Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Тимбай (Тимофеев) Александр Вениаминович
Александр Тимпай

Сонетсем

                        * * *
Пире те çитрĕ çулăмлă черет:
Вăрçа каятпăр Хĕрлĕ площадь урлă.
Ак Ватă Кремль – Тăван çĕршыв чĕри,
Ăна унччен кинора çеç эп курнă.

Мăнаçлă, çÿллĕ, шĕвĕр башньăсем
Постри салтак пекех халь туйăнаççĕ:
Шинеллĕ, шлемлĕ, çăлтăрлă вĕсем,
Пире хăйсем пек çирĕплĕх сунаççĕ.

Салтак тумне вĕсем хывман та пулĕ.
Тăшман нихçан та иртеймен унран.
Халь каялла выртать фашистăн çулĕ.

Утатпăр, хĕм тухать çĕн такантан.
Çак вăхăт ĕмĕр асăнмалăх юлĕ.
Берлин таран утасчĕ çакăнтан.

                        * * *
Чипер-и, ялăм, эп çуралнă çурт?
Сан калпаку та хăрăк улăмранччĕ.
Епле çÿрет ху евĕр ват хуçу?
Выльăхсене пăхма вăл, тен, вăранчĕ?

Пĕренене çурмасть-и сив кăрлач?
Çĕре ÿкичченех шăнмасть-и сурчăк?
Мăрьесенче, тен, çил ачи юрлать? –
Кунта ÿт шыраса юрлать сив хурçă.

Ши! шăхăрса вĕçет халь тÿпере
Хура çăварлă тупă кучченеçĕ,
Тăпра айне тăвасшăн вăл пире.
Тревога! – Юлташсем мана чĕнеççĕ.

Атакăпа килет тăшман тискеррĕн.
Эп вĕçлĕп çырăва, юлсассăн чĕррĕн.

                        * * *
Усал тăшманăн кашкăрла йăла:
Алхасрĕ çиллине шăнараймасăр,
Тĕртсе çунтарчĕ вăл, ниме пăхмасăр,
Сăртри нумай урамлă пĕр яла.

Ял вырăнне кăвар купи хăварчĕ.
Пушар çинче хăй шăмă аллине
Хĕртет те Вилĕм – çав Эсрелĕ-карчăк –
Çавипеле çулать тăшмансене.

Йĕркен-йĕркен тăраççĕ мăрьесем,
Постри салтак пек тÿрĕ, икĕ ретлĕн.
Самолетсем иртеççĕ кĕрлесе
Анăçалла. Çунатсене хĕретнĕ

Ир шуçăмĕ, сурпан пек тĕрлесе.
Эпир каллех çапăçăва кĕретпĕр.

                        * * *
Тÿпе çипуçĕ – тĕксĕм хăмăр чатăр.
Çунатлă çил салхун кĕсле калать.
Вăрман юрлать. Кăвайтă çăтăр-çатăр
Çунать. Ларатпăр ăшăтса алла.

Вĕçсе килеççĕ çутă пульăсем,
Кăвайт таврашĕнчи мĕлкесене
Тиреççĕ, пăталаççĕ хыр çумне,
Ĕçесшĕн юн, шыраççĕ ÿт вĕсем.

Бомбовозсем иртеççĕ тÿпере,
Çĕр чĕтретсе анăçалла каяççĕ.
Таçта зенитка йытă пек вĕрет.

Унтан каллех шăпланчĕ вăрçă каçĕ
Кăвайт тавра пĕр ушкăн тĕлĕрет.
Ĕшеннĕ салтаксем ирччен канаççĕ.

                        * * *
Кĕрхи çилпе юрлать лаштра юман.
Ун вуллине снаряд хаяррăн ватнă.
Вăл пурпĕрех пурăнăçран юлман:
Кăçал каллех йĕкел нумай çуратнă.

Çÿлте, çăхан пек, явăнать тăшман.
Ак, бомба вилĕм юррине юрларĕ –
Кисренчĕ çĕр, ахлатрĕ ват юман,
Турачĕсем пиншер йĕкел алларĕç.

Çапла вăл акрĕ пурнăç çĕр çине.
Хура хĕресĕ кĕрлесе ăсанчĕ.
Хĕвел çутатрĕ йывăç тăррине,

Унтан юн тĕслĕ хĕрелсе вăл анчĕ.
Юман татмарĕ пурнăç юррине,
Иĕкел шăтса тухассине вăл шанчĕ,

                        * * *
Тăхлан шăтарнă кивĕрех шинель.
Çулла та ман çиреччĕ вăл, хĕлле те.
Ăна эп уртнă хулпуççи çине,
Госпитальтен тăван киле килетĕп

Наградăсем эп нумаях илмен,
Суранăмсем нумай наградăран та...
Миçе хут касрĕç – темĕнле вилмен?
Çĕнтертĕмĕр – вăл хаклă орденран та.

Умра – çаран, унта – пин-пин чечек,
Вĕсем – медаль те орден, ылтăн çăлтăр
Тăван çĕршывăн кăкăрĕ çинче.

Хĕвел тухать. Çут сывлăм çиçрĕ йăлтăр.
Паян чи Аслă Çĕнтерÿ çинчен
Шăнкăртатса юрлать, ав, çутă çăл та.

                        * * *
Карталанса хуркайăк ăсанать,
Вĕсемшĕн тунсăхланă ăшă кăнтăр,
Кайăксене мучи телей сунать:
"Чипер кайса килмелĕх çулăр ăнтăр".

Уй варринчи юман хывать тумне,
Кăра çилсем вĕреççĕ Атăл урлă.
Мучи канма ларать юман çумне.

Ун куçĕнче кĕр пĕлĕчĕ пек хурлăх.
Ват асатте, мĕскершĕн хуйхăран?
Элле, эс çак юман пек, тăлăх юлтăн?
Элле, хуркайăксем ăсаннăран?

– Эп кĕтрĕм çирĕм çул та, вăтăр çул та
Ман ывăл таврăнмарĕ вăрçăран.
Ман пек кĕтсен, шарт! çурăлĕ сив чул та.

                        * * *
Нумай пин çул хыпса çунан вут-çăлтăр,
Сана савса чĕнетпĕр: сар Хĕвел.
Эс иксĕлми юхса тăран вут çăл-тăр?
Эппин, нихçан ан сÿн эс, ан кивел!

Сан ăшшупа, хунанăçемĕн пурнăç,
Юн çÿретсе, васкать кашни чĕре.
Шанас килет: çынсем чĕр тамăк курмĕç,
Чĕртсе çунтармĕç çак хитре çĕре.

Çунсам, Хĕвел, кашниншĕн çиттĕр ăшă,
Кулса çемçет пăрланнă чунсене:
Ан алтчăр шăтăк çĕнĕ саманашăн,
Ан çаптăр вилĕм хурлă чансене.

Курасчĕ ман: юхминччĕ халăх юнĕ.
Кашнин, хĕвел пек, çутă пултăр кунĕ!

                        * * *
Хÿтерчĕ çумăр, ÿкрĕ сивĕ тăм,
Кашни кĕреш хывса пăрахрĕ тум.
Лутра юман çинче пĕр хăмăр çулçă
Кĕрхи çилпе вĕçсе ÿкмесĕр юлнă.

Хĕл шăнтрĕ, юрлă тăвăл та туларĕ,
Хура вăрман выç кашкăр пек уларĕ,
Пăр чĕлхипе çÿçенчĕк çил çуларĕ –
Çав хăмăр çулçă пурпĕр татăлмарĕ.

Хĕвел хăюллăн сирчĕ пĕлĕте,
Шăпланнă вăрмана вăратрĕ кайăк.
Кĕртсен тăрса юлмарĕ тĕлĕ те.
Тин хăмăр çулçă ÿкрĕ, туйрĕ айăп:
Юман çĕн çулçă тухасса кĕтет –
Кансĕрлес мар: пурин те хăйĕн пайĕ.

                        * * *
Кĕтÿ анать. Тусанлă çулпала
Макăрашса чупать пĕр ушкăн сурăх,
Качакасем – вĕсем малта ялан –
Пур улисем, хури те, хăшĕ шурă.
Кавле-кавле килеççĕ ĕнесем,
Çилли тăртаннă: аран çеç утаççĕ,
Уйчÿк хуранĕ пек хырăмĕсем,
Мăйракапа хапхасене уçаççĕ.
Ак витресем юрлаççĕ тĕрлĕрен:
Сарпикесем ĕне сума пуçларĕç,
Мăкăрланать йÿç тĕтĕм мăрьерен.
Каçхи апатлăх ăшă çу уçларĕç.
Эп – ял çынни, сĕтпе ÿстернĕ сăввăм
Вылятăр, тиха пек, телейлĕн, сыввăн.

                        * * *
Çавал енчен ик паттăр Николаев:
Пĕри – Якку , тепри вăл – Андриян.
Çавал шывне тĕнче пĕлмест-тĕр лайăх –
Çак ик ята кашни пĕлет аван.

Чучукасси, Макаç, шап-шурă Шуршăл...
Сĕм авалтан ялсем кунта çăра.
Ялсеренех шарлать чул çийĕн шур çăл,
Çава кĕтсе, çуллен кашлать çаран.

Шыв тăрăх çитĕнет палан та çĕмĕрт,
Улăштарать çыран тум хыççăн тум.
Кунта Çавал, канмасăр, ĕмĕр-ĕмĕр
Ман Атăла леçет хум хыççăн хум.

Салам, Çавал. Хумхан, ĕçле – вăй патăр!
Татах ÿстер эс паттăр хыççăн паттăр.

                        * * *
Сăнран-питрен эс çутă уйăх мар,
Сана сар хĕвелпе те танлаштармăп,
Сенкер куçу сапмарĕ шĕл-кăвар,
Унпа кашнин чун-чĕрине çунтармăн.

Пĕрре йăлт! пăхрăн та эс ман çине –
Шевле çути пулмарĕ-ши ку терĕм:
Ун чух шевле вылятчĕ, каçхине –
Шевле-ши, куç-ши – уйăрма пĕлмерĕм.

Çавăнтанпа темскер ман кăкăрта
Ăсапланать-çке ирĕке тухасшăн,
Куçна ан тарт, пăхсам, пике, пăртак.
Пăхсам каллех тĕл пулнă чух йăвашшăн.

Сенкер куçпа шевле сапсам тепре,
Чĕрем çинчи чула унпа тĕпрет...

                        * * *
Ытарайми хитре хура куçу
Мана пĕрре пăхсах ак тыткăнларĕ.
Çавăнтанпа чĕрешĕн канăç çук:
Вăл ыррăн, ыратса тапма пуçларĕ.

Çавăнтанпа эп хамăн çулсене
Çуралнă кун та шутлама пăрахрăм.
Сайра пăхма тивет-çке сан çине,
Эс чечекре – типетĕп эп вăраххăн.

Кам эсĕ? Каласамччĕ, ăшă куç:
Юлташ-и е ытла инçе савни-ши?
Тен, эп куратăп тĕлĕк? – Куçа уç.

Ан айăпла хавшак чĕрем савнишĕн.
Хурав памасăр кăмăла ан хуç.
Çак сонета чечек çыххи пек йышăн.

                        * * *
Салтакчĕ эпĕ. Халĕ – ват салтак.
Ал-урана ватсан та юнлă вăрçă.
Перо тытатăп – вăл та шĕвĕр хурçă,
Эппин, перо танлаштăр пăшалпа.

Апла пулсан, салтак, ан хăй чакма!
Ут малалла, çулна тумхах пÿлсен те,
Чăрмавсене çĕнме вĕреннĕ ĕнтĕ,
Ут малалла, çĕнсе ялав çакма!

Кашни йĕрке, пулсам эс çĕн пусма
Поэзи тÿпине хăпарнăçемĕн.
Çук, кирлĕ мар нихçан та пуç усма.

Чĕре, куллен çурат эс çĕнĕ çемĕ.
Чăн-чăн поэзи кахалпа тус мар.
Шанас килет: салтак ĕçне тиркемĕр.

                        * * *
Екки ярсах юрлаймăн вăрçăра:
Çыру çырма аран çитетчĕ вăхăт.
Нумай çырас тесе, пулмарăм сăхă.
Сахал çырнишĕн, халăх, каçарах.

Мĕн тÿснине веçех упрать чĕре,
Емĕрĕпе вăл çитĕ каламалăх.
Шур хут çине пĕрерĕн тухчăрах,
Тен, йышăнĕ салтак ĕçне те халăх?

Суйла-суйла, эппин, сăвва кĕртем.
Пĕр хамшăн мар – пуç хунă юлташсемшĕн
Ман ĕмĕрне те пĕтмĕ пысăк парăм.

Салтак пек çирĕп тăр, кашни йĕрке,
Кĕреш те пурăн ÿкнĕ паттăрсемшĕн.
Юн юхрĕ çамрăк чух – халь юхтăр тарăм.

Тимпай, А. Сонетсем / Александр Тимпай // Паттăрлăх кунĕсем. – Шупашкар, 1995. – С. 152-160. – Содерж.: "Пире те çитрĕ çулăмлă черет…" ; "Чипер-и, ялăм, эп çуралнă çурт?.." ; "Усал тăшманăн кашкăрла йăла…" ; "Тÿпе çипуçĕ – тĕксĕм хăмăр чатăр…" ; "Кĕрхи çилпе юрлать лаштра юман…" ; "Тăхлан шăтарнă кивĕрех шинель…" ; "Карталанса хуркайăк ăсанать…" ; "Нумай пин çул хыпса çунан вут-çăлтăр…" ; "Хÿтерчĕ çумăр, ÿкрĕ сивĕ тăм…" ; "Кĕтÿ анать. Тусанлă çулпала…" ; "Çавал енчен ик паттăр Николаев…" ; "Сăнран-питрен эс çутă уйăх мар..." ; "Ытарайми хитре хура куçу…" ; "Салтакчĕ эпĕ. Халĕ – ват салтак…" ; "Екки ярсах юрлаймăн вăрçăра…"