Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Артемьев Александр Спиридонович
Александр Артемьев

Салтак амăшĕ

Кам сана, мăнтарăн, лăплантарĕ-ши,
Кам хăйса калайĕ, хĕрхенсе:
"Чи асаплă, чи сăваплă салтак амăшĕ,
Ан хурлан, ан йĕр", – тесе?
Кашни вăрçă саншăн – чун çунтармăшĕ.
Салтакран çыру та, сас та çук...
Эс мĕнле кăна çунман пуль, салтак амăшĕ,
Пĕр хыпарсăр кĕтнĕ чух?
Эс мĕн чухлĕ халь те макăрмарăн-ши,
Курманни тата мĕн юлчĕ-ши?
Паттăр эсĕ, ывăлу пек, салтак амăшĕ,
Пуç таять сана Çĕршыв.

1944

Артемьев, А. Салтак амăшĕ : [сăвă] / Александр Артемьев // Паттăрлăх кунĕсем. – Шупашкар, 1995. – С. 79.