Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Урдаш (Яковлев) Валентин Андреевич
Валентин Урташ

Аппа патне

Зоя Андреевнăна

...Вăрçăра çÿретĕп эпĕ халĕ,
Вăрçăра çÿреççĕ тантăшсем.
Инçетре пулсан та ырă ялăм,
Кил çинчех, аппаçăм, шухăшсем.

Кил çинче пулнишĕн шухăш-кăмăл
Салтака, килйышăм, ан ятлах.
Асилеп те – çапăçмашкăн çăмăл,
Сивĕ окопра та ăшăрах.

...Юр çинче эп выртрăм виçĕ талăк
Юнĕçен тăшманăн тылĕнче.
Ман çула картларĕ тимĕр алăк,
Вилĕм тăчĕ манăн пуç çинче.

Хам алпах эп нимĕçе вĕлертĕм
Вилĕме вăл тивĕç пулнăран.
Вĕлерме пире эс килнĕ терĕм,
Халĕ хăвăн вилĕм çитрĕ сан!

Ман валли кунта ак урăх çимĕç
Хатĕрленĕ сĕмсĕр çĕленсем,
Кашни тĕмĕ маншăн – урнă нимĕç,
Ман енне тĕлленĕ куçĕсем.

Юр çинче выртсан та виçĕ талăк
Тăр-пĕччен тăшманăн тылĕнче,
Пÿлеймерĕ, ванчĕ тимĕр алăк –
Эп каллех тусйышăм хушшинче.

Сан шăллу ачаш ÿсрĕ тесессĕн,
Эс куна, аппаçăм, ан ĕнен.
Çырусем сайра пĕрре илсессĕн,
Ăçтине – çырмасăр та пĕлен.

Сан валли те пĕр сĕнÿ пур манăн:
Тĕрлесе хурсамччĕ çĕн кĕпе.
Пĕлнĕ пул: шăпи тулать тăшманăн,
Çÿрес çук эп ĕмĕр шинельпе.

Чипер юл, аппаçăм, сывă пурăн.
Çырăва вĕçлетĕп çакăнпа.
Эс мана та, йыснана та курăн,
Таврăнасчĕ тетпĕр ушкăнпа.

Кĕç ялта ак янрĕ манăн юррăм,
Юрлăпăр ăна ялйышăмпа.
Кĕтсе юл, аппаçăм, кĕтсе пурăн,
Çырăва вĕçлетĕп салампа.

Урташ, В. Аппа патне : Зоя Андреевнăна : [сăвă] / Валентин Урташ // Паттăрлăх кунĕсем. – Шупашкар, 1995. – С. 64-65.