Хаваслă хыпар: Çĕнтерÿ! Çĕнтерÿ!
Çут çиçĕмĕн çиçрĕ Тăван çĕршыв çийĕн.
Çынсем пĕр-пĕрне саламлаççĕ хĕрÿ;
Урамсенче савăнăç, юрă сассийĕ.
Урамсенче халăх кĕрлет, хĕвĕшет,
Пурин те пĕр кăмăл, пĕр савăнăç çитнĕ.
Куçсем шывланни те паян килĕшет,
Çак аслă куна эпĕр çав тери кĕтнĕ.
Çак аслă куна кĕтсе Сталинградран
Берлин таран пирĕн салтак утăмланă.
Чĕррĕн вĕçертмесĕр хаяр хĕç-вутран
Ылханлă фрицсен эшкерне хăваланă.
Ăна кĕтсе халăх хастарлă ĕçре
Куллен çĕнтерÿ никĕсне никĕсленĕ.
Паян кашниех савăнма тивĕçре,
Кашниех çĕнтерÿшĕн мухтавлă ĕçленĕ.
Çĕнтертĕмĕр юнлă тискер тăшмана!
Тăшман çулĕ пулчĕ хура вилĕм çулĕ.
Çĕнтертĕмĕр ирсĕр çав çĕрçăтмана,
Вутпа вилĕм витĕр тухса çĕнтерÿллĕн,
Тулта çуркунне. Çĕнтерÿ çуркунни!
Çĕкленчĕ çиçсе Çĕнтерÿ çут хĕвелĕ.
Паян килĕшет ыткăнса чуптуни,
Паян пурте, пурте эпир пит телейлĕ.
Салам, çĕнтерÿçĕсене! Чыс, мухтав!
Салам сана аслă Çĕршывăмăр Çарĕ.
Сана, савăнса, салютлать-çке Мускав,
Пин тупă сасси ĕмĕрсем тăрăх кайрĕ.
Сире, çапăçса ÿкнĕ паттăрсене,
Чунтан тав туса асăнать тăван халăх.
Чĕри çумĕнче çутă ятăрсене
Вăл усрĕ килес ăрусем асăнмалăх."…"
1945
Уйăп М. Аслă çĕнтерÿ кунĕ : [сăвă] / Мишши Уйăп // Чăваш совет поэзийĕ. – Шупашкар, 1956. – С. 81-83.