Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Артемьев Александр Спиридонович
Александр Артемьев

Сĕрме купăс

Аса илсе, савниçĕм, куçна хуп эс,
Курсам-илтсем мана çак сехетре:
Сан тунсăхна ĕненнĕ сĕрме купăс
Йĕрсе юрлать фронтри сив çĕрпÿртре.

Тен, ыран ир çакă хирте çуралĕ
Асаплă, чаплă, аслă çĕнтерÿ.
Анчах унччен... унччен чĕре суранĕ
Кашни салтакăн çулăм пек хĕрÿ.

Кашнин çут ĕмĕт – ĕмĕр пурăнмалăх,
Кашнин чĕлхи расна, юрри-сăвви нумай;
Çапах тăван мана çак çĕрпÿртри пур халăх,
Чĕлхе пĕлмесĕрех ăнланнă май,

Тухать ума аннен, савнин ачашĕ
Çут тунсăхлă вирьял кĕввисенчен;
Хветĕр Михайлов туе, Канаш чăвашĕ,
Манпа юрлать чăваш çĕрĕ çинчен.

Яш вырăс тусăм Виктор Ворончихин
Связистсене пуçтарчĕ ман тавра: –
Итле, тус-йыш! Ан ÿсĕр те ан чыхăн –
Чăваш кĕвви янрать ют çĕршывра!

Купăс юрлать йыхравлăн та пăлхавлăн:
Ăçтан пĕлес, тем пулĕ-ха ыран?
Кашнин чĕри сикет-çке хал-хаваллăн,
Кашнин – тулли хаярлăх та ылхан.

Эп, купăса хурса, алла хĕç илĕп –
Хĕçрен пĕтет хĕç йăтнă çичĕ ют.
Çапăçура е паттăррăн эп вилĕп,
Е фашиста хăйне тăвап капут.

Аса илсе, савниçĕм, куçна хуп эс:
Тĕлĕкÿнте пулин сана курнас килет.
Сан тунсăхна ĕненнĕ сĕрме купăс
Çĕнтерÿпе сунать çитме киле.

1944

Артемьев, А. Сĕрме купăс : [сăвă] // Артемьев, А. Сăвăсем / Александр Артемьев. – Шупашкар, 1989. – С. 27-28.