Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Краснов–Кезенни Григорий Иванович
Григорий Краснов–Кезенни

Ваттисем çапла каланă

Ваттисем çапла каланă,
Аслисем çапла юрланă:
"Тул ани çинчи çума
Хăть хăçан та эс çумла".
Çакă юрра юрлакан
Ĕмĕрне те выç ларман.

Ваттисем çапла каланă,
Аслисем çапла юрланă:
"Сăхма тăран çĕлене
Юраман, тет, шеллеме".
Çакă юрра юрлакан
Нихăçан та ахлатман.

Ваттисем çапла каланă,
Вăйлисем çапла юрланă:
"Тытăр çапăр кашкăра –
Ырлăх пулĕ хăвăра".
Çакă юрра юрлакан
Ĕмĕрне те хур пулман.

Эпир те çаплах калар-и,
Эпир те çаплах юрлар-и!
Аслă Совет çĕрĕнче,
Çут хĕвелĕн ăшшинче
Емĕр-ĕмĕр савăнса,
Пурăнар-и ыр курса.

1942

Краснов-Кĕçĕнни, Г. Ваттисем çапла каланă : [сăвă] // Краснов-Кĕçĕнни, Г. Кĕсле / Григорий Краснов-Кĕçĕнни. – Шупашкар, 1960. – С. 110.