Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Краснов–Кезенни Григорий Иванович
Григорий Краснов–Кезенни

Фашист килсен

Çĕршыва фашист килсен,
Пирĕн харсăр маттурсен
Тăхăрвунă тăхăр хут
Хушăнаççĕ вăйĕсем,
Тăхăрвунă тăхăр хут
Çĕкленеççĕ çиллисем.
Çитмĕл çич хут хытăрах
Çунма пуçлаç куçĕсем,
Çитмĕл çич хут вăйлăрах
Тапма пуçлаç чĕрисем.
Çитмĕл çич хут çутăрах
Çиçме пуçлаç хĕçĕсем.
— Пирĕн, ай, ĕç тĕрĕс ĕç, –
Терĕç вара йĕкĕтсем.
Тăшман çине ыткăнчĕç
Аслă çĕршыв ачисем.
— Пирĕн, ай, ĕç тĕрĕс ĕç, –
Терĕç пехотинецсем.
Штыксем вĕçне тирĕнчĕç
Урнă йытă фашистсем.
— Пирĕн, ай, ĕç тĕрĕс ĕç, –
Терĕç артиллеристсем.
Полкăн-полкăн сирĕлчĕç
Купăста пуç фашистсем.
— Пирĕн, ай, ĕç тĕрĕс ĕç, –
Терĕç паттăр танкистсем.
Пылчăк ăшне çăрăнчĕç
Пуçтахланнă фашистсем.
— Пирĕн, ай, ĕç тĕрĕс ĕç, –
Терĕç минометчиксем.
Сĕл пĕрчи пек сирпĕнчĕç
Çĕр çăтасшĕ фашистсем.
...Пирĕн çутă çăлтăрсене
Сÿнтерес çук пурĕпĕр.
Çĕнме пĕлен йĕкĕтсене
Çĕнтерес çук пурĕпĕр.

1945

Краснов-Кĕçĕнни, Г. Фашист килсен : [сăвă] / Григорий Краснов-Кĕçĕнни // Паттăрлăх кунĕсем. – Шупашкар, 1995. – С. 35-36.