлĕ фашистсем хурт вĕллисене пĕр çĕре купаланă та бензин сапса çунтарнă.

Пыл хурчĕсем унтан çак вăрмана ушкăнăн-ушкăнăн саланнă. Таçта пурăнаççĕ вĕсем халĕ, таçта вĕсен килĕ... Ĕçчен хуртсем çине пăхса выртнă чухне:

– Фашистсем, – терĕ Руденко капитан, – совет халăхне çав вĕлле хурчĕсене салатнă пек салатасшăн пулчĕç. Анчах эпир хуртсем мар – пире никам та салатаймĕ!

Руденко юлташăн самахĕсемпе эпир те килĕшетпĕр.

– Тĕрĕс! Пире никам та салатаймĕ!

– Çапла, туссем, тĕрĕс! Тĕрĕс! – тесе сиксе тачĕ çамрăк Руденко.– Тăшмана тĕп тусан, эпир тăван ялсене, хуласене пухăнăпăр. Нимĕç оккупанчĕсем пирĕн çынсене ылханлă Германие хăваласа кайрĕç пулсан, эпир хамăр çынсене – аннесене, йăмăксене, пиччесемпе шăллăмсене – тупăпăр, пухăпăр... Эпир, çакăн пек сарлака улăха ушкăнăн-ушкăнăн тухса, çаран çинче, тĕрлĕ-тĕрлĕ чечексем хушшинче, юлташсемпе юрă юрласа çÿрĕпĕр...

– Çаран çинче туссемпе пĕрле савăнса ĕçкĕ ĕçĕпĕр... Вĕлле хурчĕсем пек сĕрлĕпĕр... Совет халăхĕ – пин-пин, темиçе миллион... Тăшмана хирĕç вăл халĕ те, ÿлĕм те улăп пек çĕкленĕ... – хушса хурать мăнаçланнă Ильин, хăйĕн иртнĕ кунçулне аса илсе.

...Йĕри-тавра илем, аслă улăх. Пирĕн чĕресенче çав улăх пек пысăк ĕмĕт. Вăл ĕмĕт Ленинград çĕршывĕнчен, Волхов хĕрринчен, Совет çĕрĕ тăрăх çунатланса вĕçет. Вĕçех, вĕç! – теес килет пĕтĕм чун-чĕререн.

* * *

Юлташсен ырă сăмахĕсене итле-итле эпĕ те çак чаплă çĕршывра, Волхов юханшывĕн, ватăлса кăвакарнă Новгородăн, хăйĕн паттăрлăхĕпе чапа тухнă Ленинградăн вăйне чĕрене хывса, йăваш кăмăла çĕклесе, Чăваш çĕрне шухăшăмпа вĕçрĕм. Эпĕ унта тăван улăха тупрăм, çичĕ юта çĕнтернĕ хыççăн эпĕ унта пулатăпах, терĕм.

...Ĕмĕт малаллах вĕçет. Çунатлă шухăшăмпа – эпĕ илемлĕ улăхпа савăнса пыратăп. Улăх тулли колхоз халăхĕ: ватти-вĕтти, арĕ-арăмĕ, каччи-мăччи, пики-хĕрĕ... Çава сасси, хĕрарăмсен кăкăрĕсам çинчи шÿлкеме-тенкĕ сасси, арçынсен кăкăрĕсем çинчи тĕрлĕ медаль-орден сасси, хĕр кулли, каччă юрри, ача-пăча йăславĕ, ут кĕçĕнни, машина кĕрлевĕ – улăх тулли шав, чĕре тулли çут кăмăл.

Çакă вăл – ĕç шавĕ, ĕç кĕрнекĕ! Çĕнтерÿ кăмăлĕ вăл, çĕнтерÿ хыççăн килнĕ хавас-çĕклев!..

Паян эпĕ тăван улăха аса илетĕп те, чун хавалпа çĕкленсе, пĕтĕм сасăпа калатăп:

Эх, çуласчĕ!
Эх, çуласчĕ,
Тăван улăх çаранне!..
Ушкăнпала,
Пин-пин саспа
Юрла-юрла юррине!..

Ильинпа Руденко манăн шухăша вĕçлеççĕ.

– Колхоз ĕçĕн юррине! – теççĕ вĕсем иккĕн пĕр харăс.

Волхов çыранĕ, 1943

Долгов, В. Çаран çинче: [очерк] // Долгов, В. Ачаранпах / Василий Долгов. – Шупашкар, 1974. – С. 176-179.