Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Урдаш (Яковлев) Валентин Андреевич
Валентин Урташ

Тус Алентее

Салам сана, тус Кĕтеснерĕм,
Салам сана, тус Алентей.
Хăна пулма эп килес терĕм –
Хăна пулатăп килĕнте.

Туссем-йышсем сахал-и пирĕн –
Пĕтĕм чăваш ман хурăнташ.
Йыхрав яраççĕ кунĕн-çĕрĕн,
Ăçта уяв – унта Урташ.

Пĕрин паян ача çуралнă,
Тепри килне çĕн кин кĕртет.
Алла çитсех ман тус шуралнă,
Юбилее тет килĕр, килĕр тет.

Çыру ăсти тус Алентейĕм,
Тантăш тесен те, тен, юрать.
Ман Чăвашра ун юбилейĕ,
Тусĕ-тăванĕ си курать.

Çак юбилейшĕн те Çĕршывшăн
Эпир юн тăкрăмăр ютра.
Тус Алентейшĕн те Урташшăн
Çăмăл пулмарĕ çав вутра,

Çухалчĕ манăн мăшăр алă,
Тус Алентейĕн ури çук.
Пирĕн ĕçсем таçта та паллă –
Чăлах теме те майĕ çук.

Уксах-чăлах пулмастпăр эпĕр –
Чунпа чăлах çын çеç – чăлах.
Эпĕр утатпăр та вĕçетпĕр –
Ĕçчен чăлах пулмасть, чăнах.

Ал çук пулсан та, пур ман алă –
Ыр ĕç пиллерĕ аллине.
Тус Алентей, тултартăн аллă,
Кĕрсем поэтăн ытамне.

Салам сана, тус Кĕтеснерĕм,
Салам сана, тус Алентей.
Тус Алентейĕм, юрлас терĕм –
Ялан пулмасть вăл юбилей.

Урташ, В. Тус Алентее : [сăвă] / Валентин Урташ // Паттăрлăх кунĕсем. – Шупашкар, 1995. – С. 65-66.